Ывăлĕ ашшĕнчен тĕслĕх илет

30 Ноя, 2016

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнчен сумлă спортсменсемпе тренерсем нумай тухнă. Вĕсенчен пĕри — СССР спорт мастерĕ Иван Киргизов. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче палăрнă атлетпа Патăрьел тăрăхне кайсан паллашрăм.

Çав тапхăрта тĕнче рекордсменки Александра Деверинская Аслă Арапуç яшĕсемпе хĕрĕсемшĕн чăн-чăн çăлтăр пулнă. 20 çула çывхаракан Ваня Киргизовăн та паллă ентешĕ пекех пулас килнĕ. Спорта юратса ÿснĕскер хăйĕн пурнăçне çăмăл атлетикăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çамрăка физкультура учителĕ Мевлет Зейнетдинов та /халĕ — ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ/ вĕрентсе пынă. Спорт секцине çÿрекен яш районти тĕрлĕ ăмăртура пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене тунă.

“Шкул хыççăн мана шăпа Украинăна илсе çитерчĕ. Харьков хулинчи электромеханика техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Унтах юлтăм, УССР çарĕнче чылай çул службăра тăтăм”, — пĕлтерчĕ Иван Андреевич. Çавăн чухнех пултаруллă спортсмена Украина командин йышне илнĕ. Совет Союзĕнчи пысăк турнирсенче пĕрре мар палăрнăскер 1988 çулта 5 çухрăмлă дистанцие чупса СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Награда та сахал мар унăн. 1989-1990 çулсенче Украинăпа Беларуç, Польшăпа Беларуç çĕршывĕсен командисен хушшинче иртнĕ ăмăртусенче, СССР КГБ спартакиадинче /1987, Одесса/ кросс чупăвĕнче çĕнсе илнĕ ылтăн медальсем — чи пахисем. Каярахпа Иван Киргизов Беларуç Республикин командине куçнă. Ун чухне вăл 10 пин метрлă дистанцире ăмăртса Беларуç ССРĕн чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

1991 çулта Патăрьел арĕ тăван яла таврăннă. Кунта та вăл ахаль ларман: районти ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă. Мăшăрĕпе тата ачисемпе пĕрле ял тăрăхĕн чысне çемье турнирĕсенче хÿтĕленĕ. Ашшĕнчен тĕслĕх илсе ывăлĕ те спорт çулĕ çине тăнă. “Миша спортсмен пулнăшăн савăнатăп эпĕ. Манăн ĕçе малалла тăсать. Вăл манран та пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанатăп”, — терĕ арçын.

Михаил Киргизов та ачаран спортпа туслă. “3-мĕш класра шкулти ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннăччĕ, ун чухне аслă классенчи яшсемпе тупăшса пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕ. Çав тапхăртанпа хамăн ăсталăха вун-вун турнирта туптарăм”, — терĕ Аслă Арапуç каччи. Сăмах май, тăван ялĕнче 1995 çултанпа Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен кросс чи юратни пулса тăнă Мишăшăн, унта вăл кашни çул хутшăнать. Спорт мастерĕн кандидачĕ хальхи вăхăтра И.Я.Яковлев Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетĕнче вĕренет. Раççейри шкул ачисен спартакиадин /2015/ кĕмĕл призерне, Чăваш Ен чемпионатĕнче пĕрре мар мала тухнă спортсмена РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов та асăрханă. Вăл вĕрентсе пынипе Патăрьел яшĕ тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума ĕмĕтленет.

Андрей ПЕТРОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.