Ăслă та ĕçчен Селивановсем

25 Ноя, 2016

Чăваш купсисем халăх асĕнче юлнă

XIX ĕмĕр варринче тата XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Куславкка тăрăхĕнчи Селиванов купсасен продукцийĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Вĕсем тырпул, апат-çимĕç, пир-авăр тата ытти япала сутса пуйнă. Чăваш Ен çăмартине Европăра та кăмăлланă. Граждан вăрçи хыççăн вĕсен пурлăхне туртса илнĕ, хуçисене Çĕпĕре ăсатнă. Купсасенчен юлнă тĕп пуянлăх — çуртсем. Вĕсем Куславкка тăрăхĕнчи чи паллă керменсем шутланаççĕ. Эпир Чашлама ялне çитсе килтĕмĕр.

Селивановсен тăван ялĕ республикăри ытти пĕчĕк ялтан нимĕнпе те палăрса тăмасть. Унта пурăнакансем пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ. Хăшĕ-пĕри паллă купсасен ĕçĕ-хĕлне малалла тăсас тĕллевпе суту-илÿпе аппаланать. Хальхи вăхăтра 170 киллĕ ялта 250 яхăн çын пурăнать. Ялта клуб, чиркÿ тата лавкка пур. Хăй вăхăтĕнче 8 класлă шкул, япăх илтекенсен интерначĕ, библиотека пулнă.

Селивановсен çурчĕсем аякранах курăнса лараççĕ. Çынсем каланă пекех, чăн та, капмар та çÿллĕ, хитре те илĕртÿллĕ вĕсем. Çĕр çул каялла тунăскерсем темле асамлă вăйĕпе илĕртеççĕ. Унта авалхи чăваш ялне килсе лекнĕнех туятăн. Ял çумĕпе чукун çул иртет. Чашлама разъезчĕ патне çитме çĕнĕ çул та сарнă. Çакăнтах ĕнтĕ чылай çул каялла купсасен йăхне пуçараканĕ суту-илÿ ĕçне пуçăннă.

 

Сĕлĕ Иванĕ

Тырпулпа суту-илÿ тунăран-ши Чашлама хресченне халăхра çапла чĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна Сĕливан ят хунă, вĕсем тĕне кĕмен. Çырав вăхăтĕнче вырăс çынни ăна хут çине Селиван тесе паллă тунă. Каярахпа çулланă арçын тĕне кĕнĕ, чиркÿре ăна Дормидонт ят панă. Хреснашшĕ ячĕпе Дормидонт Иванович тесе çырнă. Селиванов хушамата вăл каярахпа илнĕ теççĕ.

"Çамрăк чухне кĕтÿ кĕтнĕскер чукун çул хĕрринче суту-илÿ тăвакансене ăмсанса пăхнă, унăн та вĕсем пек пулас килнĕ. Пĕррехинче вăл унта 20 пуспа сĕлĕ туяннă, ăна 60 пуспа сутнă. Çак тупăш каччăн пуçне çавăрсах янă. Тепрехинче Иван тăванĕсенчен кивçен илсе сĕлĕ, урпа туяннă. Тырпула кĕлетсене тултарнă. Каярах вĕсене сутса пысăк тупăш илме пуçланă. Чăпăрккине сак айне пенĕ те кĕтÿçĕ ĕçне пăрахнă. Сутса тунă укçапа вăл Чĕмпĕртен çип, апат-çимĕç, пир-авăр турттарса килме тытăннă. Çак таварсене ял халăхĕ хаваспах туяннă. Иванăн тупăшĕ çултан-çул ÿссе пынă, ун çинчен таврари ялсенче те пĕлнĕ. Ватлăх енне сулăнсан Д.Селиванов çăмарта, мамăк, тĕк туянма тытăннă, вĕсене хаклă хакпа сутнă", — çапла çырнă Герман Ксенофонтов таврапĕлÿçĕ Куславкка районĕн "Ялав" хаçатĕнче кун çути курнă "Селиванов купсасем тата вĕсен ĕçне тăсакансем" статьяра.

Селиванов купсан Мари тăрăхĕнче 219 теçеттин çĕр пулнă. Унта тырпул çитĕнтернĕ. Кĕркунне тырра Атăл тăрăх тĕрлĕ хулана ăсатнă. Хăйĕн таварĕсене вăл Куславккари тата Карачри пасарсенче сутнă, Чашламара лавкка уçнă.

Д.Селиванов икĕ хут авланнă. Пĕрремĕш арăмĕнчен те уйрăлнă, те лешĕ вилнĕ — паллă мар. Иккĕмĕшĕ вара пуян хĕрĕ пулнă. Ултă теçеткене çывхаракан арçын Ватнер ялĕнчи Татьянăна качча илнĕ. 18-ти пикепе пĕрлешес тĕллевпех вăл тĕне кĕнĕ. Дормидонт Ивановичăн 4 ывăлпа 3 хĕр пулнă. Ывăлĕсем Тимофей, Григорий, Петр, Кузьма — ашшĕ пекех хастар та çаврăнăçуллăскерсем — унăн ĕçне малалла тăснă. Селиванов купсан ĕмĕрĕ вăрăм пулнă, вăл 82-ре пурнăçран уйрăлнă /1828-1910/.

 

Ашшĕн çулĕпе кайнă

Тимофей — Д.Селивановăн чи аслă ывăлĕ /1856-1922/. Тимухха ашшĕ пекех ăста пулнă. Вăл Мари çĕрĕ çинче тепĕр 200 ытла теçеттин çĕр туяннă. Унта улма-çырла, пахча çимĕç, тĕрлĕ ÿсен-тăран акса-лартса çитĕнтернĕ, вĕлле хурчĕ тытнă.

Тимофей Дормидонтович Чашламара икĕ хутлă çурт лартнă. Çакнашкаллинех Хусанта хăпартнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче купса çăмартапа суту-илÿ тума тытăннă. Ăна упрас тĕллевпе çуртăн тĕпсакайне бетон чансем ларттарнă.

Тимофей Селивановăн ывăлĕ Павел та /1879-1940/ ашшĕне нумай пулăшнă. 1908 çулта иккĕшĕ "Тимофей Селивановпа ывăлĕ" суту-илÿ çурчĕ йĕркеленĕ. Фирма Хусан, Самар, Ĕпхÿ тата Оренбург хулисенче çăмарта тата вутă склачĕсем тытса тăнă. Купсасен пăрахут та пулнă. Пушкăрт çĕрĕ çинче вĕсем имени тата виçĕ пин теçеттин çĕр туяннă. Павел Тимофеевич революци хыççăн та суту-илÿ тытăмĕнче ĕçленĕ. Ĕпхÿпе Хусан хулисенче склад пуçлăхĕ пулнă, Челябинскри апат-çимĕç комитетĕнче, Самарти кредит пĕрлешĕвĕнче тăрăшнă.

Павел Тимофеевичăн хĕрĕсем те пултаруллă пулнă. Вăтам хĕрĕ — Зоя Селиванова /1908-1993/ — чăваш халăхĕн чи ăста юрăçи. Зоя Павловна Свердловск консерваторийĕнче вĕреннĕ. Тутарстанри тата Чăваш Енри радио комитечĕсенче нумай çул ĕçленĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрланă, Шупашкарти музыка училищинче çамрăк юрăçсене вĕрентнĕ. Ун патĕнче паянхи паллă çынсем — Чăваш халăх артисчĕсем Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Валентина Смирнова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Зинаида Прокопьева тата ыттисем вĕреннĕ. Юрăçăн репертуарĕнче 20 ытла юрă пулнă. Нарспи арийĕ, "И улми", "Хура вăрман", "Мухтав ĕç юрри" тата ыттисем Чăваш радио фонотекинче упранаççĕ.

Зоя Селивановăна хисеплĕ ят парас шутпа республикăри "шурă çурта" темиçе хут та документсем ярса панă, анчах хутсем каялла таврăннă: купса хĕрĕ хисеплĕ ята тивĕçеймен. Юрăçа хваттер те паман, вăл ĕмĕрне пĕчĕк пÿлĕмре пурăнса ирттернĕ. Зоя Павловна юлашки кунĕсенче Хусанта йăмăкĕ патĕнче пурăннă.

Тимофей Селиванов лартнă çурт халĕ те яла илем кÿрет. Граждан вăрçи хыççăн унта япăх илтекенсен интерначĕ вырнаçнă. Интерната Октябрьскине куçарса кайсан медпункт уçнă. Купсасен керменĕнче паянхи кун та сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ ĕçлет. Çуртăн "паллă" путвалне анса куртăм. Шел те, унта нимĕн те упранса юлман.

Селивановсен тăхăмĕсем пĕтĕм çĕршывĕпех саланнă. Вĕсем Куславккара, Çĕрпÿре, Шупашкарта, Чулхулара, Хусанта, Харьковра тата ытти хулара пурăнаççĕ. Ют çĕршывра та тĕпленнĕ вĕсем. Чулхулара пурăнакан Татьяна Грачевăпа, Павел Тимофеевичăн кĕçĕн мăнукĕпе, телефонпа çыхăнтăмăр. Чылай çул архивра ĕçленĕскер Селивановсемпе çыхăннă материалсене пуçтарать, тăванĕсене шырать. Вăл тĕрлĕ хулапа çĕршывра 286 çынна тупнă. "Одноклассники" соцсетьре купсасен пурнăçĕпе паллаштаракан ятарлă ушкăн та уçнă.

Татьяна Львовна каланă тăрăх — Сĕливан чухăн хресчен çемйинче ÿснĕ пулин те питĕ ăслă та ĕçчен çын пулнă. "Ахальтен мар ĕнтĕ вăл суту-илÿ ĕçне нимĕнрен хăрамасăр пуçăннă. Тавçăруллă та хăюллă пулниех ура çине çирĕп тăма пулăшнă. Пуян пулин те çынсене пулăшма манман, шкулсемпе чиркÿсене укçа-тенкĕ парсах тăнă", — терĕ хĕрарăм.

Чашламари пĕр урама Селивановсен ятне парас тĕллевпе темиçе çул каялла Николай Федоров Президент патне çыру янă, Куславкка районĕн администрацине те сĕнÿ панă, анчах паянхи кун та ĕç вырăнтан хускалман-ха. Чашлама ялĕнче музей уçас ĕмĕт те пур унăн. Çывăх вăхăтра Чăваш Енре Селиванов купсасен пурнăçĕ çинчен электронлă курав йĕркелеме палăртнă.

 

Çурта каялла тавăрса панă

Дормидонт Ивановичăн вăтам ывăлĕ Григорий Селиванов та /1858-1912/ çăмарта, çăкăр,

пир-авăр сутса пурăннă. Карачпа Чашлама ялĕсенче лавкка тытнă. Купсан Хусанта ют çĕршывсем валли продукци хатĕрлекен фирма та пулнă: чăваш çăмартине Европăри тĕрлĕ хулана ăсатнă.

Григорий Дормидонтович çемйипе Чашламара икĕ хутлă çуртра пурăннă. Унăн 10 ача пулнă. Ывăлĕ Георгий /1897-1920/ коммунист-революционер пулнă, Граждан тата Пĕрремĕш тĕнче вăрçисене хутшăннă. Вăл тифпа чирлесе çамрăклах вилнĕ. Георгин шăллĕ Федор та /1899-1942/ — большевик, хĕрлисен енче кĕрешнĕ. Вăл шăллĕне вĕлернĕшĕн 8 çул тĕрмере ларнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинграда хÿтĕлесе пуç хунă.

Паянхи кун Григорий Селивановăн çуртĕнче Зоя Кондратьева пурăнать. Зоя Николаевна каланă тăрăх — ку çурта унăн амăшне Антонина Черкасовăна 1993 çулта тавăрса панă. Антонина Артемьевнăн амăшĕ Анастасия Петрова /1889/ — Григорий Дормидонтовичăн хĕрĕ, вăл çак çуртра çурласа ÿснĕ. Сăмах май хĕрарăм 97 çул пурăннă.

"Аннепе кукамай юлашки кунĕсене тăван килĕнче ирттерчĕç. Пирĕн килте 1979 çулта пушар тухсан вĕсене, эпĕ ун чухне хулараччĕ ĕнтĕ, купса çуртне куçарчĕç. Çав вăхăтра унта колхоз общежитийĕччĕ, маларах япăх илтекенсен шкулĕ ĕçленĕ", — терĕ Зоя Кондратьева. Икĕ хутлă çуртра хальхи вăхăтра икĕ çемье пурăнать: пĕрремĕш хутĕнче — Тикановсем, тепринче — Кондратьевсем.

— Çуллахи кунсене ялта ирттеретпĕр, пахча çимĕç лартса ÿстеретпĕр, — малалла калаçрĕ Зоя Николаевна. — Совет тапхăрĕнче купсасен ачисене те, мăнукĕсене те çăмăлах пулман. Право йĕркине сыхлакансем вĕсене тĕрĕслесех тăнă. Вăл вăхăтра пурте ахаль пурнăçпа пурăннă, суту-илÿ ĕçĕпе аппаланман. Паян пирĕн йăхра пуян тавраш çук. Предприниматель пулса тăнисем пур та-и тен? Кулаксен йышне кĕртнĕ чухне кукаçин кăçаттине те хывса тухса кайнине калатчĕ анне. Вĕсене ĕçлесе пухнă пурлăхсăр юлма йывăр пулнă ахăртнех. Селиванов купсасен Чашламари керменĕсем, чăн та, пирĕншĕн, халăх историшĕн питĕ пысăк пуянлăх. Шел те, вĕсене тытса тăма пĕлмеççĕ. Килекен ăру валли упраса хăварас килет çак керменсене. Акă Петĕрĕн çуртне пăсса чиркÿ турĕç. Чиркÿ уçнине сивлеместпĕр-ха эпир, анчах авалхи çуртсене çĕмĕрнине ырламастпăр.

 

Чи телейсĕррисем

«Петр Дормидонтович патвар хул-çурăмлă, сухаллă çын пулнă. Нумай калаçма юратман вăл. Турă йăлисене тытса пынă. Кĕмĕл авăрлă туяпа çÿренĕ", — çырнă çÿлерех асăннă статьяра Дормидонт Ивановичăн виççĕмĕш ывăлĕ çинчен. Петр /1866-1919/ пиччĕшĕсенчен те çаврăнăçуллăрах пулнă. Купса, ют чĕлхе пĕлменскер, 1917 çулта Лондонра суту-илÿ кантурĕ уçнă. Аслă Британи çыннисене çăмартапа, пир-авăрпа тивĕçтернĕ. Германипе Францие те çитнĕ вăл. Унăн мăшăрĕ Дарья Спиридонова та суту-илÿ енĕпе ăста пулнă. Вăл ялти халăхран çăм, çăмарта пухнă, эрех-сăра сутма та хăюлăх çитернĕ. Шел те, Петĕрĕн пурнăçĕ хурлăхлă вĕçленнĕ. 1917 çулта унăн пурлăхне туртса илнĕ, çемьене килтен кăларса янă, кил хуçине персе вĕлернĕ.

Совет вăхăтĕнче П.Селивановăн Чашламари çурчĕ алран алла куçнă: малтан унта япăх илтекен ачасем пурăннă, каярахпа клубпа библиотека уçнă. Темиçе çул каялла çуртра чиркÿ хута янă. Çуртăн малти пайне хушса çĕнетнĕ, хыçалти пайĕ — ĕлĕкхиех. Чул хапха та тахçанхи саманана аса илтерет. Ку çурт айĕнче те путвал пур, унта çăмарта упранă.

Д.Селивановăн чи кĕçĕн ывăлĕн Кузьман шăпи те телейсĕр килсе тухнă. Ашшĕ çулĕпе кайнă пулин те суту-илÿре ăнман ăна. Çавăнпах-и, тен, вăл ĕçке ернĕ. Аслă ывăлĕ вăхăтсăр вилсен хуçалăха пачах та юхăнтарнă. Арăмĕ те упăшкине эрех ĕçме чарайман, кил хуçи çамрăклах çĕре кĕнĕ. Куçмана ашшĕ икĕ хутлă чаплă çурт та туса панă, анчах унта çемйипе савăнса пурăнма пĕлмен вăл. Хальхи вăхăтра çак çурт культура вучахĕ шутланать. Икĕ хутлăскере клуб тусан иккĕмĕш хутне ватнă. Темиçе çул каялла купса керменне юсаса çĕнетнĕ.

Ĕмĕтленекен çын çунатлă теççĕ. Сĕлĕ Иванĕ çаран çинче лайăх пурнăç çинчен шухăшласа выртнă чухне ĕмĕчĕ пурнăçланасса пĕлнĕ-ши — калама йывăр. Çирĕп тĕллевлĕ Селивановсем Чăваш Енри кăна мар, çĕршыври чи паллă купсасем пулса тăнă. Вĕсем историе кĕрсе юлнă, апла тăк пирĕн вĕсен ятне асра тытмалла, вĕсем хăварнă пурлăха — Чашлама ялĕнчи керменсене — çитес ăрусем валли упраса хăвармалла.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.