Мĕнле пенси пулнине кура

5 Апр, 2014

2012 çулта, эпĕ вун тăххăрта чухне, атте вилчĕ. Хальхи пекех университетăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче вĕренеттĕм. Урăхла каласан, тăрантарса пурăнакана çухатнипе пенсие тивĕçмешкĕн ирĕк пулнă, анчах ăна памашкăн заявлени çырман. Халĕ вара ку ыйтăва татса пама шухăшларăм. Пенси памалла тусан ку таранччен илмен суммăна Пенси фончĕ саплаштарать-и?

Д.ПАВЛОВ.

Ыйту хуравĕ сире тăрантарса пурăнакана çухатнипе мĕнле пенси - ĕç е социаллă - памалла тунипе çыхăннă.

«Раççей Федерацийĕнче патшалăх пенсийĕпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕн 23-мĕш статйипе килĕшÿллĕн тăрантарса пурăннă çын вилсен унăн стажĕ, шалăвĕ пирки документсем пама май килмесен социаллă пенси палăртаççĕ, ăна ыйтса çырнă уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен тÿлеме тытăнаççĕ.

Тăрантарса пурăннă çыннăн стажне, шалăвне çирĕплетекен документсем пулсан заявление вăл пурнăçран уйрăлнă хыççăн 12 уйăх иртиччен панă тăк ĕç пенсине гражданин вилнĕ кунран тытăнса тÿлеççĕ, çав вăхăтран каярах ыйтса çырнă тăк - заявлени панă кунран 12 уйăх малараххине шута илсе.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.