Ашшĕ вилсен икĕ çултан... ывăлĕ çуралнă

26 Ноя, 2016

Екатеринбургра пурăнакан Екатерина Захаровăн мăнукĕ ывăлĕ вилнĕ хыççăн икĕ çултан çуралнă.

Арçын онкочиртен Тель-Авивра сипленнĕ чухне ар шĕвекне донор банкне парса хăварма ĕлкĕрнĕ — çапла тумасассăн Израильте ку чиртен сиплемеççĕ. Шел, арçынна çăлса хăварайман.

Ар шĕвекне чикĕ урлă илсе каçни — детектив сюжетĕнчен те хăватлăрах. Екатерина Романовна ăна Раççее илсе каймашкăн ирĕк аран-аран ыйтса илнĕ. “Халĕ те аса илме хăратăп, — каласа кăтартнă каярахпа хĕрарăм. — Çын кĕлеткин пайĕпех танлашать-çке ку. Саккун тăрăх, çакна арăмĕ кăна пурнăçлама пултарать. Анчах ывăлăм официаллă майпа авланманччĕ. Амăшĕ вара никам та шутланмасть...”

Тĕллевне пурнăçлас тесе хĕрарăм Израилĕн Мускаври посольствинчен пуçласа Тель-Авиври ют çĕршывсен ĕçĕн министерстви таранах çитнĕ. Илсе тухмашкăн ирĕк илнĕ. Анчах та аэропортра таможня ĕçченĕсем тытса чарнă, шăнтса хунă клеткăсемлĕ савăта уçса кăтартма ыйтнă. Çапла туни пĕтĕм ĕçе харама яни пулĕччĕ — савăта уçма юрамасть. Хăй хими е биологи хĕç-пăшалне илсе тухманнине макăра-макăра аран ĕнентернĕ хĕрарăм.

Шăнтса хунă ар шĕвекне суррогат-амăшĕн варне Екатеринбург ăсчах тухтăрĕсем куçарнă. Ĕçĕ кăткăслăхпа мар, кăсăклăхпа палăрнă — çынни тахçанах çук, ачи вара тăхăр уйăхран çуралать.

Мăнукĕ чиперех çуралнине Екатерина Романовнăна телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ. Ача сассине илтсен хĕрарăм, ытла хытă пăлханнипе, тăн çухатнă.

Хĕрарăма мăнукне усрава илме ирĕк панă. Европăри хăш-пĕр çĕршывра вара вилнĕ çынран ача çуратма чараççĕ. Раççейре кун тĕлĕшпе саккун çук.

Асламăшĕ каланă тăрăх, Гоша — каснă-лартнă ашшĕ. Çывăх çыннин сăнÿкерчĕкне ачан кравачĕ çумнех вырнаçтарнă. Гоша пăртак ÿссен асламăшĕ ăна хăй мĕнле майпа çут тĕнчене килнине каласа кăтартĕ. Аист та, купăста та айăплă мар. Техника прогресĕ тата асамлăха ĕненни кăна...

/«АиФ»/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.