Медпулăшу мĕн хак?

13 Дек, 2016

Çакна больницăна каймасăрах пĕлме пулать

Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн кăçалхи бюджечĕ 11,5 миллиард тенкĕпе танлашать. Çитес çул ку виçе самай пысăкланмалла — 12 миллиард тенкĕ патнелле пулĕ. Эмелсем хакланаççĕ, медперсонал шалăвне ÿстермелле. Çийĕнчен пысăк технологиллĕ хаклă медпулăшу та медстраховани шучĕпе саплаштаракан сиплев шутне ытларах та ытларах кĕрсе пырать — çакăн валли те пысăкрах укçа кирлĕ. Паллах, больницăна пыракан çын çакна туймасан та пултарĕ — врач патĕнче пулнăшăн, сиплевшĕн хăйĕн кĕсйинчен кăларса укçа тÿлемест вĕт. Анчах çакă пĕтĕмпех — тÿлевлĕ. Мĕн чухлĕ, мĕншĕн — ОМС территори фончĕ чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче хута янă çĕнĕ информаци ресурсĕ кашни çынна çак ыйтусем тĕлĕшпе уçăмлă хурав парать.

Фондăн информатизаци пайĕн пуçлăхĕ Юрий Афанасьев хайхи ресурс ĕçĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Вăл ЧР ОМС фончĕн официаллă сайчĕн /www.chuvtfoms.ru/ тĕп страницинче вырнаçнă. «Личный кабинет» пая кĕмелле. Пĕр самант: ресурспа патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче регистрациленнĕ çынсем кăна усă курма пултараççĕ. Тепĕр тесен ку енĕпе чăрмав тухса тăмалла мар. Страхланă çынсен йышĕ 1,2 миллионпа танлашать, çак йышăн 1|3 пайĕ хайхи порталта регистрациленнĕ — вĕсем ОМС ресурсĕпе çăмăллăнах усă курайĕç.

Ресурса кĕме пароль кирлĕ, код ыйтма пултарать — вĕсем патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталне кĕмеллисемех, çĕннисене шухăшласа кăларма кирлĕ мар. Юрий Евгеньевич хăйĕн паролĕпе усă курса ресурс ĕçĕпе паллаштарчĕ. Акă нарăс уйăхĕнче врач патĕнче йышăнура пулни курăнать. Çак йышăну 647 ытларах тенке ларнă. Ку укçана ОМС фончĕ саплаштарнă — больницăна куçарса панă. Анализсен хакĕ те уçăмлă. Сăмахран, юнри тромбоцит шайне тĕрĕсленин хакĕ — 20,46 тенкĕ. Кайран стационарта 10 кун сипленнĕ — 14,1 пин тенкĕлĕх.

— Хăйĕнпе çыхăннă çак кăтартусене 14 çултан аслăрах кашни çын пăхма пултарать, — ăнлантарать Юрий Евгеньевич. — Пичетлесе кăларма та пулать. Çапах ку хут ĕнентернĕ документ шутланмасть — пациента пĕлсе тăмалли кăтартусем кăна. Калăпăр, вĕсемпе суда кайма май çук.

Апла пулин те çак кăтартусем больницăсемпе поликлиникăсен, медиксен ĕçне пациентсен енчен тĕрĕслесе тăрассине çирĕплетме пулăшни куçкĕрет. Мĕн пытармалли: тепĕр чух шурă халатлисем пурнăçламан ĕçе тунă пек кăтартма хăтланни те пулкалать. Сăмахран, Сывлăх сыхлавĕн министерствине темиçе çын çăхав çырнă: вĕсем хăйсем диспансеризацире пулнине пĕлнĕ, чăннипе вара унта кайман иккен. Пациент хайхи ресурспа усă курса хăйне сиплемесĕрех сипленĕ пек кăтартнине пĕлчĕ тĕк — страхлакан компани ячĕпе çăхав çырма пултарать.

«Страхланă çыннăн уйрăм кабинечĕ» урлă çыннăн чирĕсем, ытти вăрттăнлăх çинчен ют çынсем пĕлес хăрушлăх çук-и? «Çук, пĕтĕмпех шанчăклă — ют çынсем сирĕн кăтартусемпе паллашма пултараймаççĕ», — çирĕплетсех шантарчĕç фонд ĕçченĕсем. Тепĕр енчен, çын мĕнле чирсемпе чирленипе, çавнашкал ытти вăрттăнлăхпа çыхăннă кăтартусене унта пичетлемеççĕ.

Чăваш Енĕн ОМС фончĕ çак ресурса хута ярса ку енĕпе çĕршыври нумай регионтан маларах пыни те вăрттăнлăх мар — пирĕнтен чылай пуянрах регионсенче те унашкалли хальлĕхе çук. Ăна хатĕрлекенсем пĕтĕмпех шута илнĕ. Япăх куракансене те кÿрентермен: шрифт виçине пысăклатма, экран тĕсне улăштарма пулать. Ытлашши информацие пăрахăçласа кирлĕ текста хăвармалли функци те пур. Ресурса кĕмешкĕн компьютер умне лармасан та пултаратăр. Кĕсье телефонĕпе е планшетпа усă курса Интернет урлă кĕме пулать: транспортра, кафере — питĕ меллĕ.

Çак ресурспа анлă тĕллевсемпе усă курма май пур. Калăпăр, унта кĕрсенех сире виçĕ çулта пĕрре ирттерекен диспансеризацие кайма вăхăт çитни пирки аса илтереççĕ. Ун урлах электрон регистратури урлă врач патне йышăнăва çырăнмашкăн май пур. Çавăн пекех эсир унтах хăвăр суйласа илнĕ страхлакан медицина организацийĕ, сире çирĕплетнĕ больница пирки пĕлме /вĕсен адресĕ таранах — карттă та вырнаçтарнă/, вĕсене улăштармашкăн заявлени çырма пултаратăр. Чăннипех питĕ меллĕ, çакна республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ хаклама та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Юрий Афанасьев ресурспа усă куракан çынсен шучĕ куллен еплерех пысăкланса пынине сăнлакан цифрăсене кăтартрĕ: 160, 178, 334... Вăл ĕçлеме тытăннăранпа пĕр уйăх ытларах кăна иртнĕ-ха, унти информаципе паллашакансен, унăн пулăшăвĕпе усă куракансен шучĕ вара ав еплерех хăвăртлăхпа ÿссе пырать!

Николай КОНОВАЛОВ.

Вячеслав АЛЕКСАНДРОВ, ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн директорĕ:

«Страхланă çыннăн уйрăм кабинечĕ» пуриншĕн те усăллă тата меллĕ пуласса шанатпăр. Сиплев, унăн хакĕ — хăйĕнпе çыхăннă çак информацие кашни çын пĕлме пултартăр. Чылай чухне эпир пире кÿнĕ медпулăшу патшалăхшăн мĕн хака ларнине чухламастпăр та. Тепĕр енчен, ресурс кÿрекен майсем /хамăра çирĕплетнĕ больницăна е страхлакан компание улăштарма ыйтса заявлени çырасси, ытти.../ çынсене вăхăт перекетлеме, пурнăçа çăмăллатма пулăшасси те куçкĕрет. Ытти информаци те усăллă. Сăмахран, диспансеризацие каймалли пирки аса илтерниех мĕне тăрать. Хăшĕсем ун пирки манаççĕ вĕт, диспансеризаци вара сывлăха упрас, тĕрлĕ чире вăхăтра тупса палăртас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.