«Эсир йышăну пÿлĕмне шăнкăравларăр…»
Чарăнма пĕлми шăнкăртатакан телефон кĕпçине илмессерен кашни хутĕнчех çапларах хуравлать Раççей Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕн ĕçченĕ. Шăнкăравлакан вара сахал мар.
«Хĕрÿ лини» телефонĕпе чи малтан Шупашкарта пурăнакан Сергей Г. çыхăнчĕ. Чĕрепе чирлĕскере инвалидлăх ушкăнне çирĕплетмешкĕн медицинăпа социаллă экспертиза тĕрĕслевĕнче çулсерен пулма тивни канăçсăрлантарать.
Медицинăпа социаллă экспертизăн республикăри тĕп бюровĕн специалисчĕ Лариса Михайлова çакăн сăлтавне тĕплĕн ăнлантарчĕ: тĕрĕслев ирттермессерен /малтанхи тăватă çулта/ сусăрсем валли хатĕрленĕ реабилитаци программисен эффективлăхне палăртаççĕ. Усси пулмасан инвалидлăх ушкăнне яланлăх пама пултараççĕ. Çавăнпа чирлĕ çыннăн черетлĕ тĕрĕслевре хăй мĕн тĕллевпе пынине уçăмлăн пĕлтермелле.
Япăх куракан ачасен ятарлă шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе шăнкăравланă Вера В. Брайль шрифчĕллĕ вĕренÿ пособийĕсем çителĕксĕрри, пĕлÿ учрежденине пурте усă куракан хутлăхпа туллин тивĕçтерменни çинчен пĕлтерчĕ, сусăрсене çут тĕнче илемне алăпа та пулин туймашкăн май туса памашкăн ыйтрĕ. ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин пай пуçлăхĕ Елена Зайцева хуравланă тăрăх — сусăр ачасене пурте усă курма пултаракан хутлăхпа тивĕçтерес енĕпе асăннă шкулта тивĕçлĕ мерăсем йышăнмашкăн министерство тÿрремĕнех хутшăнассине тата асăннă ыйтăва тĕрĕслесе тăрассине пĕлтерчĕ.
Раиса Е. ывăлĕ — 34 çулта, вăл пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Хулари хваттерте тăвăр пулнипе тата сусăра хăтлă условисемпе тивĕçтерес тесе çывăх çыннисем хăйсен вăйĕпе çурт çĕклес тĕллевлине, çапла тумашкăн çĕр лаптăкĕ кирлине пĕлтерчĕ хĕрарăм. Сăмах май, ыйтăва вăл маларах та хускатнă иккен. Елена Зайцева çирĕплетнĕ тăрăх — ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин специалисчĕсем ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ.
Кăркăсстанран ирĕксĕр куçса килме тивнĕ Ольга О. Раççей гражданлăхне илсе пилĕк ачипе Пăрачкавра вăхăтлăх кĕтес тупнă, ăна тара тытса пурăнать. Тĕпренчĕкĕсенчен пĕри йывăр чирпе нушаланать. Хваттер кĕтекенсен черетне икĕ çул каяллах тăнă пулин те район ертÿлĕхĕ финанс тивĕçменнипе сăлтавласа хăйсене ятăн пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме васкамасть. Пĕртен-пĕр шанăçĕ те хĕрарăмăн — РФ Президенчĕн Йышăну пÿлĕмĕнче йĕркеленĕ «хĕрÿ лини» кăна. Ыйтăвĕ социаллă тытăма пырса тивнĕ май Елена Викентьевнах хуравларĕ. «Район администрацине те, ЧР Строительство министерствине те сирĕн хута кĕрсе тата пулăшмашкăн ыйтса çыру ярăпăр», — шантарчĕ вăл.
Улатăрти Людмила М., çул-йĕр çинчи инкекре пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса юлнă ывăлне сиплеве Питĕр хулине çуллен тăватшар хут илсе çÿрекенскер, çав процедурăна хамăр хутлăхра тивĕçме май тупассипе кăсăкланчĕ. Тĕрĕссипе, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин яваплă çыннисен хуравламаллаччĕ. Вĕсем «хĕрÿ линие» хутшăнманнине кура Обязательнăй медицина страховани фончĕн республикăри уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Александров ыйтăва асăннă тытăма çитерессине пĕлтерчĕ…
…Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Чăваш Республикинчи Йышăну пÿлĕмĕнче инвалидсен прависене хÿтĕлессипе чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ «хĕрÿ линипе» шăнкăравлакансен ыйтăвĕсене РФ Пенси, Обязательнăй медицина, Социаллă страховани фончĕсен республикăри уйрăмĕсен ертÿçисем, Медицинăпа социаллă экспертизăн тĕп бюровĕн, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин представителĕсем хуравларĕç.
Икĕ сехете тăсăлнă мероприяти вăхăтĕнче республикăри ял-хулара пурăнакан 23 çын вĕсемпе çыхăнчĕ. Тĕпрен илсен, чылайăшне паян хумхантараканни пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн сусăрсене паракан компенсаципе, инвалид ачасене медицина пулăшăвĕпе, эмелпе тата реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе, инвалидлăх ушкăнне илмешкĕн медицинăпа социаллă экспертиза ирттермелли йĕркепе çыхăннă.
«Инвалидсен реабилитаци хатĕрĕсемпе çыхăннисен ыйтăвĕсене — пĕр тытăм, сиплеве пырса тивекеннисене — теприн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу компенсацийĕ тĕлĕшпе виççĕмĕшĕн представителĕн уçăмлатмалла пулчĕ. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе хальхи вăхăтра темиçе ведомство ĕçлет, учета кашниех хăй тĕллĕн туса пырать, кирлĕ тĕк кăтартусене ытти тытăмран ыйтса илет. Раççей Федерацийĕн Правительстви хушнипе патшалăхăн пĕрлехи «Инвалидсен федераци регистрĕ» информаци тытăмне йĕркелеме тытăннă, вăл пулăшнипе ведомствăсем инвалида хÿтлĕх парассипе çыхăннă тĕрĕс информацие пĕр пĕтĕмĕшле çăлкуçран илме, çавăн пекех пулăшусен пĕтĕмĕшле мониторингне тума пултараççĕ. Асăннă тытăм сусăрсемшĕн те меллĕ — унта уçнă «Инвалидăн харпăр хăй кабинетĕнче» хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтупа заявлени пама тата ăна пăхса тухнин куçăмне сăнаса тăма пулать. Инвалидсен федераци регистрĕн операторĕ пулмашкăн РФ Пенси фондне çирĕплетнĕ, — палăртрĕ РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева «хĕрÿ линие» пĕтĕмлетнĕ май. — Паянхи йышăнура сусăрсене канăçсарлантаракан чылай пулăма уçăмлатма май килчĕ».
Инвалидсен сиплев илмешкĕн урăх региона кайса килме тивнĕ пирки «хĕрÿ линире» хальхи йышăнуччен сăмах пуçаракан пулман. Апла тăк «хĕрÿ линие» малашне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕсем хутшăнсан усăллă пулмалла.
Валентина ИЛЬИНА
Комментировать