Çухалса кайман, пулăшнă

8 Дек, 2016

Ĕмĕр сакки сарлака тенĕ. Пурăнан пурнăçра темĕн те курма, илтме тивет. Темле пăтăрмаха та çакланатăн.

Çулсерен раштав уйăхĕнче çĕршыври çăлавçăсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Эпĕ çăлавçă мар, анчах пурнăçăмра çынсене сахал мар вилĕмрен хăтарма, тĕрлĕ пăтăрмахран туртса кăларма тивнĕ. Инкек-синкек вăхăтĕнче çухалса кайман, хăюллăн татăклă утăм тунă. Çын пурнăçне, патшалăх пурлăхне сыхласа хăварассишĕн пĕрре кăна мар вутта кĕнĕ, пăрлă шыва сикнĕ. Професси тĕлĕшпе çăлавçă пулмасан та хама хăюллăнах вĕсен йышне кĕртме пултаратăп. Халĕ хăшĕ-пĕр саманта аса илсе кĕскен каласа парасшăн.

Тав тумарĕç

1972 çулта, çулла, вăрман çуннă вăхăтра, Упамса ялĕ çывăхĕнчи вăрманта пилĕк çын вут ункинче юлнă. Вĕсене çулăм капкăнĕнчен хăтарма темиçе техника, çăлавçăсем çитнĕ. Анчах механизатор-водительсем ялкăшса çунакан вăрмана кĕме хăранă. «Çулне пĕлместпĕр», - тесе сăлтавланă вĕсем. Кирлех пулсан ял çыннисем çул кăтартма та пултарнă. Анчах лешсем килĕшмен.

Çав вăхăтра мана Патăрьел районĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Д. Енилин васкасах машинăна хускатса инкек вырăнне кăларса ячĕ, пулăшма ыйтрĕ.

Упамсана çитсенех Ф. Каллин участокри милиционер ман пата чупса çитрĕ. «Эсĕ вăл тĕле лайăх пĕлетĕн, айта, пулăш, çынсене илсе тух», - терĕ.

Эпĕ вăхăта ирттермерĕм, килте çамрăк арăм тата икĕ пĕчĕк ача кĕтнине мансах машина кузовне темиçе витре шыв сапрăм. Çĕтĕке шывпа йĕпетсе бензин бакĕ çине хутăм. Унтан ГАЗ-51 вĕренӳ машинипе çунакан вăрмана кĕрсе кайрăм. Вырăн-вырăнпа хуп-хура тĕтĕм хупласа илет. Пăхма хăрушă, çунакан курăк, вутă-турат урлă каçса каятăп. Çапла майпа инкек вырăнне çитрĕм. Хăраса ӳкнĕ, ниçта кайма пĕлмесĕр унталла-кунталла чупакан пилĕк çынна лартса каялла çул тытрăм. Вут-çулăмран тухнă тĕле халăх пуçтарăннă, кĕтсе тăрать. «Мĕнле хăрамасăр кĕрсе кайрăн, эсĕ каялла тухасса шутламан», - терĕç тĕлĕнсе.

Вăрмансем çуннă вăхăтра пушарта хастарлăх кăтартнă çĕр ытла çынна кайран медаль парса чысларĕç. Илтнĕ тăрăх - пирĕн ене пулăшма тесе килнĕ, анчах çунакан вăрмана кĕме хăранисем те, пушар ăçта алхаснине пĕлменнисем те медаль илме пултарнă. Мана вара чĕререн тав тăвакан та пулмарĕ. Мĕн тăвăн, пурнăç хӳри пăрăнăç çав.

 

Çул çинчи пăтăрмах

Ĕмĕрлĕхех асра юлнă самантсем татах пур. Акă 1986-мĕш çулта аварие çакланнă УАЗ-452 машинăна ?ĕлĕкхилле «буханка»% Шупашкартан Патăрьеле ЗИЛ-157 автомобиль çине тиесе килме ыйтрĕç. Çула тухас умĕн техникăна тĕплĕн тĕрĕслерĕм - тем курасси пур. Юсавлине ĕненнĕ хыççăн хăрамасăрах тапрантăмăр.

Тикĕс те йĕркеллĕ ĕçлекен мотор хăвăртлăха ӳстерме хистет тейĕн. Водитель шанчăклă, машина «чĕри» юрласа çеç пырать. Кĕтмен çĕртен Канаш районĕнчи Шăхасан лапамĕнче сулахай енчен çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăсса пирĕн ума прицеп çакнă Т-150 трактор сиксе тухрĕ. Хирĕç çул çинче вара халăхпа тулли икĕ «Икарус» автобус çывхарса килет. Синкерлĕ самант. Мĕн тумалла? Опытлă водитель А. Данилов тӳрех тормоз çине пусрĕ. «Тормоз ĕçлемест!» - тесе хăрушшăн кăшкăрса ячĕ вăл. Машина унталла-кунталла вылянса кайрĕ. Хăрушă инкек çывăхрах. Хĕрринче ларса пыракан сиксе юлма пултарĕ-ха. Пирĕн хушăра çĕмрĕк УАЗ шоферĕ Олег Раськин ларать. Вăл та çухалса кайрĕ пулас. Эпĕ кĕтмен инкеке сирсе ямашкăн шутласа тăмасăрах Раськин урлă карăнса сулахай алăпа руле ярса тытрăм. «Мана ан чăрмантар!» - хыттăн каларăм водителе. Çапла майпа шăпама хам алла илтĕм. «Пултараймасан кунта чăн-чăн пăтă пулать, вилетпĕр», - вĕçсе илчĕ шухăш пуçра. Автобуссемпе трактор хушшинчен сĕртĕнсе тенĕн тухса кайрăмăр.

Хăвăртлăхĕ пĕтнипе машина çул хĕррине çитсе чарăнчĕ. Техникăна тĕрĕсленĕ хыççăн тимĕр тормоз трубки çĕçĕпе каснă пек татăлнине асăрхарăмăр. Ĕçри опыт пулăшнипе, хăраманнипе хамăн тата ыттисен пурнăçне çăлса хăварма пултартăм.

 

Ыр сăмах ылтăнран хаклă

Ырă ята упрама çăмăл мар. Ăна сăлтавсăр варалани чуна ыраттарать.

Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк мăшăр Патăрьел районĕнчи аптекăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Кĕçех кассăра укçа çухалма тытăнать. Коллективра хирĕçӳ пуçланать. «Унччен кун пекки пулман», - тесе айăпа çамрăксем çине йăвантараççĕ. Хăйсене сăлтавсăр айăпланине илтсе ывăннă Н. Дроздов мана касса аппаратне пырса пăхма ыйтрĕ. Килĕшрĕм. Пĕчĕк пӳлĕме мана аппарат лартса пачĕç те хăйсем ĕçе пуçăнчĕç.

Юсавсăрскере тишкерме тытăнтăм. Ещĕкне туртса кăлартăм. Ак тамаша! Ун хыçĕнче хĕрлĕ, симĕс хут укçа туллиех купаланса выртать. Вăл çухалнин сăлтавне тинех ăнлантăм. Ещĕке каялла чикрĕм те ĕçлекенсем патне тухрăм. «Сирĕн укçа вăррине тупрăм, - тетĕп вĕсене. - Айтăр кăтартатăп». Пурте пуçтарăнсан ещĕке уçрăм. Пĕççисене шарт! çапрĕç тĕлĕннипе. 180 тенкĕ ытларах пухăннă-мĕн. Кассăна кĕрекен укçана йĕркеллĕ хĕстерсе хуман-мĕн. Ирĕклĕн выртакан хаклă хут ещĕк хыçне ӳкнĕ те ӳкнĕ. Çакна асăрхакан пулман. Аптека ĕçченĕсем ман умрах пĕр-пĕринчен чунтан каçару ыйтрĕç.

Александр Леонтьев.

Патăрьел районĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.