Чи вăйлисемпе хăюллисен ăмăртăвĕнче – чиновниксем!

28 Ноя, 2016

Шăматкун Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче республикăри патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин финалĕ иртрĕ.

Савăнăçлă парадра спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Ка¬нашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сер¬гей Шелтуков саламларĕç. «Чăваш Енре спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Сывă пур¬нăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан-çул пысăкланать. Çамрăксем спортăн тĕрлĕ енне кăмăлланине сăнатпăр. Пирĕн те çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартмалла», — терĕ Михаил Васильевич пурне те ăнăçу суннă май.

Темиçе тапхăрпа йĕркелекен ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведом¬ство, федераци органĕсен вырăнти служби¬сен, районсемпе хуласен администрацийĕ¬сен командисем хутшăнчĕç. Вĕсем волей¬болла вылярĕç, дартс турнирĕнче чи мат¬туррисене палăртрĕç тата бассейнра вăй виçрĕç. Шывра ишессипе ЧР Спорт мини¬стерствин, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн тата Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем палăрчĕç. Федераци ведомствисен хушшин¬че çăлавçăсемпе налукçăсене тата полицей¬скисене çитекен пулмарĕ, вырăнти хăйты¬тăмлăх командисен йышĕнче Шупашкар ху¬лин, Канаш тата Шупашкар районĕсен спор¬тсменĕсем мала тухрĕç.

Дартс ăмăртăвĕнче ЧР Финанс министер¬ствин, Çĕмĕрле район администрацийĕн тата ЧР айăплава пурнăçлакан служба команди¬сем çĕнтерчĕç. Волейбол лапамĕнче финалта Ĕçлевпе Ял хуçалăх министерствисен, МЧСпа Пенси фончĕн, Элĕк районĕпе Шупашкар тă¬рăхĕн командисем тĕл пулчĕç.

Спартакиада программи чăннипех анлă. Маларах командăсем йĕлтĕрпе чупас, вĕрен туртас енĕпе кĕрешнĕ, шахматпа шашка, сĕтелçи теннис, триатлон, çăмăл атлетика, баскетбол, мини-футбол ăмăртăвĕсенче ту¬пăшнă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: