Субсиди илме халех хатĕрленмелле

30 Ноя, 2016

ЧР Ял хуçалăх министерстви чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче «Хальхи вăхăтра выльăх ытларах ĕрчетесси» ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта райадминистрацисен ял хуçалăх пайĕсен, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

«Красное Сормово» тулли мар яваплă обществăн 400 пуç ĕне вырнаçмалли çĕнĕ фермине уçрĕç. Предприяти директорĕ Святослав Иванов ăна епле хăпартнине каласа пачĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Молотков юлашки çулсенче районта темиçе ферма хута янине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерĕшлĕ объектшăн хуçалăх ертÿçисене тав турĕ, ферма тума кайнă тăкакăн пĕр пайне саплаштармашкăн федерацирен субсиди илме министерствăна документсем тăратмаллине аса илтерчĕ. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова общество ертÿçине вырăнти çынсене ĕçпе тивĕçтернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. «Красное Сормово» сĕтне туянакан «Етĕрне сĕчĕ» компани представителĕ С.Токсубаев генеральнăй директорăн çĕнĕ ферма уçнă май çитернĕ салам сăмахĕсене вуласа пачĕ. Пурне те комплекса кĕртсе кăтартрĕç. «Елочка» меслечĕпе сăваççĕ. 290 ĕне, кĕтĕве пысăклатма палăртнă.

Канашлу Красноармейски райадминистрацийĕнче иртрĕ. С.Молотков пуçлăх районти ял хуçалăх организацийĕсем кăçалхи 9 уйăхра таса тупăш илнине, вĕсенче ĕç укçи кашни уйăхра вăтамран 15500 тенкĕ /çулталăк каяллахинчен — 110%/ тÿленине, тĕштырă кашни гектартан вăтамран — 22,1, çĕрулми 209 ц пухса кĕртнине пĕлтерчĕ. Кăçалхи 10 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен аш — 13%, сĕт 1,5% ытларах туса илнĕ.

Министр заместителĕ Мансур Калмыков «Сĕтлĕх ĕне выльăха ăнăçлă ĕрчетме чăрмантаракан çивĕч ыйтусем тата çул уçакан пуласлăх» темăпа доклад турĕ.

— Кăçалхи 10 уйăхра сĕт сăвассипе ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хăйсен умĕнчи обязательствăсене пурнăçларĕç, — терĕ. — Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем ăна — 368,2 пин /иртнĕ çулхи 10 уйăхри чухлех/, вăл шутра ял хуçалăх организацийĕсем 107,9 пин /102,1%/, фермерсем 19,3 пин /110%/ тонна туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 4421 килограмм /106%/ сунă. Ял хуçалăх организацийĕсем производствăна пысăклатнăран республикипе сĕт ытларах туса илтĕмĕр. Ÿсĕм сăлтавне фермăсенче çĕнĕ технологисене, пысăк тухăçлă техникăна ĕçе кĕртнипе, патшалăх пулăшăвĕпе ытларах тата тухăçлăрах усă курнипе ăнлантармалла. Кăçал пĕтĕм йышши хуçалăхсен сĕт — 425,3 пин, аш 117,6 пин тонна, çав шутра Раççей тата республикăн Ял хуçалăх министерствисем пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсен 142,8 пин тонна сĕт туса илмелле. Хамăр сăмаха тытмасан Чăваш Ене пысăк штраф параççĕ.

Тĕллевсене мĕнле пурнăçламалла-ха? Çĕнĕ фермăсем тумалла, киввисене реконструкцилесе модернизацилемелле, выльăха тулăх апатлантармалла, ăратлисен йышне, ĕç укçине ÿстермелле, патшалăхран пулăшу илсе ĕç пуçаракан фермерсемпе ĕне выльăх ĕрчетекен çемье фермисене аталантармалла.

Министр килес çул çĕршыв агропромне субсиди-грант 204 млрд тенкĕлĕх — кăçалхинчен 10% сахалрах — уйăрма пăхнине пĕлтерчĕ.

— Хушса пама шантараççĕ, — терĕ. — Мĕн чухлине халĕ тĕрĕс калама иртерех. Раççей Ял хуçалăх министерстви АПКна тивекен пая пысăклатассишĕн кĕрешнине туятпăр. Федерацин Финанс тата Экономика министерствисем кашни гектар тата литр сĕт пуçне субсиди /çĕршывĕпе 20 млрд тенкĕлĕх/ парассине икĕ эрне каялла çеç хирĕçчĕ. Сочи хулинче иртнĕ Тырă форумĕнче, Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев АПКна пĕлтĕр кÿнĕ хăшпĕр çăмăллăха сыхласа хăварнине пĕлтерчĕ. АПК организацийĕсем 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен илекен кредитăн процент ставкине саплаштарма субсиди иртнĕ çулсенчи пек кивçен илнĕ организацие мар, тÿрех банка куçарĕç. Çĕнĕ йĕркепе банкран процентлă кивçен илнисене субсиди маларах парĕç. Унăн лимичĕ сыхланса юлнине, вăл пурин валли те çитменнине кура илме черете маларах тăмалла.

АПКна куçаракан субсидисен 93% — федераци хыснинчен, 7% республика бюджетĕнчен вырăна каять. Пĕрлехи субсидисен шутне кĕрекен пулăшу программисемпе пĕлтĕр районсене 555 млн тенкĕ çитернĕ, кăçал хуçалăхсем 30% нумайрах — 727 млн тенкĕ — çитессе кĕтеççĕ.

— Федераци субсидийĕсене районсенче килес çул туллин ĕçе кĕртмесен пысăк штраф хураççĕ, — çирĕплетрĕ министр. — Иртнĕ çулсенче регионсенчен хытах ыйтман. Ан штрафлаччăр тесен вĕсене производствăна туллин тата вăхăтра явăçтармалла. Пурнăçламасан кайран: «Пире субсиди памаççĕ!» — тесе ан калăр. Ĕç пуçаракан фермерсене уйăракан субсиди укçи 1,5 млн тенкĕ таран пулĕ. Сĕт сума тĕллев лартсан 3 млн тенкĕ таран уйăрма пăхатпăр. Ĕне выльăх усракан çемье фермисене ытларах та парасшăн. Пĕлтĕр ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем 10 млн тенкĕ илнĕ, кăçал 17 млн тенкĕ уйăратпăр.

— Ĕнер Раççей Ял хуçалăх министерстви çĕршыва федераци программисемпе килĕшÿллĕн регионсен агропромышленноçне 2017 çулта субсиди миçешер тенкĕ уйăрассине хыпарларĕ, — терĕ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева, выльăхран продукци туса илекен организацисене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтупа сăмах калама трибуна çине тухсан. — Хальлĕхе Раççей агропромне патшалăх пулăшăвĕ пур енĕпе те кăçалхинчен — 10%, федерацин Атăлçи округне — 14%, Чăваш Ене — 8%, Тутарстана — 10%, Мордвана — 11%, Мари Эле 19% сахалрах уйăрма пăхнă. Атăлçи округне тивекен федераципе регионсен пĕрлехи субсидийĕсен çитес çулхи калăпăшĕ — 11%, çав шутра Чăваш Енĕн — 19%, Мордван — 9%, Тутарстанăн 4% хушăнĕ, Мари Элĕн 20% пĕчĕкленĕ. Чăваш Енĕн федераципе республикăн пĕрлехи субсидийĕсем кăçал 727 млн тенкĕпе танлашĕç, çак укçа килес çул упранса юлĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.