Ĕç хатĕрĕ кивелесрен

1 Дек, 2016

Триммер валли хĕлле ĕç çук, бензопăчкăпа та ытларах çулла ĕçлетпĕр. Эппин, вĕсене хĕлле тĕрĕс упрамалла.

Ĕç хатĕрне хĕлле упрамалли вырăн ăшă та типĕ пулмалла. Инструмента управа тĕрĕс хатĕрлемелле.

1. Бакра юлнă топливăна пушăлла ĕçлеттерсе çунтарса пĕтермелле, енчен те топливо нумай пулсан ăна юхтарса илмелле.

2. Бакри топливăна фильтрлакан хатĕре кăларса тасатмалла, кирлĕ пулсан çĕннипе улăштармалла.

3. Касакан хатĕре сÿтсе илмелле. Бензопăчкăн касакан сăнчăрне тасатмалла, çу сĕрсе таса пусма таткипе чĕркемелле, полиэтилен хутаçа хурса упрамалла.

Триммер çĕççине, подшипниксене сÿтсе илмелле, тасатса машин çăвĕпе сĕрмелле, чĕркемелле.

4. Мотор чĕртмелли свечана пăрса кăлармалла, тусанран, хăрăмран тасатмалла. Свеча ларакан путăка 5 мл мотор çăвне тумлатмалла. Çу двигатель механизмĕсене лайăх салантăр тесе двигатель коленвалне алăпа çавăрмалла. Поршене çÿлти тĕп тĕлте хăвармалла. Свечана хăй вырăнне лартмалла, анчах клемма тăхăнтартмалла мар.

5. Инструмента пусмапа чĕркемелле, полиэтилен хутаçа хурас тесен унта нÿрĕк туртакан губка е селикогель чĕркемне хумалла.

Çакнашкал тирпейлесе хурсассăн ĕç хатĕрĕ тепĕр çул кал-кал ĕçлесе савăнтарĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.