Иккĕмĕш агрокласс уçăлчĕ

9 Дек, 2016

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ раштавăн 6-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕнче иккĕмĕш агрокласс уçрĕ.

Унта Янăшпа Кăшавăш шкулĕсенче вăтам пĕлÿ илекен 26 ача математика, физика, хими, биологи, инженери енĕпе тарăнрах пĕлÿ илĕ. Уяв ирттерсе агрокласа уçма ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Владимир Доброхотов, ЧПЯХА ректорĕпе проректорĕ Андрей Макушев тата Людмила Корнилова, Ольга Каюкова декан, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Сергей Ванюшкин хутшăнчĕç.

— Раççейĕн хăшпĕр регионĕнче вĕренÿ ĕçне агроклассене темиçе çул каяллах явăçтарчĕç, — терĕ Ю.Исаев министр. — Чăваш Енре йĕркелеме пуçлатпăр çеç-ха. Пурнăç пулас профессие ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă чухнех суйласа илме хистет. Вĕсене специальноçа палăртса хума пулăшмасан çитĕнсен кая юлма пултаратпăр.

ЧПЯХА ректорĕ тивĕçлĕ министерствăсем, райадминистрацисем пулăшнăран, ашшĕ-амăшĕпе ачасем, шкулсем ыйтнăран агроклассем уçма май килтернине пĕлтерчĕ. Янăш шкулне парне /ноутбук/ пачĕ, агрокласс тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Шкул директорĕ Василий Ефремов ачасен пĕлĕвне ÿстерме çул уçса панăшăн влаçпа вуз ертÿçисене тав турĕ. Савăнăçлă пуху хыççăн академи психологĕ Надежда Сергеева ачасене професси суйласа илес тĕлĕшпе калаçу ирттерчĕ. Ольга Каюкова доцент «Органика химийĕн теори никĕсĕ» темăпа заняти ирттерчĕ.

Çывăх вăхăтрах ачасене агрокласа çÿрекенсен униформине тăхăнтартĕç. А.Макушев ректор чи лайăх паллăсемпе вĕренекенсене академи стипендийĕпе хавхалантарма сăмах пачĕ. Вĕсем ЧПЯХА преподавателĕсем хатĕрленĕ, Ял хуçалăх тата Вĕрентÿ министерствисем ырланă программăпа пĕлÿ пухĕç.

Надежда ОСИПОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.