ВИТАМИН ÇИТМЕСТ

7 Дек, 2016

Хĕлле организма пулăшмаллах. Ирхи апата витамин коктейлĕ хатĕрлемелле. Вăл вăй кĕртет.

Улма-çырларан. 1 лимон сĕткенне 1 стакан сивĕ шывпа хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Ирхи апат вырăнне ĕçмелле.

Пахча çимĕçрен. 200 грамм тĕрлĕ пахча çимĕçе вакламалла, çур литр шыва ярса çемçеличчен пĕçермелле. Унтан сăрăхтармалла, сивĕнсен кĕленчесене ямалла, холодильнике лартмалла. Кашни ир 1-ер стакан ĕçмелле. Кăмăл пулсан тăвар тата хĕрлĕ пăрăç хушма юрать.

"Хастарлăх" шĕвек. 1 çăмарта саррине 1 стакан апельсин сĕткенĕпе лайăх лăкаса кăпăшлантармалла. Шĕвеке тÿрех ĕçсе ямалла.

"Вăрăм ĕмĕр"шĕвек. Çур чей чашăкĕ томат сĕткенне 1 чашăк йÿçнĕ сĕтпе хутăштармалла. Сыпкăмсемпе киленсе ĕçмелле.

"Ылтăн" шĕвек. 1 лимон сĕткенне чĕрĕк чей чашăкĕ вĕри шыва ямалла. 1 чей кашăкĕ тип çу хушмалла. Сарăрах тĕслĕ пуличченех кăпăшлантармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле.

Витамин коктейлĕ. Çур чей чашăкĕ шыва 2 лимон тата 1 апельсин сĕткенĕ ямалла, 2 чей кашăкĕ пыл тата вĕтетнĕ мăйăр хушмалла.

Шăлан шĕвекĕ. 20 грамм типĕ çырлана тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. 10 минут вĕретмелле, хупăлчапа витсе 3 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Шĕвеке тутă кĕмелĕх сахăр, пыл е çырла сиропĕ хушма юрать. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Холодильникре икĕ кун, ытларах мар, упрама юрать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.