«Пирĕн ывăл авланать»
Чăн та, ачи çемье çавăрма шухăш тытни ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсене епле ан савăнтартăр?! Тус-юлташ та хĕпĕртет, ял-йышшăн калаçмалли сăлтав тупăнать. Спектакльти тĕп сăнаршăн çакă пăтăрмаха çаврăнать. Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Ялта пулман пăтăрмах» камит лартрĕ.
30 урлă каçнă Николай Михайлович /Александр Яковлев/ шкулта ĕçлет, ялта уйрăм çуртра пурăнать, анчах кил ăшшипе илемне тытса пыраканни тупăнман-ха унăн. Пĕччен кун кунлама хăнăхнăскер çемье çавăрма шухăшламасть, Турă çырнине кĕтет. «Вăл авланас пулсан хĕвел тепĕр енчен тухать», — теççĕ тăванĕсем. Аппăшĕ Маша /ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Воюцкая/ Микулана авлантарасшăн, вăл çамрăк арçынна йăлăхтарсах çитернĕ. «Ача сасси пÿрте чун кĕртет», — тет хĕрарăм. Тарăхнипе тепĕр эрнеренех авланатăп тесе персе ярать хайхискер. Çакăнтан пуçланать те спектакльти ĕç-пуç.
«Авланасси хур тукмакки çиесси мар», — теççĕ. Спектакльти тĕп герой та «хуйхăрма» пуçлать: туй тума савнийĕ те çук-çке унăн. Ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те туя хатĕрленеççĕ, ял-йыш та уявра савăнасшăн. «Ялта икĕ çул туй пулман», — тет Ваççа /Александр Демидов/. Çывăх юлташĕпе пĕрле вĕсем «пĕр кунлăх хĕр» шырама пуçлаççĕ. Интернетри сайтсенче качча кайма хатĕрри нумай, ялта та пĕччен карчăк сахал мар, анчах вĕсемпе ĕç тухмасть яшсен. «Хĕрĕ тупăнмасан хам туй кĕпи тăхăнатăп», — тет тусĕ аптăранипе. Çак «инкекрен» вĕсене яла хăнана килнĕ Тоньăпа Люда /Надежда Кузьминапа Оксана Драгунова/ çăлаççĕ. Николайпа Люда пĕр-пĕрне унчченех килĕштернĕ, анчах тĕл пулса калаçма шикленнĕ. Çак лару-тăру пулăшнипех савакан икĕ чун пĕрлешет.
Спектакльти ĕç-пуç паянхи самана тÿнтерлĕхĕсене /тĕслĕхрен, ватă хĕрарăмпа питĕ çамрăк каччă пĕрлешни, арçын хĕр пек тăхăнни, каччăпа хĕр килĕшсе татăлса туй туни/ кăтартса парать. Ял пурнăçĕн çивĕч ыйтăвĕсене те хускатнă пьесăра: хусахсем йышланни, ялта çамрăксен шучĕ чакни, тăвансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнманни тата ытти те. Уйрăм çыннăн çитменлĕхĕсенчен те кулать автор. Калăпăр, Маша аппа хăйне калаçма юратман çын пек тытать, анчах вăл «тăрăшнипех» пиччĕшĕн ачи авланма шухăшланине пĕтĕм ял пĕлет. «Эп сÿпĕлти мар», — тет кинемей. Ялта элек сарма тата кÿршĕ-аршăн «шăммине кăшлама» юратакан сахал-им пирĕн хушăра?
«Ялта пулман пăтăрмах» камите Коми çыравçин Алексей Поповăн пьеси тăрăх лартнă. Режиссерĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Сергеева. Драматургăн чăваш театрĕн сцени çине тухнă иккĕмĕш хайлавĕ ку. 2006 çулта унăн тепĕр пьесине /«Телейлисем»/ Иван Иванов режиссер кун çути кăтартнă. Çĕнĕ спектакльпе паллашма аякри хуларан авторĕ те çитнĕ.
— Чăваш академи драма театрĕ манăн пьесăпа ĕçленине пĕлсен питĕ савăнтăм. Шупашкарти премьерăсенче яланах аншлагчĕ. Ку хутĕнче те зал тулли пулчĕ. Спектакле Сыктывкар халăхĕ те юратса çÿрет. Н.Сергеева режиссерăн ĕçĕ питĕ хăйнеевĕрлĕ. Вăл спектакле çĕнĕлĕх нумай кĕртнĕ. Артистсем те питĕ лайăх вылярĕç, хăйсен сăнарĕсене туллин уçса пачĕç. Театрпа малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанатăп, — терĕ Алексей Попов.
Чăн та, Наталья Сергеева хăйĕн стильне тытса пырать. Яланхи пекех геройсен шухăш-кăмăлне юрă-ташă урлă уçса парать. Тĕслĕхрен, Николай тĕлĕкĕнче чипер хĕр ташлать. «Хайлав сюжечĕ халăх пурнăçне çывăх. Куракансем те çăмăлрах пьесăсем ыйтаççĕ. Спектакле юрăсемпе пуянлатрăмăр. Вĕсене Андрей Галкин композиторпа Анатолий Большаков çырчĕç», — терĕ Наталья Алексеевна. Вăл каланă тăрăх — пьесăн тĕп вариантĕнче спектакльти ĕç-пуç пĕр пÿлĕмре пулса иртет. Чăваш драма театрĕн сцени вара юрăран тулса тăчĕ. Рэп та вуларĕç артистсем. Юрă сăмахĕсем сюжета тата туллин уçса пама пулăшрĕç. Калăпăр, ывăлĕ авланма шухăш тытнине пĕлсен ашшĕ-амăшĕ çапларах янраттарчĕç: «Пирĕн Коля авланать, хĕрĕ камне каламасть».
Сцена çинчи реквизитсем те улшăнсах тăчĕç: акă ĕç-пуç пÿртре пулса иртет, сисместĕн те — артистсем урама тухаççĕ. Вĕсем куракана йĕплĕ чĕлхипе кăна мар, хăйсен тыткаларăшĕпе те култараççĕ. Вĕсем пурте пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем. «Сăмахсăр» геройсем — Мĕтри тете, ача, карчăк — сюжета вăйлатрĕç.
«Пурнăçа юрату тытса тăрать», — теççĕ. Куракансем кĕтнĕ пекех, спектакль те туйпа вĕçленчĕ. Пĕр-пĕрне юратса тата ăнланса кун кунланине нимĕн те çитмест: çын кун-çулне «фиктивлă брак» та, хусахла пурнăç та илем кÿмест.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать