Михаил ИГНАТЬЕВ: Ача больницисем ытларах кирлĕ

13 Дек, 2016

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра РФ Правительство ертÿçи Дмитрий Медведев ертсе пынă селекторлă канашлăва хутшăннă. Раççей Федерацийĕнче амăшĕн тата ачан сывлăхне сыхласси ларура пăхса тухнă тĕп ыйту пулнă.

Дмитрий Медведев Пĕрлештернĕ Нацисен Пĕрлĕхĕ 2000 çулта ачасемпе хĕрарăмсем вилессине чакарас тĕлĕшпе палăртнине Раççейре пурнăçа кĕртме май килни çинчен пĕлтернĕ. «Юлашки 25 çулта, е 1990 çултанпа, ача амăшĕ пулса тăнă хĕрарăмсем вилесси палăрмаллах чакрĕ. Паян çак кăтарту чĕрĕ çуралнă 100 пин ача пуçне вунă тĕслĕхпе танлашать. Пĕлтĕр чĕрĕ çуралнă пин пепке пуçне 6,5 ача пурнăçран уйрăлнă. Кăçалхи вунă уйăхра ку кăтарту лайăхланнă — 5,9. Типĕ çак цифрăсен хыçĕнче — вăхăтра медицина пулăшăвĕ панă пин-пин ачапа амăшĕ», — тенĕ РФ Правительствин Председателĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пĕчĕк ачасем вилессине чакарас тĕлĕшпе пурнăçлакан реабилитаци технологийĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен доклад тунă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республикăра сывлăх сыхлавĕ валли уйăракан укçан 25 проценчĕ амăшĕн тата ачан сывлăхне сыхламалли тытăма кадрсемпе тивĕçтерме тата пурлăх ресурсĕ валли тăкакланать. Юлашки 15 çулта Чăваш Республикинче вилекен пĕчĕк ачасен шучĕ чаксах пырать. 2015 çулта Чăваш Енре Раççейри чи пĕчĕк кăтартăва шута илнĕ — 1000 ача пуçне 3,3 тĕслĕх /Раççейре — 6,5; Атăлçи округĕнче — 6,1/. Çакă Европăри аталаннă çĕршывсенчи кăтартусемпе танлашать.

Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнче ача-пăча больницисене хута яма тата ре-конструкцилеме çĕнĕ программа хатĕрлеме сĕннĕ. «Çĕршыври чылай больница 1960- 1980 çулсенче тунă çуртсенче вырнаçнă, вĕсенче хальхи вăхăт стандарчĕсем ыйтнă пек ачасене, уйрăмах сусăрсене, медицина пулăшăвĕ пама майсем çителĕксĕр. Раççей Федерацийĕнче ачасем валли çĕнĕ больницăсем тăвас енĕпе программа хатĕрлес ыйтăва пăхса тухмалла. Вăл çĕнĕ медицина технологийĕсене ĕçе кĕртме тата амăшĕсемпе ачасем валли хăтлă условисем туса пама пулăшĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Регион ертÿçи çавăн пекех çуралакан ачасен пĕтĕмĕшле коэффициентне ÿстерессине пăхса тухма ыйтнă. Çакă Чăваш Ене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн виçĕ çула çитиччен уйăхсерен паракан тÿлев валли федераци бюджетĕнчен укçа илекен регионсен йышне лекме май парĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.