Ял чĕрĕлет, чун савăнать

1 Дек, 2016

Ял пушанса пыни, вăйпитти çынсем аякри пысăк хуласене ĕç шырама тухса кайни Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелти Николай Любимовăн чунне ыраттарнă. Тăван тăрăхран тухса кайнă яш-кĕрĕме каялла тавăрма çăмăл мар. Хула пурнăçĕ, пысăк шалу ялтан пистерет. Çамрăксене унта ĕçе вырнаçма çăмăлрах. Çулланнисен мĕн тумалла? Çемьене те вĕçĕм пăрахса тухса каяймăн. Вырăнти хуçалăх та тахçанах арканнă.

- Ялта пурăнакансене пулăшма, ĕçпе тивĕçтерме ферма уçрăм, - тет фермер.

«Красный Октябрь» колхозăн хуçасăр юлнă витисене юсаса çĕнетнĕ. 2013 çулта 10 ĕне туяннă. Малтанхи утăм ăна тата хавхаланса ĕçлеме хистенĕ. Иртнĕ çул выльăх йышне ÿстерме йышăннă. Анчах хальхинче Мускав облаçĕнчен çĕнĕ ăрат хĕрĕх пуç ытла илсе килнĕ.

- Вĕсем йывăр условисенче те чăтăмлă, усрама çăмăл, чир-чĕр те ытлашши аптăратмасть. Сĕчĕ те тутлă, паха, - пĕлтерет Николай Любимов.

Хальхи вăхăтра кĕтÿ палăрмаллах ÿснĕ. Çĕнĕ ăратран йĕкĕр пăрулани те пур. Чăн та, унăн сăвăмĕ пĕчĕкрех. Хĕлле ĕне пуçне 10 литр сунă пулсан, çулла - 13-е яхăн. Сĕтри çу хисепĕ, белок палăрмаллах пысăк. Чĕртавара сивĕтме холодильник вырнаçтарнă. Малашне сĕте вырăнта тирпейлеме цех тăвасшăн вăл. Кăçал хуçалăхне аталантарма грант çĕнсе илнĕ. Укçана цех уçма хывасшăн. Çывăх çулсенче ĕне йышне 200-е яхăн çитерме палăртать. Çавна май ĕç вырăнĕ те хушăнмалла.

Юхăннă витесем çĕнелни, вĕсем выльăх-чĕрлĕхпе тулни вырăнта пурăнакансене те савăнтарать. «Ял чĕрĕлнĕн туйăнать», - теççĕ вĕсем.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.