Ял тухтăрĕ

1 Дек, 2016

«Анатолий Валентинович пирĕншĕн Турă вырăнĕнче, - терĕ пĕр кинемей, Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчен тухаканскер, ман ыйтăва хуравланă май. - Унсăрăн эпир тахçанах леш тĕнчене ăсанмалла».

Анатолий Кольцов тухтăр пирки ку тăрăхра ырласа калаçнине тахçанах илтнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пĕлтĕр районта «Çулталăк çынни - 2015» ятпа палăрчĕ. Унсăр пуçне ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин грамотипе чысларĕç.

Килти апатран пахи çук

- Анатолий Валентинович, эсир - ял тухтăрĕ. Ял çынни ытларах мĕнле чирсемпе аптрать паян?

- Юлашки вăхăтра ял халăхне юн пусăмĕ виçерен ытлашши ÿсни, сахăр чирĕ, сыпă ыратни нушалантарать. Унсăр пуçне йывăр йăтнăран пÿсĕр тухать.

Юн пусăмĕ ытларах ирхине 3-5 сехетсенче ÿсет. Çавна май шалкăм çапать. Волонтерсемпе пĕлтĕр ятарласах ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслерĕмĕр. Ирхине 5 сехетре, сĕт пуçтарнă вăхăтра, çынсен юн пусăмне виçрĕмĕр. Çакнашкал акцисене шкул ачисене явăçтаратăп, чăвашла кĕнекесем çыратăп. Вĕсене халăха салатса паратăп.

- Кĕнекесене ăçта кăларатăр? Тÿлевсĕрех валеçетĕр-и?

- Халĕ компьютерпа темĕн те тума пулать. Кĕнеке çырасси хавхалануран килет. Кăмăл пулсан çак ĕçе часах пурнăçлама май пур. Паллах, укçасăрах салататăп. Унсăр пуçне çулла шкул ачисемпе вăрмана эмел курăкĕ пухма çÿретпĕр. Вĕсене типĕтнĕ хыççăн ял çыннине паратăп.

- Тĕрлĕ чир çулăхасси мĕнрен килет-ши?

- Ытларах хамăртан. Мĕн кăна çиместпĕр? Пĕр-пĕр ĕç тунă чухне тÿрех лавккана чупатпăр. Чи йÿнĕ кăлпасси туянатпăр та апатланатпăр. Унта сывлăхшăн сиенлĕ биохутăшсем туллиех.

- «Е» текенни нумай пулсан вуçех ан илĕр, - тесе вĕрентетĕп çынсене. Анчах чĕркем çине çырнине питех вуламаççĕ çав. Унсăр пуçне халĕ çăкăр çине те темĕн те яраççĕ. Хамăр хатĕрленĕ апатран лайăххи çук. Шел, килте çăкăр, салма яшки пĕçерме пăрахрăмăр. Сĕт-турăха, аш-пăша хамăрăн туса илмелле. Юн пусăмĕпе аптраканăн тăвар сахал çимелле, кунне 0,5 чей кашăкĕ. Лавккара туяннă апат-çимĕç вара яланах тăварлă тата пăрăçлă. Унсăр пуçне çынна хускану кирлĕ. Ахальтен мар ваттисем: «Ытларах хускалăн - нумайрах пурăнăн», - теççĕ. Халĕ кирек епле ĕçе те механизациленĕ. Çĕрулмине те тракторпа лартаççĕ. Эпĕ вара сухапуç тытатăп, çемьепе, кÿршĕ-аршăпа пахчара савăнса ĕçлетĕп.

 

Чĕлхене хамăрăн упрамалла

- Сирĕн сиплев çуртĕнче чăвашлăх палăрать. Стена хаçачĕсене те, плакатсене те тăван чĕлхепе çырса хатĕрленĕ. Çакăншăн чун савăнать.

- Чăваш ялĕнче тăван чĕлхе çăлкуç пек тапса тăтăр. Чирлĕ çынна анне сăмахĕпе сиплеме çăмăл мана. Тепĕр чухне кинемейсене Шупашкара поликлиникăсене хамах илсе каятăп, пÿлĕмсене илсе кĕретĕп. Унти тухтăрсем ?хăйсем чăваш пулсан та% вĕсемпе вырăсла калаçаççĕ. Манăн тăлмачă вырăнĕнче пулма тивет. Тепĕр чухне ятарласах хулари тухтăрсемпе чăвашла пуплетĕп. Мана кура вара вĕсем те тăван чĕлхе çине куçаççĕ.

Чăвашлăх пĕтсе пырать теççĕ. Чĕлхене хамăр упрама тăрăшмасан пирĕншĕн кам хыпкаланĕ? Çак тĕллевпех ЧНК-на кĕрсе тухрăм пĕринче. Ара, пирĕн тăрăхра Чăваш наци телекуравĕ те çук вĕт.

- Шкул ачисемпе çыхăну тытнине каларăр. Мĕн тĕллевпе ĕçлетĕр вĕсемпе?

- Эпĕ те çак çĕр çине ĕмĕрлĕх килмен. Хам вырăна хатĕрлетĕп вĕсене. Çак тăрăхри шкулсенче ачасемпе занятисем ирттеретĕп, тĕрлĕ акци йĕркелетĕп. «Мĕншĕн эпĕ тухтăр пуласшăн?» сочиненисен конкурсне те кăмăлласах хутшăнаççĕ вĕсем. Врача вĕренме каяс текенсен йышĕ çулсерен ÿсни савăнтарать.

Ĕçпе киленме пĕлмелле. Унсăрăн юратнă професси те ют çын пекех. Ачасемпе ĕçлени, кĕнеке çырни, чирлисемпе чунран калаçни мана пурнăçра пулăшса пырать.

- Хăй вăхăтĕнче усал чир сире те çыпçăннине илтме тÿр килнĕччĕ. Ял халăхĕ укçа-тенкĕпе пулăшнине те пĕлетĕп. Эппин, вĕсем сире хисеплеççĕ, юратаççĕ, сумлаççĕ.

- Çапла, эпĕ те çав «арман витĕр тухрăм». Хама пулăшнă çынсене чунран тав тăватăп. Хам нушаланнине кура çынсемпе сăпайлă пулма тăрăшатăп. Чир тесе пăшăрханма, алă усса ларма кирлĕ мар, унпа кĕрешмелле. Кун пек чухне мана психиатр профессине алла илни пулăшать. «Атя, санпа кăмăлтан калаçатпăр. Чир шала ан кайтăр тесе кĕнеке вуласа пăх, курăкпа сиплен», - тесе лăплантаратăп. Çын хăй чирĕ çинчен ытларах пĕлсен мана сиплеме çăмăлрах. Вĕсене хам пирки каласа кăтартатăп, малалла пурăнма шанчăк паратăп. Эпĕ хăть кама та йышăнатăп, манран пулăшу ыйтма килнĕ çынна нихăçан та каялла кăларса яман. Çавăнпах ĕнтĕ кÿршĕ ялсенчен те килеççĕ пирĕн пата. Медсестрасене те сăпайлă пулма вĕрентетĕп.

- Хăвăр профессие эсир чунтанах юратни палăрать. Ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ пулас.

- Çапла, хамăн ĕçе юрататăп. Юля аппа медсестрара ĕçленĕ. Анне те вырăнти психикăпа неврологи интернатĕнче санитаркăра тăрăшнă. Таса, тирпейлĕ пуласси унран куçнă мана. Малтанах Канашри медицина училищине пĕтертĕм. Кайран - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне. Хамăн тĕллеве тÿрех пурнăçлаймарăм: аслă шкула виççĕмĕш хутĕнче вĕренме кĕтĕм-кĕтĕмех. Куçăмсăр майпа психиатр, нарколог специальноçĕсене алла илтĕм. Мăшăрăм Алина та медсестрара тăрăшать. Телее, вăл мана ăнланать, пулăшать. Эпир унпа виçĕ ача çитĕнтеретпĕр.

- Анатолий Валентинович, малашнехи тĕллевсем еплерех?

- Малашне те çаплах тăрăшса вăй хурасчĕ. Кĕнекесене те çĕнетмелле. Сăмахран, чĕре чирĕ çеç темиçе тĕрлĕ-çке. Ачасемпе те çыхăнăва татмалла мар. Çав вăхăтрах чиркĕве те çÿремелле. Эпир пурте Турă аллинче. Ун умĕнче пĕр тан.

Валентина ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.