Олимп тÿпинчен...

26 Ноя, 2016

Тамара Лазакович 14 çулта спорт çăлтăрне çаврăннă. 18-та вăл Вăйăсенче çĕнтернĕ. Анчах та чапа чăтайман. Гимнасткăна сăра-эрех пĕтернĕ.

1992 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Витебскра хĕрарăм виллине тупнă. Çумĕнче документсем пулман. Кĕлетке çинчи тумтирĕ çĕтĕк-çурăк, çумĕнче нимĕнле хаклă эреш те çук. Хĕрарăм кам пулнине кĕçех палăртнă — спорт гимнастики енĕпе 1972 çулхи Олимпиада чемпионки Тамара Лазакович.

Вăл Совет Союзĕнчи чи пиçĕ гимнастка шутланнă, анчах та карьера вĕçленнĕ хыççăн усал йăлапа туслашнă. Ахаль пурнăçа хăнăхайман Лазакович.

Гимнастикăна тÿрех çакланайман

Тамара Лазакович чухăн çемьере çуралнă. Çавăнпа та спорт гимнастики уншăн шăпа парни вырăнĕнчех пулнă. 1973 çулхи Америкăри ăмăртусенче чĕркуççине ыраттарнă. Шăпах çакна пула унăн карьерăпа сывпуллашма тивнĕ.

Тирпейлÿçĕре ĕçлекен амă­шĕ çемьене тăрантарма-тумлантарма хăтланнă-ха. Ашшĕ эрех-сăрапа туслă пулнă. Гимнастикăна Тамара тÿрех суйласа илмен. Ăна спортăн çак тĕсне шкулти физкультура учителĕ сĕннĕ. Хĕрачана малтанах нимĕнпе те килĕшмен вăл. Анчах темиçе уйăхран Тамара хăех тепĕр хут унпа аппаланса пăхма тĕв тунă. Хăй гимнастика тыткăнне мĕнле çакланнине сиссе те юлайман хĕрача.

Тамарăна ăннă темелле. Ăна тÿрех паллă нумай çăлтăра ÿстернĕ тренер Викентий Дмитриев асăрханă. 1962 çулта тренер Лариса Петрикпа нумай вăхăт ирттернĕ — унăн юратнă вĕренекенĕ пулнă вăл. Шăпах Петрик тренера çĕнĕ хĕрачана пăхма сĕнĕ. Тамара ун чухне “Динамо” спорт шкулĕн секцине çÿренĕ. Дмитриев, шкулăн ун чухнехи директорĕ тата акробатика тренерĕ Николай Бабкин Лазаковича хăйсен хÿттине илнĕ.

Вĕсем Тамара пултарулăхне асăрхама пултарнă. Дмитриев каланă тăрăх, хĕрачан Турă пани пулнă. Хĕрачана тренерсем ашшĕ-амăшĕнчен те лайăхрах пăхнă — килне çитиех ăсатнă. Бабкин сăмахĕсем тăрăх, Лазаковича çемьере тимлĕх çителĕклĕ уйăрманни тÿрех паллă пулнă, анчах та çав вăхăтрах хĕрача ĕçченлĕхпе палăрнă, тренерсен ăна хăвалама та тивмен. Ĕçченлĕхсĕр пуçне Лазаковичăн чăнласах пултарулăх пулнă — ăна çĕнĕ пĕр элемента та темиçе хут кăтартма тивмен. Вăл тÿрех ярса илнĕ, автоматизм шайне çитериччен ĕçленĕ.

Латынинăн “çукĕ”

Лазакович 13 çултах СССР чемпионатне хутшăнса улттăмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ун умĕнче Наталья Кучинская, Лариса Петрик, Зинаида Воронина, Полина Астахова тата Людмила Турищева кăна пулнă. Чăн та, турнир хыççăн Тамара хăй кулянса ÿкнĕ. Вăл çапах та çÿлерехри вырăн пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах та Викентий Дмитриев хĕрачана лăплантарма пултарнă — çитĕнÿсем умра-ха.

Тамара Олимпиадăна 14 çултах лекме пултарнă, анчах та хĕрачана Мехикона Лариса Латынина илме килĕшмен. Ун чухне вăл хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тренерĕ пулнă. Çакă кавир айĕнчи вăрçăпа та çыхăнма пултарнă теççĕ: Витебскран пĕр спортсменка — Лариса Петрик — çитет-мĕн. Тĕрĕссипе, СССР юниор чемпионатĕнче çĕнтернĕ хыççăн Тамара пĕрлештернĕ командăн тренерĕсем йĕркеленĕ тĕрĕслев стартĕнче Алла Демьяненкопа Татьяна Китляровăна выляса янă. Çапла 1968 çулхи Олимпиадăна саппасрисен шутĕнче те хутшăнайман.

Латынина каярахпа хăйсен йышăнăвне Лазаковичăн çăлтăр чирĕ пуçланнипе çыхăнтарса ăнлантарнă. Олимпиада командине çавăнпа лекеймен те спортсменка. Çакăнпа ытти тренер та килĕшнĕ. Олимпиада вырăнне Тамара “Новенькая” фильмра ÿкерĕннĕ. Тренер ролĕнче — Валентин Гафт. Чăн та, çав фильм, унта нумай спортсмен тата Юрий Никулин хутшăннă, куракан асĕнче нимĕнпе те юлман.

Тĕнче шайĕнче

Мехикора çĕнтернĕ хыççăн Викентий Дмитриевпа Лариса Петрик сывпуллашнă — спортсменка Витебскран Мускава куçнă. Тренер Тамара Лазаковичпа кăна ĕçлеме пуçланă. Çапла майпа техникăна вĕсем идеал шайне çитернĕ. 1970 çулта 16-ри гимнастка СССР чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрене çинче хусканусене тĕрĕс пурнăçласа Тамара наци пĕрлештернĕ командинче çирĕп тымар янă.

“Пирĕн çемьере укçа-тенкĕ енчен лару-тăру питĕ йывăрччĕ. Гимнастика вара лайăх ĕçлесе илме май паратчĕ. Пуçламăшĕнче эпĕ 40 тенкĕ стипенди илеттĕм. Унтан 20 тенкĕ хушса пачĕç. Каярахпа ÿссех пычĕ — 80, 120, 160, 180, 250. СССР пĕрлештернĕ командинче шалу 300 тенкĕпе танлашатчĕ. Уйрăм ăмăртура çĕнтернĕшĕн 500 тенкĕ тÿлесе хавхалантаратчĕç. Пĕренесем çинчи хусканусемшĕн пĕрремĕш вырăн 330 тенкĕпе танлашатчĕ, кĕмĕл — 250, бронза — 180. Пысăк ăмăртусенчен таврăннă чухне, çĕнтерÿпе пулсан — пушшех те — пур пысăк пуçлăх та вокзалта кĕтсе илетчĕ. Космонавтсем пек. Алă çинче çĕклеменни кăна!” — каласа кăтартнă Тамара Лазакович. Тренерăн шалăвĕ 120 тенкĕпе танлашнă. Çак вăхăтра Лазаковичăн ашшĕ Витебск варринче ыйткаласа тăнă...

Çулталăкран Тамара СССР халăхĕсен спартакиадин абсолютлă чемпионки пулса тăнă, Европа абсолютлă чемпионкин титулне Людмила Турищевăпа пĕрле тивĕçнĕ. Тата тепĕр çулталăкран Мюнхенра иртнĕ Вăйăсенче харăсах тăватă медаль выляса илнĕ: командăра — ылтăн, пĕрене çинче — кĕмĕл, нумай енлĕ тата ирĕклĕ ăмăртусенче — икшер бронза. Тĕнчене Тамара хăйĕн хусканăвĕсен амплитудипе тата идеал шайĕнчи техникипе парăнтарнă.

Ун чухне Франци кăларăмĕ L,Equipe Тамара Лазаковича Олимпиадăна хутшăннă чи илĕртÿллĕ те илемлĕ гимнасткăпа танлаштарнă. “Унăн йăл кулли мĕне тăрать, вăл çăмăл хускануллă, пиçĕ кĕлеткеллĕ — чăн-чăн артистка”, — çырнă ун пирки журналистсем. Vogue журнал ăна фотосессие хутшăнма чĕннĕ. Мюнхенри ăмăртусемпе чаплă çĕнтерÿсем 18 çулти спортсменка карьерин вĕçĕн пуçламăшĕ иккенне ун чухне никам та чухлама та пултарайман.

Аялалла...

Олимпиадăри çĕнтерÿшĕн Тамара Лазакович Витебск варринче икĕ пÿлĕмлĕ хваттер тата “Волга” машина тивĕçнĕ. Çакăн хыççăнах хĕр ашшĕ-амăшĕпе пурăнма пăрахса унта куçнă. Олимпиада чемпионки тренерсене пĕр вăхăт хăйне лăпкăлăхра хăварма ыйтнă — Вăйăсем хыççăн унăн спорт залĕнчен тата снарядсенчен ăшĕ пăтраннă.

1973 çулта СССР пĕрлештернĕ командин паллă ытти гимнасткипе пĕрле Лазакович Америкăна тухса кайнă. Унта вĕсем шоу йĕркелесе хуларан хулана çÿренĕ. Вĕсенчен пĕринче Тамара ÿксе чĕркуççине ыраттарнă. Хытах суранланни киле таврăнсан кăна палăрнă. “Операци хыççăн эпĕ пĕр вăхăт тухкаларăм-ха спортзала, анчах ăнлантăм — манăн вăхăт вĕçленчĕ”, — тенĕ çакăн хыççăн Лазакович.

Çав çулах кĕркунне тренерсем ăна командăна кĕртмен. Карьера вĕçленнĕ. Унтан пĕчĕккĕнех аялалла кусма пуçланă.

Лазакович качча тухнă. Хĕрача çуратнă. Анчах çемье нумай тытăнса тăрайман. Упăшки тăван кĕтесне Молдавие тухса кайнă — вăл арăмĕ эрех-сăрапа туслашнине чăтайман. Усал çак йăлана Тамара çамрăк чухнех иленнĕ-мĕн. Анчах та Витебскри тренерсем усал сăмах сарăласран сыхланса мĕн кирлине йăлт пурнăçланă.

“Тамара суранран сипленнĕ чухне ăмăртусем пулмарĕç. Эпĕ ăна облĕçтăвкома спорт инструкторне вырнаçма сĕнтĕм. Шăпах ун валличчĕ ку — ĕç коллективĕсене çÿресе Олимпиада, спорт çинчен калаçмаллаччĕ. Çамрăксене спорта ытларах явăçтармаллаччĕ. Малтанах итлерĕ-ха вăл мана. Каярахпа тĕлпулусене сайрарах та сайрарах çÿреме пуçларĕ. Тамара вăйлах ĕçни пирки сас-хура сарăлчĕ. Эпир Викентий Дмитриевпа ăна пулăшас тесе нумай тăрăшрăмăр, анчах та усси пулмарĕ”, — каласа кăтартнă Бабкин.

Лазакович хваттерне те, машинине те сутнă, хула айккинчи хăлтăр-халтăр çуртра тĕпленнĕ. Унта пурăнма та услови пулман. Ун çинчен тата аван мартарах сас-хура сарăлнă — хĕрарăм ĕнтĕ эрех-сăрапа кăна мар, наркотикпа та туслашнă. Ун валли вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Вăл вăрăпа та çакланнине калаççĕ. Проституципе те аппаланнă-мĕн. Çакна çирĕплетекен фактсем çапах та çук. Анчах çакă паллă: ахаль пурнăçра, тренировкăсемсĕр, спортри тĕллевсемсĕр — Олимпиада чемпионки пурнăçри вырăнне çухатнă.

Вăйăсенче çĕнтернĕренпе 20 çул иртсен Тамара Лазаковичăн вилĕ ÿтне тупнă. Тата 24 çултан кăна унăн вилтăприне йĕркене кĕртнĕ — чемпионкăна ашшĕпе юнашар пытарнă. Вилтăприне шăпах Тамара хăйĕн чаплă, анчах та питĕ кĕске карьерине пуçланă спорт шкулĕн ĕçченĕсем тирпейленĕ — хăйсен укçи-тенкипе. Маларах вара унта пачах та çÿп-çап купи ÿссе ларнă-мĕн. Ăна Витебскри колледж физкультура учителĕ Василий Ильницкий хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле тасатнă.

Тамара Лазакович ячĕ ирт­нĕлĕхе ăсаннă. Спорта юратакансен асĕнче вăл гимнастика çăлтăрĕ пек юлнă. Тамара Лазакович ячĕпе халĕ Витебскра çулсерен ятарлă турнир иртет.

/“Чемпионат”/.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.