Чăваш Ен палăртнине пурнăçлать

3 Дек, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Мускавра патшалăх корпорацийĕн — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд гендиректорĕпе — правлени председателĕпе Константин Цицинпа курнăçнă. Тĕлпулăва çавăн пекех Чăваш Енĕн строительство министрĕ Владимир Михайлов хутшăннă.

Аса илтерер: Чăваш Республики 2008 çултанпа асăннă фондпа пĕрле капиталлă юсав программине пурнăçа кĕртет. Строймин кăтартăвĕсем тăрăх — юлашки икĕ çулта кăна Чăваш Енре 63 пин ытла çын пурăнакан нумай хваттерлĕ 691 çурта юсанă. Çак ĕç валли 736 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

2013 çулта граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçлама тытăннă. Авари пулма пултаракан 844 çуртран пĕтĕмпе 13 пин ытла çынна куçармалла. Паянхи кун тĕлне 7188 çынна /55,1%/ куçарнă. Программăна 2017 çулхи кĕркунне вĕçлемелле.

Константин Цицин Чăваш Енпе пĕрле пурнăçлакан программăсем тĕлĕшпе иккĕленÿ çуккине çирĕплетнĕ: «Граждансене кивĕ çуртсенчен куçарасси пирки калас тăк — 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен сирĕн пысăк ĕç пурнăçламалла, анчах пысăк чăрмавсем пулмаççĕ пуль тетĕп. Республика хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене яланах пурнăçланине шута илсен — пушшех».

Михаил Игнатьев фонд республикăпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн тав тунă, пĕрлехи ĕçе пула Чăваш Республикинче пурăнакансен 10% ытла пайĕ /200 пине яхăн çын/ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнине палăртнă. «2013 çултан пуçласа 13 пин çынна куçарма палăртнă. Паян экватор урлă каçрăмăр, программăна пурнăçламашкăн пĕтĕмпех тăвăпăр», — тенĕ вăл.

Тĕлпулура пĕрлехи инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă темăна сÿтсе явнă. Константин Цицин çирĕплетнĕ тăрăх — Чăваш Ен фондпа пĕрле ТБО полигонĕн строительствин пысăк инвестици проектне пурнăçлама пултарнă регионсенчен пĕри пулса тăрать. «Эпир кÿрекен пулăшу инструменчĕсемпе пурте ăнăçлă усă кураймаççĕ. Чăваш Енри ТБО полигонĕ вара паянах çĕршыври чи лайăх практикăсенчен пĕри. Çитес çул сирĕн инвесторпа пĕрле эпир каяшсене туллин тирпейлемелли проекта вĕçлессе шанатăп», — тенĕ фонд ертÿçи.

Палăртмалла: 2016 çулта Чăваш Ен фондран каяшсене тирпейлемелли тата тĕп тумалли проект валли кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма финанс пулăшăвĕ илнĕ. Фонд 122,4 миллион тенкĕ уйăрнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.