Техĕмлĕх курaкĕсем

8 Дек, 2016

Кăшкар ути /щавель/. Кăшкар утин йӳçенкĕ çеçкине ача чухне кам çимен? Унăн пылакрах тунине тутанассишĕн ятарласа уя чупнă. Кăшкар ути çуркунне юр ирĕлсе пĕтнĕçемĕнех симĕс çулçине кăларать. Ревень пекех, чи малтан тухса организма витаминпа тивĕçтерме пулăшать. Нумай çул пĕр вырăнта ӳсет, пăхма пăрахсан та аптрамасть. Хăй тĕллĕн ӳсекен тĕссем чылай. Тăпрана тиркемест, анлă сарăлнă курăк. Культурăланă сортсем шултра çулçăллă, сĕтеклĕ.

Кăшкар утин мĕнпур тĕсĕ — витаминпа пуян тата сиплĕхлĕ. Унта тĕрлĕ микроэлементсемпе йӳçеклĕхсем, белок, каротин, сахăр, флаваноидсемпе липиозсем, витаминсем пур.

Халăх медицининче кăшкара цинга чирĕнчен упранма, хырăмлăх, пĕвер, ват хăмпи ĕçне лайăхлатма, ӳт-тир чирĕсене сиплеме усă кураççĕ. Кăшкар çулçин отварĕпе ангина чухне, çăварти ытти чирсене сиплеме çăвара, пыра чӳхеççĕ. Чĕрĕ çулçăна лутăркаса суран-кĕсен çине хураççĕ.

Йӳçеклĕхне пула ватра, пӳрере чул пулсан кăшкара чĕрĕлле нумай çиме юрамасть.

Апатра кăшкарăн çулçипе усă кураççĕ. Чĕрĕлле салатсене яма, яшка-окрошка, кукăль ăшлăхĕ валли аван вăл. Хĕл валли типĕтме, консервлама, йӳçĕтме пулать.

Кардамон. Тăван çĕршывĕ — Инди, Шри-Ланка. Ăна вăрришĕн çитĕнтереççĕ. Вăрăра 8% — эфир çăвĕ. Тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ. Авалхи сиплевçĕсем кардамон нумай чире парăнтарнине палăртнă, çавна май ăна питĕ хакланă. Вар-хырăм, пыршăлăх чирĕсене лайăх сиплет. Кардамон 5-6 вăррине чăмлани те ăш пăтраннине, хăстарнине ирттерет.

Кардамон чейĕ, отварĕ чĕре, юн çаврăнăш тытăмне те ырă витĕм кӳрет. Эпилепси, паралич, ревматизм чухне те пулăшать.

Кардамонăн 5 вăррине вĕтетсе пĕр чей кашăкĕпе ирсерен ĕçни нерв тытăмне, иммунитета çирĕплетет, куç вичкĕнлĕхне ӳстерет. Шăнса пăсăлсан, ӳслĕкрен те лайăх вăл, антисептик пек те усă кураççĕ.

Кардамонăн пылакрах йӳçенкĕлĕхĕ лимона аса илтерет. Ăна тĕрлĕ апат хатĕрлеме усă кураççĕ. Пăтă, аш-какай, пулă апачĕсем, кукăль-пӳремеч, чей-кофе, кĕсел кардамон вăррине хушса хатĕрлесен техĕмлĕрех пулаççĕ. Пăрăç пекех мар пулин те, унăн хаярлăхĕ, чĕпĕтеслĕхĕ пур. Çавăнпа виçеллĕ усă курмалла.

Техĕмлĕхĕ лайăх упрантăр тесен кардамона вăрă хутаççипех туянмалла. Апата вăрă хутаççипех е вăрăсене хутаççинчен кăларса, пĕрчĕсене ватса е ватмасăрах яма юрать.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.