«Тасалăха упрăр, шанăçа çирĕплетĕр!»
Раштавăн 6-8-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри судьясен IX съезчĕ иртнĕ, унта РФ Конституци сучĕн, Аслă сучĕн, арбитраж сучĕсен, облаçсемпе районсен сучĕсен 780 яхăн делегачĕ хутшăннă.
Çав шутра — Чăваш Республикин суд тытăмĕн представителĕсем: ЧР Аслă сучĕн председателĕ Н.Порфирьев, Суд департаменчĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Воронов, Арбитраж сучĕн председателĕ О.Бойко тата ыттисем. Съезд уçăлнă кун пухăннисен умĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин сăмах илнĕ. Вăл суд системинче татса памалли ыйтусем нумаййине палăртнă. Юлашки çулсенче ку енĕпе чылай ĕç туни çинчен каланă. Çав шутра — аслă судсене пĕрлештерни, административлă суд производствин çĕнĕ кодексне хатĕрлени.
— Паян право уйĕ хăвăрт улшăнса пырать, — тенĕ Владимир Владимирович, — çакă правăпа усă курмалли процеса хăрушлăх та кÿрет. Судьясен пĕрлĕхĕ çак лару-тăрăва витĕм кÿме пултарать. Саккунсемпе çыхăннă тăнăçлăх — пирĕн пĕрлехи тĕллев.
Президент судсен ĕç калăпăшĕ пысăкки пирки те каланă. Çакă суд акчĕсен пахалăхне витĕм кÿрет, йăнăшсене сăлтавлама, çавна май граждансен прависене пăсасси патне илсе пыма пултарать. В.Путин съезд ку енĕпе тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлессе шаннине палăртнă. Владимир Владимирович çавăн пекех судьясен корпусĕн тасалăхне упрамалли, халăхăн судпа çыхăннă шанăçне çирĕплетмелли пирки каланă.
Съезд Раççейĕн суд системин паянхи лару-тăрăвĕпе, унăн аталанăвĕпе, судсен ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Çавăн пекех Судьясен этикин кодексне, 2012 çулта иртнĕ съездра йышăннăскере, кĕртмелли улшăнусене, судсен аппарачĕсен сотрудникĕсен шалăвĕпе çыхăннă çивĕч темăна сÿтсе явнă. Çавăн пекех суд производствине пырса тивекен çĕнĕ саккунсем йышăнасси пирки те калаçу пулнă. Съезда хутшăннисем РФ Судьясен канашĕн, Судьясен аслă квалификаци коллегийĕн тата пулас судьясенчен квалификаци экзаменĕ йышăнакан Аслă экзамен комиссийĕн çĕнĕ йышĕсене йĕркеленĕ.
Н.КОНОВАЛОВ.
Комментировать