Америкăра та чăвашлах калаçать

30 Ноя, 2016

Чăвашсем Америкăра та пур. Нумаях пулмасть манăн хамăр ялти — Шупашкар районĕнчи Мăн Маркари — Кирилловсен çемйинче пулма тÿр килчĕ. Эпĕ унта Америкăран килнĕ Оксанăпа курса калаçма тесех кайрăм. Чей ĕçсе ларнăçемĕн Кирилловсен хĕрĕнчен вăл мĕнле майпа ют çĕршывра пурăнма пуçлани çинчен ыйтса пĕлтĕм.

Оксана 2003 çулта, Шупашкарти И.Я.Яков­лев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетĕнче 3-мĕш курс пĕтерсен, студентсен программипе Америкăри лагере виçĕ уйăхлăха ĕçлемешкĕн кайма шухăшланă. Çамрăкăн тĕнче курас тата хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслесе пăхас килнĕ. Акăлчан чĕлхине, паллах, питĕ лайăх пĕлмелле пулнă. Оксана Ишек шкулĕнче ют чĕлхе вĕрентнĕ Евстолия Михайловна Кузнецовăна паянхи кун та тав тăвать. Калаçу хăнăхăвне тĕрĕслеме Чулхуланах кайма тивнĕ. Студентсенчен чылайăшĕ тĕрĕслев витĕр тухайман. Мăн Марка хĕрĕ вара пĕр чăрмавсăр тухнă. Пĕтĕм документа хатĕрлесе çитерсен çĕртмен 20-мĕшĕнче самолетпа океан леш енне вĕçнĕ. Оксана Пенсильвани штатĕнчи лагерьте вожатăйра ĕçленĕ. Çав хушăра акăлчан калаçу чĕлхине аталантарнă. 2005 çулта Нью-Йорк хулине пурăнма куçнă. Украинăран килнĕ çемьепе паллашса визăна тепĕр çулталăклăх тăсма пултарнă тăрăшуллăскер. Вăл лавккара ĕçлеме пуçланă.

Пĕррехинче паркра уçăлса çÿренĕ май Брюс ятлă каччăпа паллашнă. Икĕ çамрăкăн чĕринче юрату хĕлхемĕ çуралнă. Кăштахран вĕсем çемье çавăрнă. 2015 çулта Атланта хули çывăхĕнче хăйсен çуртĕнче пурăнма пуçланă. Çурт çумĕнче пĕчĕк çĕр лаптăкĕнче Брюс тĕрлĕ пахчаçимĕç лартса ÿстерет. Чечексем те куçа илĕртеççĕ.

Оксанăсен çемйинче халĕ икĕ ача çитĕнет. Аслă ывăлĕ Даниил 8 çулта, 3-мĕш класра вĕренет. Футбол секцине çÿрет. Кĕçĕнни, Бриджит-Сьюзанна, 4 çулта. Садике çÿрет. Америкăра шкулта çурла уйăхĕнче вĕренме пуçлаççĕ, çу вĕçĕнче пĕтереççĕ. Каникул — çулталăкра виçĕ хутчен. Хальхи вăхăтра Оксанăпа упăшки строительство компанийĕнче ĕçлеççĕ. Хĕрарăм бухгалтери уйрăмĕнче тăрăшать. Пилĕк кун ĕçлесе икĕ кун канаççĕ. Вырăнти халăх вырăссене хисеплет. Америкăра пурăнакан чăвашсем татах пур. Пушă вăхăта мĕнле ирттерни пирки ыйтрăм. Ачисене икĕ эрнере пĕрре канмалли тĕрлĕ программăна илсе кайма тăрăшаççĕ вĕсем. Мĕнлерех апат-çимĕç килĕштернипе те кăсăклантăм. Ытларах унта иккĕмĕш блюдо хатĕрлеççĕ. Чăваш пики упăшкине хашлама та пĕçерсе çитернĕ. Кукăль Чăвашри пек тутлă пулманни çинчен пĕлтерчĕ вăл: çăнăх тытăмĕ урăхларах иккен унта.

Оксанăн йăмăкĕ Диана та Америкăри Нью-Йорк хулинче пурăнать. Вăл больницăра медицина сестринче ĕçлет. Эпĕ акă мĕнрен питĕ тĕлĕнтĕм: Оксана тĕнчен тепĕр пайĕнче вун виçĕ çул пурăнать пулсан та чăвашла шутсăр яка калаçать. Йăмăкĕпе Дианăпа та вĕсем ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ чĕлхепе çеç калаçаççĕ иккен. Хальхи вăхăтра ялта пурăнакан ача-пăча та вырăсла перкелешме юратать. Чăваш чĕлхи Канаш хулине çитиччен çеç кирлĕ тесе калакан та тупăнать хамăр хушăрах. Çак каларăшпа манăн пĕртте килĕшес килмест. Тăван чĕлхене манакан çын ашшĕ-амăшне те сутма хатĕр пек туйăнать. Оксанăпа калаçнăçемĕн тăван чĕлхерен пахи ниçта та çуккине пĕтĕмлетрĕм.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА.

Шупашкар районĕ,

Мăн Марка ялĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.