Пурнăçран юлмасăр

8 Дек, 2016

Вăрмар районĕнчи Арапуçри почта уйрăмĕнче Надежда Дмитриевăпа Галина Тимофеева пысăк сумкисене тăрăшсах çĕнĕ хаçат-журналпа тултарчĕç. Унтан йывăрскерсене хулпуççи урлă çакса çула тухма хатĕрленчĕç.

- Арапуç пысăк ял, 600 кил ытла. Урамĕсем вăрăм, кунне вунă çухрăм утма тивет. Çавăнпа унта иккĕн ĕçлетпĕр, - терĕ Галина Тимофеева.

Вăл пилĕк çул ытла хаçат-журнал валеçет. Халăхпа ĕçлеме, хутшăнма килĕшет ăна. Вăрăм урам тăрăх утса тухнă тĕле ялти пĕлмен-илтмен хыпар та юлмасть-тĕр. Ара, почтальон халăхшăн çывăх çын пекех туйăнать. Тĕл пулсан кашнинех сăмах хушма тăрăшать. Урамра кĕтсе тăракансем те пур.

- Хаçата ватăсем ытларах вулаççĕ. Çамрăксене интернет-телевизор кăна кирлĕ тейĕн, - каласа парать вăл. - Вулама юратакансем вара аса илтермесĕрех çырăнаççĕ. Манса кайнисем патне хамăр çитме тăрăшатпăр.

Надежда Дмитриева çулталăк кăна-ха ку ĕçре. Аслă юлташĕнчен ырă тĕслĕх илме тăрăшать.

- Маттурсем, çынсем те вĕсен ĕçĕпе кăмăллă, - кĕскен хакларĕ хĕрарăмсене Арапуçри почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Ионова. Сăмах май, вăл та кунта чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурать. Раççей почтин тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен те вĕренмелли самай. Пĕчĕк йыш халăха пурнăç таппинчен юлма памасть, хаçат-журнал вăхăтра çитерсе çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарать.

Лариса Арсентьева.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.