Кăçалхи бюджета тÿрлетрĕç, çитес çулхисене ырларĕç

5 Дек, 2016

 Патшалăх Канашĕн черетлĕ виççĕмĕш сесси уçăлнă кун, чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче, парламентарисем çирĕм ыйтăва тишкернĕччĕ, паян сесси малалла ĕçлерĕ — депутатсем тата икĕ теçетке ыйтăва пăхса тухрĕç. Апла пулин те кун йĕркинче бюджетпа çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç тейĕттĕм — Патшалăх Канашĕ республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ тата кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунсен проекчĕсене пăхса тухса ырларĕ.

 Чăн та, оппозиционер-депутатсенчен пĕри, кашни сессирех тата кашни ыйтупа тенĕ пек сăмах илме ăнтăлаканскер, лару пуçланнă-пуçланман кун йĕркине улшăну кĕртес пирки сăмах пуçарчĕ — ыйтусенчен пĕри ытла та пысăк пĕлтерĕшлĕ-мĕн, çавăнпа ăна васкавлăн тишкерме юрамасть, кун йĕркинчен кăларас... Анчах вăл асăннă ыйту кун йĕркинче çук та иккен. Çакăн пирки парламентарие Валерий Филимонов спикер асăрхаттарчĕ: «Тĕлĕнтеретĕр эсир... Иртнинче те çапла хăтлантăр — паян каллех». Хисеплĕ депутатăн сессие киличчен унта сÿтсе явма палăртнă ыйтусене те пулин пăхса тухмалла пек те...

2017 çулхи, планпа пăхнă 2018 тата 2019 çулсенчи бюджет проекчĕпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх — документа хатĕрленĕ чух консервативлă курăма тĕпе хунă: май пур таран виçеллĕ, перекетлĕ. «Правительство хăйĕн çине нихăçан та ытлашши ÿстерсе янă обязательствăсем илмен, анчах илнĕ обязательствăсене яланах пурнăçланă», — бюджет тĕшшине палăртрĕ Светлана Александровна. Тĕп вырăнта — социаллă политика ыйтăвĕсем, РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласси /çав шутра — бюд-жетниксен шалăвне ÿстересси/, муниципалитетсене тĕревлесси.

Канаш монохула пулнă май ăна пулăшасси çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ — çитес çул валли 294 миллион тенкĕ пăхса хăварнă — производствăна аталантармалли пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем хута каймалла. Финанс министрĕ хăшĕсем Правительство укçа-тенкĕ тăкаклас енĕпе хытăрах пул-нăшăн ÿпкеленине аса илтерчĕ, анчах, ун шучĕпе, «шăпах çапла ĕçлени йывăрлăхсене тÿссе ирттер-ме май панă. Çав вăхăтрах Раççей субћекчĕсен 10% палăртнине пурнăçлайман, 19% укçа-тенке тавăрса пама тивнĕ».

Залран Шупашкарти Пăр кермен валли каллех укçа уйăрни пирки ыйтнине кура Светлана Енилина тулли хурав пачĕ: «Обћект хакĕ — 1,5 миллиард тенкĕ. Хальлĕхе 1,2 миллиард тÿленĕ. Кредит илнине кура уншăн тепĕр çул та тÿлĕпĕр — çавă çеç». Чăваш Енре пухакан налуксен виçи чакать тенине те вăл татăклăн хирĕçлерĕ. Тупăшран илекен налукăн кунта юлакан виçи кăшт пĕчĕкленни саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе сăлтавланнă. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук вара самаях ÿсмелле. Çав вăхăтрах Мускав çитес çул памалли дотаци те палăрмаллах ÿсет — 2,4 миллиард тенкĕ ытла хушăнмалла. Хальлĕхе йышăну çук-ха, анчах вăл пуласси пирки министр иккĕленни сисĕнмерĕ — пулмаллах. Хальлĕхе вара 2017 çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 35,1 миллиард тенкĕ ытларах пулмалла — кăçалхи шайăн 85,1% чухлĕ. Анчах ку, каларăм, юлашки цифра мар — федераци бюджетĕнчен памалли укçана туллин уйăрман, эппин, хайхи проект саккун статусне йышăнсан ÿсĕмлĕ тÿрлетÿсем пулĕç-ха. Çапла тĕплĕ ăнлантарнă хыççăн хăшĕсен тавлашас кăмăлĕ сĕвĕрĕлчĕ пулас — депутатсен пысăк йышĕ сĕннĕ проектшăн сасăларĕ.

Тепĕр ыйту — кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртесси. Кăмăллă хыпар: Мускав хушма укçа уйăрнă май вăл тупăш тата тăкак тĕлĕшпе 282,2 миллион тенкĕ пысăкланать. Укçа хушăннине кам сивлетĕр — улшăнусемшĕн тавлашмасăр сасăларĕç.

196 миллион тенке яхăн — сывлăх сыхлавĕ валли: тĕрлĕ оборудовани, эмелсем, республикăн клиника больници валли васкавлă медпулăшу машинисем туянма, медицинăн 9 учрежденине тĕпрен юсама. Культура валли те укçа хушăнать. 51 миллион ытла тенкĕпе культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме, театрсемпе концерт тата вĕренÿ учрежденийĕсене сцена костюмĕсемпе тивĕçтерме усă курĕç. 26 миллион тенкĕ ытларах — Наци телекуравĕ валли. Ку укçа НацТВ кăларăмĕсене спутник урлă трансляцилеме кирлĕ — вĕсене тинех республикăн кашни кĕтесĕнчех курма пултарĕç. Улшăнусем кĕртнĕ май республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăшĕ 41266,7 миллион тенкĕпе танлашĕ. Тăкаксем пысăкрах — 43,8 миллион тенкĕ ытла. Çĕнĕ çула Чăваш Ен 16,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх патшалăх парăмĕпе кĕрĕ.

Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджечĕ яланах республика бюджечĕпе юнашар — ун çинчен калакан саккун проектне улшăнусем кĕртессине те пăхса тухрĕç. Кунта та хавхалантаракан самант пур — ОМС фончĕн çитес çулхи бюджечĕн тупăш пайне 798 миллион тенкĕлĕх ÿстерме йышăнчĕç. Çакă страхланă граждансен йышĕ ÿснипе сăлтавланă. Тепĕр енчен, çын пуçне уйăракан укçа виçи пысăкланать. Çакăн та сăлтавĕ пур: ОМС шучĕпе саплаштаракан сиплевре пысăк технологиллĕ медпулăшу тÿпи пысăкланса пырать — вăл вара хаклăрах. Фондăн кăçалхи бюджетне вара кăшт кăна чакарма тиврĕ. Нумай мар — 0,1% чухлĕ.

 Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева пĕлтернĕ тăрăх — земство врачĕсене пулăшмалли программăпа укçа илмешкĕн заявкăсем палăртнă чухлĕ пулман-мĕн, çавăнпа 13,8 миллион тенке Мускава тавăрса пама тивет.

Бюджетпа çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. Вăл çак саккунсен проекчĕсем чи малтанах республикăра пурăнакансене кирлине палăртрĕ. Вĕсене йышăнни çынсен ыранхи кунпа çыхăннă шанăçне çирĕплетĕ, «саккунсем вăя кĕнĕ май кăрлачăн 1-мĕшĕнченех хамăр çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме пуçламашкăн пултарăпăр». Саккунсен проекчĕсене ырланăшăн «Единая Рос-сия» депутачĕсене тав турĕ — «эсир яваплăха туятăр». Михаил Васильевич республика общество финансĕсемпе тухăçлă ĕçленине çирĕплетрĕ, «çакă Чăваш Енĕн ĕçлĕ климатне лайăхлатать». Мускав бюджет шайлашулăхне тивĕçтермелли трансфертсен шучĕпе çитес çул 2,5 миллиард тенке яхăн парасси пирки вăл та иккĕленмест.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак кунсенче хăйĕн Çулленхи çырăвĕпе паллаштарнă май унта палăртнă ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ: «Ăна пурнăçламалли çул-йĕр карттине эпир хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ. Чылай ыйту патшалăх программисене кĕнĕ — халь вĕсене çĕнетмелле». Президент çынсене инçете каймасăр, пурăнакан вырăнтах медпулăшупа тивĕçтермелли пирки каларĕ — Чăваш Енре ку енĕпе нумай ĕç тунă. Пысăк технологиллĕ медпулăшу та вăй илсе пырать.

Çитес çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май çут çанталăка упрас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем пысăк. Анчах Чăваш Енĕн ку енĕпе мăнаçланмалли ĕçсем пур ĕнтĕ. Калăпăр, хытă каяшсен полигонĕ — çĕршыври чи лайăх практикăсенчен пĕри. Республикăра вара çитес çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕн паллипе те иртĕ. Çакă та, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, Президент Çырăвĕнчи шухăшсемпе пĕр сасăллă: воспитани ыйтăвĕсем, çемье хаклăхĕсем, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пурнăçăмăр тĕп шăнăрĕ пулмалла.

Николай КОНОВАЛОВ