Умра - яваплă тапхăр

28 Ноя, 2013

Хĕле кĕретпĕр, çавна май РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕнер видеоконференци мелĕпе регионсен ертÿçисемпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвĕ шăпах вăхăтлă пулчĕ. Унта РФ субъекчĕсем кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕплĕ тишкерчĕç.

Мускав экран çине тухиччен кăшт вăхăт пулчĕ те - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе калаçма та ерçейрĕ. Чăваш Ен пĕтĕмĕшле илсен хĕле йĕркеллĕ хатĕрленнине палăртнипе пĕрлех вăл коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен ыйтăвне те хускатрĕ. Вĕсен ÿсĕмĕ нормăран ытла пулман, анчах хăшĕ-пĕри нумай пысăкланнă тесе кăмăлсăрланать. Çакăнта ресурссемпе мĕн чухлĕ усă курнине те шута илмелле. Çулталăк каяллахинчен ытларах усă курнă тăк, паллах, тÿлев те пысăкрах. Михаил Васильевич Тариф службине, Строймина, Çурт-йĕр инспекцине çак самантсене халăха тĕплĕн ăнлантарса пама сĕнсе хăварчĕ.

Çĕмĕрлесемпе çыхăннă, Правительство ларăвĕнче çĕкленĕ тема патне те таврăнчĕ. «Муниципалитет влаçĕсем, вырăнти депутатсем пур - вĕсен те яваплăха туймалла. Хăшĕсем айккинчен сăнаççĕ. Çавна май тÿрĕ кăмăллă мар УКсем иртĕхеççĕ, активсене айккине кăлараççĕ. Эпир юлашки çулсенче Çĕмĕрлесене нумай пулăшнă, çавăнпа республика татах пулăшĕ текен шухăш вăй илнĕ пулас. Кам вăрлать - вĕсем явап тытма тивĕç. Суд умне тăнисем пур, анчах ку çителĕксĕр...» - палăртрĕ вăл.

Селектор канашлăвĕ вара Д.Медведев докладĕнчен пуçланчĕ. Дмитрий Анатольевич хĕле хатĕрленессипе çыхăннă лару-тăрупа пĕтĕмĕшле илсен кăмăллă пулнине палăртнипе пĕрлех ĕç-пуç уйрăм сăлтавсене пула кăткăсланни çинчен каларĕ. Çав шутра - Хабаровск крайĕнче, Амур облаçĕнче ял-хулана шыв илни. Пăшăрхантаракан самант - усă курнă ресурссемшĕн тÿлеменнипе çыхăннă парăмсем ÿссех пыни. Раççейĕпе 113 млрд тенке çитнĕ! Çулталăк каяллахинчен 23,7% пысăкрах!

Яваплă министерствăсен ертÿçисем те çивĕч ыйтусенчен пăрăнмарĕç. Калăпăр, электричество, ăшă сечĕсем нумай çĕрте юхăннă. Пурлăха обязательнăй йĕркепе страхлас ыйтăва татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ. Тепĕр тесен ку енĕпе тивĕçлĕ саккун йышăннă ĕнтĕ, вăл кĕçех ĕçлесе каймалла. Пирĕн коммуналлă хуçалăх объекчĕсем энерги çав-çавах нумай тăкаклаççĕ - ку енĕпе тухăçĕ пĕчĕк. Энерги перекетлес енĕпе саккун йышăннă пулин те çак ыйтупа ĕçлемелли нумай-ха. Кăçал çанталăк сивĕтиччен Якутие хĕл каçма кирлĕ апат-çимĕçпе, топливăпа, ыттипе туллин тивĕçтерсе ĕлкĕреймен иккен. Çакă çулла шăрăх тăнине пула юхан шывсем ăшăхланнипе сăлтавланнă - пысăк тиевлĕ карапсем çав юхан шыв çулĕсемпе иртеймен.

Регионсен ертÿçисене сăмах панă май Якутин çивĕч ыйтăвне тĕплĕнрех тишкерчĕç. Халь тин çивĕчлĕх çук иккен, шăнтнă май хĕллехи çулсемпе груз турттарассине йĕркеленĕ - мĕн кирлине турттарнă. Паллах, топливо, ытти çителĕксĕрри асăннă республикăшăн вилĕмпе тан - унта, регион ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, «çулталăкри вăтам температура та 10 градус сивĕ, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр 8-тан пуçласа 11 уйăх таран тăсăлать».

Шыв илнипе инкек тÿснĕ Хабаровск крайĕпе Амур облаçĕ те сăмах илчĕç. Чăннипех пысăк инкек тÿснĕ, анчах Мускав, пĕтĕм çĕр-шыв пулăшнипе нушана хыçа хăварнă теме пулать. Халĕ котельнăйсене, хĕле йĕркеллĕ ирттерес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти объекта юсаса-тирпейлесе çитернĕ - чиперех ĕçлеççĕ. Чăн та, Хабаровскран кăмăлсăрланни те илтĕнчĕ: çĕр кăмрăкне шахта предприятийĕсенчен тоннине 1,6 пин тенкĕпе туянатпăр, пирĕн пата çитсен вара унăн хакĕ 5,2 пин тенке çитет - виçĕ хут пысăкрах! Урăхла каласан транспорт тăкакĕсем ытла та пысăк. Регионсем инçе вырнаçнине кура саплаштару коэффициенчĕсемпе усă курма май çук-и?

Д.Медведев татăклă хурав памарĕ, çапах ыйтăва тишкермеллине палăртрĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май вăл çĕр-шыв хĕле йĕркеллĕ хатĕрленни пирки каланипе пĕрлех çăмăл мар тапхăр çывхарни, ăна аварисĕр ирттерессишĕн, çынсен хăтлăхне тивĕçтерессишĕн яваплăха туймалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Д.НИКОЛАЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.