Шкулла выляма — кăсăклă!

1 Дек, 2016

Вика Кузнецовăн юратнă вăййисенчен пĕри — шкулла вылясси. Мĕн тери кăсăклă-çке! Хĕрача хăй те пысăклансан вĕрентекен пулма ĕмĕтленет. Шухăшĕ лайăх. Тепĕр тесен, аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскерте шанăç пур.

Вулама юратнăран Вика «Тантăш» хаçата та, «Тетте» журнала та килĕштерет. Уйрăмах кăмăла кайнисене кукамăшне вуласа парать. Аппăшĕ хыççăн сăвăпа кăсăкланма пуçланăскер «Тăван çĕршыв» ятлă сăвă хайланă, унпа «Патшалăх символĕсем» район конкурсне хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн хавхаланăвĕ ÿснĕ те хĕрача сăвăпа тата ытларах кăсăкланма пуçланă.

Алă ĕçĕпе те аппаланать Вика. Шкулта технологи урокĕнче те, ятарлă кружока çÿресе те пысăклатать хăйĕн ăсталăхне. Ташă кружокĕнче те пултарулăхне хаваспах туптать хĕрача. Аппăшĕ Настя маттур çав, пур çĕре те ĕлкĕрет. Çавăнпа йăмăкĕ те унран юласшăн мар.

— Пурне те лайăх вĕренме сунатăп! — тет Вика ырă кăмăллăн. — Шкулта çирĕп пĕлÿ илсе институтра на ăнăçлă вĕренесчĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ,

Сăкăт шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.