Умра – Амăшĕпе Ашшĕне халалланă çул

13 Дек, 2016

 Сисмерĕмĕр те — черетлĕ çул вĕçне пурăнса çитрĕмĕр. Раççейре 2016 çула — Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Иртсе пыракан çула савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетесси йăлана кĕчĕ — ĕнер Шупашкарти Пăр керменте Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине, Раççейре — Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уяв иртрĕ

Кино çулĕ... Раççей Президенчĕ Владимир Путин ку çулталăка мĕншĕн искусствăн çак тĕсĕпе çыхăнтарас тенĕ-ха? Ахăртнех, куракан чунне хамăрăн ÿнер хайлавĕсем вăйлăрах витерессе шанса, тăван кинокультурăна аталантарас тĕллевпе хăпартланса, халăха кинотеатра çÿрессине ырă йăлана кĕртмеллине аса илтерес тесе. Акă уява килсе çитнĕ хаклă хăна та — Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов /«Любовь и голуби» фильмăн тĕп сăнарĕсенчен пĕрне вылянă артиста кам ан паллатăр!/ — хăйĕн сăмахне çак шухăшпах çыхăнтарчĕ:

 

— Раççей кинематографĕн, уйрăмах совет тапхăрĕнчи фильмсен, ырă енĕ — вĕсем чун ăшшипе тулни. Астăватăп: «Мужики» фильм кăтартнă хыççăн мĕн чухлĕ çыру килнĕччĕ! Вĕсене вуласа пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнăччĕ: фильма пăхнă май саланнă 100-е яхăн çемье çĕнĕрен чăмăртаннă! Çакă мар-и искусствăн чăн витĕмĕ, техĕмĕ? «Любовь и голуби» экран çине тухни 30 çул çитрĕ, ăна пăхса темиçе ăру ÿсрĕ — паян та куракансене килĕшме пăрахмасть вăл.

 

Паллă артист çитес çул Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулĕ пуласса пĕлсе республика ертÿлĕхĕн шухăшне ырларĕ. Пурнăçри чи хаклă çынсене халалланă çул çывхарнипе хавхаланса хăй хайланă «Сын» юрăпа залра ларакансен чунне тыткăнларĕ.

 

Чăваш Ен ячĕ-сумĕ ĕçчен ентешсемпе çыхăннă. Ака-суха тăвать-и вăл, станок умĕнче тăрать-и, выльăх-чĕрлĕх пăхать-и — Ĕç çынни яланах хисепре. Çакна çирĕплетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула унпа çыхăнтарчĕ те. Çулталăка пĕтĕмлетнĕ май республика ертÿçи çапла палăртрĕ:

 

— Пилĕк авса ĕçлекен çын Тăван çĕршывне юратать, ашшĕ-амăшне хисеплет, ачи- пăчин ырлăх-сывлăхĕшĕн тăрăшать. Хăй суйланă профессире вун-вун çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартаççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанма тивĕç.

 

Михаил Васильевич ку хутĕнче те сăмахне ĕçпе çирĕплетрĕ: тĕрлĕ тытăмра пултарулăхпа палăрнă ĕçченсене сцена çине пĕрин хыççăн теприне йыхравласа тĕрлĕ наградăпа чысларĕ.

 

— Тĕп хулари чылай кинотеатра çĕнĕ сăн кĕртме май килчĕ. Хăшпĕр район центрĕнче /ун пеккисем хальлĕхе — Канашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта/ çĕнĕ кинозалсем куракана йышăнма тытăнчĕç. Ку ĕçе малалла тăсăпăр, — терĕ Чăваш Ен ертÿçи Кино çулталăкĕ те пирĕн регионшăн ăнăçлă иртнине палăртса.

 

Раççейре 2017 çула Экологи çулĕ тесе пĕлтернĕ май Михаил Игнатьев ентешсене çут çанталăк тасалăхĕшĕн кĕрешнипе пĕрлех чунпа та тасалма чĕнсе каларĕ.

 

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çинчен пĕлтерни кирек хăш саманара та вырăнлă, вăхăтлă пулĕччĕ — иккĕленÿ çук. Анчах демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйту патшалăх шайĕнче чи пĕлтерĕшлисен йышĕнче чухне — пушшех.

 

— Асра тытăр: ламран лама куçакан ăс- хакăл культурине нимĕнле миллиард тенкĕсемпе те мар, атте-анне вĕрентсе-хăнăхтарса пынипе кăна сыхласа хăварайăпăр, — терĕ Михаил Игнатьев Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕн тĕп тĕллевне уçнă май.

 

Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева республикăра çемье хаклăхĕсене упрас, çитĕнекен ăрăва сывлăхлă та ăслă-пултаруллă çитĕнтерес тĕллевпе чылай ĕç ăнăçлă пурнăçланса пыни çинчен каларĕ, çитес çул кун пек проект тата та ытларах хута каясса шаннине пĕлтерчĕ.

 

Ирина ПУШКИНА