Информаци технологийĕсем – патшалăх тата бизнес валли
Шупашкарта регионсен хушшинчи «IT-Link» форум виççĕмĕш хут иртрĕ. Мероприятие «Инфолинк» компани Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ. Тĕлпулура информаци технологийĕсен тытăмĕнче патшалăх тата бизнес пĕрле ĕçлессипе, ăнăçлă IT-пуçарусемпе çĕнĕ экономика лару-тăрăвĕнче усă курассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Форума хутшăнакансене ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци пухăвне янă Çырăвĕнче информаци технологийĕсен отрасльне тата кăткăс технологисен бизнесне аталантарассине тĕпе хумалли çинчен калани пирки аса илтерчĕ. «Юлашки çулсенче IT-рынок пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Патшалăх ертÿçи пулăшни, влаç органĕсем тухăçлă ĕçлени орасле çĕнĕ шая çĕклеме май парĕ», — терĕ Александр Иванов министр.
Çулсерен IT-пĕрлĕх представителĕсен хушшинче «IT-Link» форумпа кăсăкланакансен йышĕ ÿссех пырать. Çакă лайăх пулăм пулнине палăртрĕ министр. «Форума çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ специалистсем хутшăнни савăнтарать. Паян бизнес тата влаç пĕр командăра ĕçлеççĕ, пĕр тĕллеве — граждансен пурнăçне ансатлатасси тата тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемпе усă курма условисем туса парасси — тĕпе хураççĕ», — терĕ Александр Иванов. Ку енĕпе Чăваш Ен юлашки çулсенче чылай паха ĕç пурнăçларĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче республикăра «Чăваш Республикинчи информаци технологийĕсем» ассоциаци йĕркеленчĕ, нумаях пулмасть Информаци технологийĕсен центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. «Вăйсене пĕрлештерсен, шанатăп, эпир пĕрле IT-индустрисене аталанма тата «айтишник» профессин сумне ÿстерме пулăшакан ăнăçлă майсем туса хуратпăрах», — терĕ Александр Иванов министр.
Форума хутшăнакансем виçĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Вĕсенче телекоммуникаци компанийĕсен ертÿçисемпе менеджерсем, влаç органĕсен, промышленноç предприятийĕсен представителĕсем, бизнес-консультантсем тухса калаçрĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, çĕршывра информаци технологийĕсене аталантарма пулăшакан сĕнÿ-канаш пачĕç. Александр Иванов форума хутшăнакансен интереслĕ сĕнĕвĕсене министерство пăхса тухассине, малашнехи ĕçре усă курассине пĕлтерчĕ.
И.СЕРГЕЕВА
Комментировать