Форум çĕнĕлле иртĕ

5 Дек, 2016

Чăваш Республикин Общество палати хальхи вăхăтра граждан обществин пĕлтерĕшĕ ÿссех пынине шута илсе раштав уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче коммерцилле мар организацисен II форумне ирттерет.

 Унта Общество палатин членĕсем, Çĕнĕ проектсене аталантарас енĕпе ĕçлекен стратеги пуçарăвĕсен агентствин эксперчĕсем, коммерцилле мар организацисен, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, МИХсен, бизнес представителĕсем пулĕç. Форум ĕçне хутшăнас кăмăлĕ пуррине палăртса 450 ытла çын регистрациленнĕ иккен. Вĕсен йышĕ пысăк пулнинчен йĕркелÿçĕсем те тĕлĕннĕ. «Эппин, çынсемшĕн экспертсене итлесси, хăйсен проекчĕсемпе паллаштарасси кăсăклă», — терĕ ЧР Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Татьяна Николаенко çак кунсенче ирттернĕ пресс- конференцире.

«Ку форум Общество палатипе республикăри коммерцилле мар организацисемшĕн çеç мар, пĕтĕм общественноçшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пирĕн калаçмалли, сÿтсе явмалли сахал мар. Палатăна йĕркеленĕренпе кăçал 5 çул çитрĕ, çавна май хăшпĕр кăтартăва та пĕтĕмлетме вăхăт», — палăртрĕ Общество палатин председателĕ Алексей Судленков. Вăл çак мероприяти икĕ тапхăрпа иртессине пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш пайĕ — «Пуласлăхри Чăваш Ен: 2030 çулчченхи аталану стратегийĕ» форсайт-сесси. «Пирĕн çамрăксем тата общество Чăваш Ене 2030 çулта мĕнлерех курнине пĕлес килет», — уçăмлатрĕ палата председателĕ.

«Эпир форума çĕнĕ форматпа ирттерес терĕмĕр. Форсайт — пуласлăха йĕркелессин технологийĕ. Эпир унта хамăр пурăнма ĕмĕтленекен малашлăхăн тĕслĕхĕсене хатĕрлетпĕр», — калаçăва тăсрĕ Чăваш Республикинчи «Федерацин управлени кадрĕсене хатĕрлессин «Аталану» программине хутшăнакансен ассоциацийĕ» общество организацийĕн координаци канашĕн председателĕ Анатолий Яруткин. Вăл форсайт юхăмĕ Раççейре 2011 çулта çуралнине, ку мелпе пирĕн республикăра та усă курнине, ун чухнехи прогнозсен пĕр пайĕ чăна çаврăннине тата халĕ пурнăçа кĕрсе пынине пĕлтерчĕ. «Тухăçлă инструмент вăл, мĕншĕн тесен форсайта питĕ нумай çын хутшăнать, вĕсенчен кашниех хăйĕн пуласлăхĕн картини чăна çаврăнтăр тесе тăрăшать. Влаç органĕсем ку инструмента коммуникаци площадки /унта общественноçпа влаç органĕсем пуласлăха мĕнле курни пирки калаçса татăлма пултарччăр/ пек йышăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕринпе калаçмасăр-хутшăнмасăр пуласлăха палăртма май çук», — пĕтĕмлетрĕ А.Яруткин.

Йĕркелÿçĕсем каланă тăрăх — форсайт-сесси регионăн аталану проектне хатĕрлеме тата унăн ÿсĕм майĕсене палăртма май парĕ. Унта хутшăнакансем çавăн пекех влаç тата патшалăхăн мар эксперт пĕрлĕхĕ Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессин формачĕпе механизмне хатĕрлĕç.

Форумăн иккĕмĕш пайĕ раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекинче иртĕ. Унта «Халăхăн сывлăхне упрасси — обществăн тĕп тĕллевĕ», «Экологи çутĕçĕ тата общество экологи тĕрĕслевĕ», «Влаçпа обществăн çыхăнăвĕн пахалăхĕ: общество тĕрĕслевĕ тата экспертиза», «Çамрăксен кадр тата социаллă проекчĕсем» темăсемпе «çавра сĕтелсем» ĕçлĕç. Вĕсем мĕнлерех йĕркепе иртесси пирки пресс- конференцире çав площадкăсен модераторĕсем — ЧР Об-щество палатин комисси председателĕ Ирина Булыгина, регионсен хушшинчи «Эка» экологи общество организацийĕн аталану енĕпе ĕçлекен директорĕ Александр Воробьев, право хÿтĕлевçи Алексей Глухов, «ЯГражданин» çамрăксен юхăмĕн ертÿçи Роман Васильев — каласа кăтартрĕç.

Çав кунах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пленарлă лару иртĕ. Ун умĕн коммерцилле мар организацисен курав экспозицийĕсемпе паллашма май килĕ. Пленарлă ларура форум ĕçне пĕтĕмлетĕç.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА