ТЕХĔМЛĔХ КĂНА МАР
Хĕрен тымарĕпе ытларах апата техĕмлĕ тутă кĕртме усă кураççĕ. Çав вăхăтрах вăл килти сиплевре те витĕмлĕ. Унăн тымарĕ аппетита уçать, апат ирĕлессине, юн çаврăнăшне лайăхлатать, манкана çемçелсе тухма, тĕрлĕ сăлтава пула ыратнине лăплантарма пулăшать.
Бронхит. Хĕрен тымарне теркăпа хырмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Çак сĕткенре йĕпетнĕ пир пусмана тип çу сĕрнĕ кăкăр çине хумалла. Полиэтиленпа, ăшă япалапа витмелле, çыхăпа çирĕплетмелле, 5 сехет тытмалла. Компреса çĕрлене хирĕç хурсан лайăх. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Сасă çĕтсен. Вăрман мăйăрĕ пысăкăш хĕрен тымарне вĕтĕ вакламалла, стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ тин вĕренĕ шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 20 минут лартмалла. Унтан сăрăхтармалла. Кăштах сахăр хушмалла. Кунне темиçе хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Ыйхă вĕçсен. Хĕрен тымарне теркăпа хырмалла, чĕртавара кăшт хупламалăх шыв хушмалла. 36 сехет лартмалла та пылпа çурмалла хутăштармалла. Ирхине тата каçхине 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — ыйхă йĕркене кĕриччен.
Пуç ыратсан. Теркăланă 2-3 апат кашăкĕ хĕрен тымарне çур литр банкине хумалла, хупăлчапа витсе 15 минут тытмалла. Унтан савăта уçмалла та çăварпа хĕрен пăсĕпе сывламалла. 3 çеккунт сывламасăр тăмалла, сăмсапа сывласа кăлармалла. Виçĕ хутчен сывласа илсе виçĕ хутчен сывласа кăлармалла. Кирлĕ пулсан çур сехетрен процедурăна тепĕр хут тумалла. Курс — ыратни иртиччен.
Атеросклероз. Теркăланă 1 апат кашăкĕ хĕрен тымарне 1 стакан хăймапа хутăштармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 20 минутран 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Юрамасть: пĕвер, пӳре, вар-хырăм çулĕн чирĕсем, щит евĕрлĕ пар ĕçĕ пăсăлни аптратсан. Виçене ӳстермелле мар, унсăрăн лăймака сий пиçсе кайма пултарать.
Комментировать