Сăпка ăсти
«Ăста епле, ĕçĕ те çапла» тенĕ ваттисем. 65 çул каялла Атăльялта карçинкка çыхакансен артелĕ пурччĕ. Евгения Яранцева, Валентина Портнова, Анастасия Яранцева, Вера Антонова, Олимпия Виноградова, Раиса Андреева вăй хуратчĕç унта. Шел те, иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ паян: Олимпия Виноградовăпа Раиса Андреева. Артель çурчĕ те çук.
Раиса Андреева халĕ те тĕрлĕрен карçинкка çыхать. Чи тĕлĕнмелли — вăл шурă хулăран ача сăпки те çыхма пултарать иккен. Мана аннепе кукамай сиктерсе ÿстернĕ сăпкана халĕ те хаклă япалана упранă пек усратăп. Çавăн пеккинех вĕр çĕннине Раиса Андреева кăларса лартсан куç сисмесĕрех шывланчĕ. Калаçнăçемĕн манăн 50 çул каяллахи сăпкана та вăлах çыхни палăрчĕ.
Раиса Григорьевна 1936 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче Атăльялта çуралнă. Григорий Никитичпа Татьяна Капитонова 5 ача: Иван, Николай, Анатолий, Раиса, Петĕр — ÿстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ашшĕ, унтан Иванпа Николай ял-йышпа, тăванĕсемпе сывпуллашса вăрçă хирне тухса кайнă. Григорий Андреев вăрçа каяс умĕн мăшăрĕпе ачисене: «Вутă пулмасан сарай сÿтсе кăмака хутăр, килсен тăватпăр», — тенĕ. Анчах Григорий Никитичпа ывăлĕ Николай юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Районти Асăну кĕнеки çинче: «Григорий Андреев рядовой, 1896 çулта Атăльял ялĕнче çуралнă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ, Хĕвелтухăç Пруссире Мариендвер ялĕ çывăхĕнче пытарнă, 9-мĕш номерлĕ вилтăпри», — тесе çырнă. Юнашарах «Николай Андреев рядовой, 1924 çулта Атăльял ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче вилнĕ, Сталинград хулинче пытарнă», — тесе палăртнă. Иван вăрçăран таврăнсан авланнă, анчах нумаях пурăнайман, унăн ача пулман. Андреевсен ячĕсем Атăльялти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă ентешсене халалласа лартнă «Мăнаçлă салтак» палăк çумĕнчи асăну хăми çине ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.
«1951 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Кипечкассинчи 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, Валентина Одюковăпа карçинкка артельне ĕçе вырнаçма кайрăмăр. Пире «Богатырь» колхоз председателĕ Михаил Семеновпа Аверкий Калегин бригадир тытса чарчĕç, артеле ярасшăн пулмарĕç. Унччен эпир колхозра кĕлтесем турттарнăччĕ. Валькăпа иксĕмĕр карта хыçĕпе тартăмăр. Карçинкка çыхма Атăльялти Ольга Романова вĕрентрĕ. 2 çул симĕс хулăпа ĕçлерĕмĕр. Евгенияпа Анастасия Яранцевăсем мана шурă хулăран 2 авăрлă карçинкка, сăпка, хыçалтан тĕксе çÿремелли ачасен çунашкине явма вĕрентрĕç. Артеле вăл вăхăтра Хорнсорти фронтовик Андрей Олангин ертсе пыратчĕ, унăн хăрах алли ĕçлеместчĕ. Бригадирĕ те Хорнсорти фронтовик Иван Плотниковчĕ. Артельте Атăльялтан Ольга Романова, Валентина Одюкова, Вера Ходяшова, Валентина Портнова, Клавдия Яковлева /шăллĕ Геннадий Яковлев, ĕçлеме унран вĕренсе юлнăскер, уявсене халĕ те карçинккасемпе тухать/ пулнă. Кипечкассинчен Олимпия Виноградова, Вера Чугунова, Иван Чугунов, Николай Виноградов, Хорнсорсем Зоя Плотникова, Екатерина Плотникова пурччĕ. Ирпе 7 сехетченех ĕçе тытăнаттăмăр. Атăл хĕрринчи пÿртре Иван Никитич ертсе пынипе симĕс хулăран карçинккасем яваттăмăр. Кунне кашнин 8 карçинкка çыхмаллаччĕ. Çулла хатĕрленĕ шурă хулăран Андрей Павлович ертсе пынипе кунне 3 сăпка ăсталаттăмăр. Хатĕр япаласене Шупашкара тиесе каятчĕç», — аса илчĕ сăпка ăсти Раиса Андреева.
Хĕрарăм карçинкка артелĕнче 20 çул ĕçленĕ. Каярах Шупашкарти электроаппарат заводĕнче комплектовщикре 21 çул тăрăшнă. Унтан 4 çул лавккара тирпейлÿçĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 46 çул. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тата нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Раиса Григорьевна тивĕçлĕ канăва тухнăранпа ялта, пиччĕшĕн Анатолийĕн ывăлĕн Володьăн çемйипе килĕштерсе пурăнать.
Кипечкассинчи Олимпиада Виноградова артельте 1949 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1958 çулхи кăрлаччен, качча кайиччен ĕçленĕ. 84 çултискер халĕ те карçинкка çыхать. Кашни ялтах илемлĕ сăпка çыхакан пулсассăн ача та нумайланассăн туйăнать...
Николай СМИРНОВ.
Шупашкар районĕ.
Комментировать