Тăвайсем ферма хыççăн ферма хута яраççĕ

2 Дек, 2016

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче 200 пуç ĕне выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ вите уçрĕç.

Фермăра ирттернĕ савăнăçлă уява Валентин Грачев уçрĕ. «Эпир малтан ĕне вити хута ятăмăр, — терĕ. — Кăçал çĕклесе лартни — иккĕмĕш. Тавах ăна хăпартнă строительсене. Пурнăç лайăхлансах пырсан виççĕмĕшне тăвăпăр. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсенчен нумай килет. Кадрсем пурне те татса параççĕ».

«Çак вырăнта 12 çул каялла икĕ пушă ферма ларатчĕ, — аса илчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. — Пĕринче 10-15 пуç сысначчĕ. Хуçалăх юхăннăччĕ. Грачевсем ăна харпăрлăха илчĕç, фермăра сыснасем ĕрчетрĕç. Витене реконструкцилерĕç. Ĕне витине тума 32 миллион тенкĕлĕх кредит илчĕç. Кунсăр пуçне тепĕр витене тĕпрен юсарĕç. Грачевсен 4 ывăлĕпе хĕрĕ кооперациленсе фермер хуçалăхне аталантарчĕç. Манăн вĕсене тав сăмахĕ калас килет».

«2011 çултан пуçласа паянхи кунччен Тăвай районĕнче çĕнĕ 13 ферма ĕçе кĕртнĕ, — пĕлтерчĕ республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ХФХра вăй хуракансене саламланă май. — Асăннă хушăра выльăх усрама çавăн чухлĕ объект хута яни ытти районта пулман. Вĕсен хуçисем ытти çĕрте укçа ĕçлесе илсе, хваттерĕсене сутса тăван тăрăха таврăннă, фермăсем, техника туяннă, ытти ыйтăва татса панă. Нумаях пулмасть хуçалăхсенче ĕне усрани тăкак çеç кÿрет тетчĕç. Паян никам та çапла каламасть. Сĕтĕн сутлăх хакĕ лайăх. Фермерсемпе ял хуçалăх организацийĕсем паянхи кун тĕлне кашни ĕнерен вăтамран 6 пин килограмм сĕт суса илнĕ. Ку — аван кăтарту. Иккĕмĕш витене выльăхпа тултарнăшăн Грачевсене тав тăватăп. Производствăна татах аталантарма сывлăх сунатăп!»

Районти хуçалăхсен ертÿçисем, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем çĕнĕ витене кĕрсе курчĕç. Чăн та, вăл выльăхпа туллиехчĕ. Ĕçе çăмăллатма пулăшакан техника хатĕрĕсемпе паллашнă хушăра Наташа Кириллова оператор ĕни пăруларĕ. Ирхине тепĕр ĕне пăру парнеленĕ.

Министр мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕл пулса кăçал тата иртнĕ çулсенче пурнăçа кĕртнĕ инвестици проекчĕсемпе паллашрĕ, çывăх вăхăтра ĕçе кĕртме палăртнисене тишкерчĕ. Темиçе хуçалăхра строительство пырать. Объектсене çитес çул хута ярĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.