Николай СОРОКИН: Халăх культури вăй илессе ĕненетĕп

24 Ноя, 2016

«Культура» телеканалпа тухакан «Россия – моя любовь» кăларăмра чăваш халăхĕ, унăн историйĕпе йăли-йĕрки, тĕнĕпе культури çинчен каласа кăтартнă. Черетлĕ кăларăма Тутарстанри Аксу районĕнче ÿкернĕ. Тутарстанри чăваш писателĕсен союзĕн председателĕ Николай Сорокин телекăларăм ертÿçине Поль Кристиан Брошене панă интервьюпа «Хыпар» вулаканĕсене те паллаштаратпăр.

 — Чăваш халăхĕ ăçтан тухнă? Ун ячĕ епле пулса кайнă?

— Историксен тĕпчевĕсене ĕненес тĕк чăвашсен йăхĕ малтанласа Алтай тăрăхĕнче пурăннă, ка-ярахпа — çурçĕр Кавказра. Тутарсен паллă археологĕ Альфред Халиков каланă тăрăх — пирвайхи чăвашсем IV ĕмĕрччен Хура тинĕс тăрăхĕнче пурăннă. Çав вырăнта нумай халăх пурăннăран чăвашсем Атăл тăрăх çÿлелле хăпарма пуçланă. Ăшă çĕртен куçса кайни çинчен каланисене халăх халапĕсенче те тĕл пулатпăр. Пĕрне мана анне Евдокия Семеновна каласа панăччĕ. «Хăçан-тăр çĕре виçĕ хĕвел ăшăтса тăнă. Пăчă пулнă. Çамрăк куштансем сунарçа чĕнсе илеççĕ, лешĕ икĕ хĕвелне персе антарать, виççĕмĕшĕ çÿле улăхса тарать. Туххăмрах шăнтса ярать тет, çынсем сивĕпе чирлесе вилме пуçлаççĕ. Пĕр шурсухал Хĕвеле çынсене шеллеме ыйтать». Çак тапхăртан чăвашсем пур çĕрте те — стенасем, алшăллисем, сурпансем çинче — виçĕ хĕвел ÿкерме тытăнаççĕ. «Чăваш» ят пирки çакна калама пулать. Тахçан вĕсем хăйсене «çăваç» /учÿк тăвакан/ тенĕ, кÿршĕллĕ халăхсем çемçетсе «чăваш» теме пуçланă.

— Чăвашсем тумтире мĕншĕн укçа-тенкĕпе илемлетеççĕ? Тимĕр укçаран капăрлăхсем хатĕрлесси паян та сыхланса юлнă-и?

— Чăваш халăхĕ – чухăн халăх. Укçапа хитрелетесси те çав тапхăртан пырать. Вăл илемлĕ, чăн-кăртатать. «Енчĕкĕм пушă пулсан та чăнкăртаттăр пуçри хушпăвăм», – юрлатчĕ анне. Хушпу 10-12 килограмм тайнă, лашаран та хаклăрах тăнă. Халĕ те тухья-хушпу ăсталаççĕ, çĕнĕ саманара кăларнă укçа-тенкĕпе илемлетеççĕ.

— Совет тапхăрĕнче вĕсене туртса илмен-им? Ăçта упраççĕ?

— Кулаксен йышне кĕртнĕ чухне туртса илнĕ паллах. Упранса юлнисене ăруран ăрăва парса пыраççĕ.

— Тутарстанра чăвашсем хăçантанпа пурăнаççĕ?

— Халиков академик тĕпчевĕсем тăрăх — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте Камăпа Атăл пĕрлешнĕ вырăнта çĕр чĕтреннĕ, ун пирки финн халăхĕн «Калевала» эпосĕнче çырса хăварнă. Вăтаçĕр тинĕсĕнче çил- тăвăл чухне грексен флочĕ путнă. Çичĕ ĕмĕре яхăн çак çĕрсем пушă тăнă. VI-VII ĕмĕрсенче кунта пирвайхи чăвашсем килсе вырнаçнă, çакна археологи шыравĕсем те çирĕплетеççĕ. Атăлçи Пăлхарта суварсем пурăннă, хальхи чăвашсен йăхĕсем. Сувар хули патшалăхăн тĕп хули те пулнă.

— Чăвашсем Христос тĕнне ĕненеççĕ-и? Е вĕсем мăсăльмансем-и? Урăх тĕнпе пурăнакансем пур-и?

— Чăвашсем — христиансем. Тен, çĕрмĕш пайĕ мăсăльмана тухнă. Тутар ячĕллĕ чăвашсем те пур, çапах хăйсем Христос тĕнне ĕненеççĕ. Халиулла ятлă юлташ пур манăн, вăл — чăваш. «Эсĕ тутар», – тетĕп ăна. «Çук, – тет. – Эп çуралсан атте ял канашне кайнă. Председателĕ тутар пулнă. Ача ячĕ йывăр пулнипе Халиулла тесе çырнă. Тутарстанри Нурлатпа Аксу районĕсенче тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ, 15 пин çынна яхăн. Ялсенче икĕ масар: пĕринче тĕне кĕнисене пытараççĕ, тепринче — тĕне кĕменнисене. Юпа лартаççĕ. Ун çине çăвар, куç касса кăлараççĕ. Тĕне кĕмен чăвашсем авалхи культурине упраса хăварнă. Хăйсен туррисене шанни чăвашсене сыхланса юлма пулăшнă. Çакă паян — халăхăн ăс-хакăл тупри. Чăваш культури çут çанталăка, çĕре çывăх. Ăна экологипе тачă çыхăннă тĕн теме пулать.

— Православие йышăнни чăвашсен кун-çулĕпе культурине мĕнлерех улăштарнă?

— Официаллă документсемпе килĕшÿллĕн чăвашсене тĕне кĕртме 1740 çулта пуçланă. Тĕне кĕрес мар тесе çынсем чăтлăх вăрмана тарма тытăннă. Аксу районĕнче кун пирки халап та пур. Икĕ пĕртăван пурăннă. Яндруз христиан тĕнне тÿрех йышăннă, Акспай вара вăрмана тарнă. Хăйсем пат-не миссионер килессине пĕлсен ял çыннисем çăлкуçсене хуплама пуçланă. Миссионер килмен, каярахпа çăлкуçсене уçнă. Православие йышăнни, паллах, культурăна пуянлатнă, вырăссемпе çывăхлатнă. «Мĕн панă пире вырăссем?» – ыйтаттăм асаннерен Мария Федоровнăран. «Мĕнле мĕн? Кравать, ĕлĕк саксем пулнă, мунча хураччĕ, халĕ – шурă. Мода улшăнчĕ – 7 аркăллă кĕпесем чĕркуççи таран кĕскелчĕç. Кухня пуянланчĕ», — тетчĕ вăл.

— Кĕлĕсене чăвашла ирттерекен чиркÿсем пур-и?

— Хусанта чăваш чиркĕвне уçассине хамах пуçарнăччĕ. Параскева Пятница чиркĕвне коммунистсем тĕрмене çавăрнă. Унта «Крутой маршрут» роман авторĕн Василий Аксеновăн амăшĕ Евгения Гинзбург та ларнă. Эпир ишĕлчĕксене тирпейлеме, 3 хутлă нарсене салатма пуçларăмăр. 4 метр тарăнăшĕнче тăванла вилтăпри тупрăмăр. Унта — çĕр-çĕр çыннăн юлашки. Çапла майпа ОГПУ салтакĕсем халăха пĕтернĕ. Айăпсăр вĕлернисене тупăксемпе ещĕксене тепĕр хут хурса пытартăмăр. Хăшĕ-пĕрне — хула масарĕнче, хăшĕ-пĕрне — чиркÿ картишĕнчех. Каярахпа çав вырăнта часавай турăмăр. Тутарстанра 300 яхăн чиркÿ, 40-шĕ — чăвашсен.

— Тĕне кĕнисемпе кĕменнисен уявĕсем уйрăлса тăраççĕ-и? Вĕсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ-и?

— Паллах. Христиансен шăматкунпа вырсарникун уявсем иртеççĕ, тĕне кĕменнисем юнкун ирттереççĕ, Çимĕке – кĕçнерникун. Совет вăхăтĕнче йывăрлăхсем те пулнă. Калăпăр, ĕçрен яман. Праçниксене каçхине ирттернипе «тухатмăш» ят та илтме пултарнă. Чăвашсем хăнана çÿреççĕ, мĕншĕн тесен çакă халăха çирĕплетет.

— Акатуй ирттересси ăçтан пуçланнă? Пăлхарсен культурипе çыхăну пур-и? Вăл тутарсен Са-бантуйĕпе пĕр килет-и?

— Паллах, унта Пăлхар витĕмĕ пур. Сабантуя та çывăх. Уйрăмлăхсем те пур. Чăвашсем ака ĕçĕсене вĕçлесен Ака пăтти ирттереççĕ: икерчĕ, йăвача тата ыттине пĕçереççĕ. Кĕлĕ вуласа Ту-рăран лайăх тухăç ыйтаççĕ, инкексенчен упрама кĕл тăваççĕ. Акатуй вĕçĕнче хĕрсем çÿçне салат-са, пиççиххисене салтса çара уран сухапуçне кÿлĕнеççĕ, ял тавра çĕре чĕрсе «тимĕр карта» тытаççĕ.

— Тĕне кĕмен чăвашсене ытти халăх еплерех йышăнать?

— Вĕсем каласа кăтартнă тăрăх — тахçан христиан миссионерĕсем сыхласа çÿренĕ, мулласем ÿкĕтленĕ. Пуринчен те хаяррисем атеистсем пулнă, тĕп тăвассипе хăратнă. Эпĕ КПСС обкомĕнче тĕне кĕменнисем пирки калаçу пуçарсан вĕсем урса кайрĕç: «Нивушлĕ эсир çав тухатмăшсене халĕ те пĕтермен?» Ахаль çынсем вĕсене халăх сиплевçисем вырăнне хурса хисепленĕ.

— Тутарстанри чăваш çамрăкĕсем хăш-хăш халăх çыннисемпе мăшăрланаççĕ? Çармăссемпе-и, тутарсемпе-и е вырăссемпе-и?

— Чăваш чăвашах илме тăрăшнă. Чĕлхе те, тĕн те урăх халăх çыннипе мăшăрланма чарнă. Халĕ ирĕк пур. Ытларах вырăссемпе пĕрлешеççĕ. Православи тĕнне тытса пыни витĕм кÿрет. Масар та пĕрре. Мăсăльманпа пĕрлешсен ытларах чухне тĕне улăштараççĕ.

— Чăваш килĕнче сăваплă вырăн пур-и?

— Хăшпĕр ялта пур. Сăваплă вырăнта чÿк тунă, унта çÿпĕлеме тата савăнма юраман. Алхассан çăпан тухма пултарнă, чирленĕ. Пирĕн ялта, Аслă Шемекре, вăрмана каякан çул çинче виçĕ йăмра ÿсет. Вĕсене кам лартнине никам та астумасть, пĕр ĕмĕр кăна ÿсмеççĕ вĕсем. Çумĕнчен иртнĕ чухне кĕлĕ вуламаллах, ыр сăмахпа йăвашлатмалла, унсăрăн аташса каятăн.

— Хуплу мĕншĕн наци кухнин символĕ пулса тăнă? Халĕ сăра вĕретеççĕ-и?

— Хуплу – уявсенче пĕçерекен апат. Ун ăшне çĕрулмипе аш тултараççĕ. Пысăк праçниксенче ху-плусăр май çук. Çаврака пулнипе вăл хĕвеле аса илтерет. Анне те, кукамай та сăра вĕрететчĕç. Кăпăклă, техĕмлĕччĕ вăл. Вăрттăнлăхĕ çавăнта: ыраша шăтараççĕ, ăна авăртса виçĕ витре кĕре-кен чÿлмеке тултараççĕ, фильтр вырăнне улăмран çыхнă кăшăл хураççĕ, унтан хăмла, салат, çĕпрепе çăнăх хутăшне ярса вĕри шыв хушса лартаççĕ. Ятарлă кĕлĕ калаççĕ: «Эх, кума, мăнтăрскерĕм, йÿç-ха хăвăртрах. Çурхи шыв пек шавла. Хисеплĕ хăнасем çитрĕç, ĕçес теççĕ. Йÿç хăвăртрах...» Виçĕ кунран чÿлмеке уçаççĕ. Шĕвекĕ кофе тĕслĕ. Унта типĕтнĕ улма- çырла та хушма юрать.

— Тутарстан чăвашĕсем Чăваш Республикинче пурăнакансенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

— Калаçупа. Тутарстанрисем литература нормине пăхăнса тĕрĕсрех калаçаççĕ. Пирĕн юрăсем хаваслăрах, Чăваш Енрисем тăсарах хурлăхлă юрлаççĕ, пирĕн ташăсем — сăпайлăрах, вĕсен — хастартарах. Тутарстанра йăла-йĕркепе чĕлхе мелĕсене те лайăхрах упраса хăварнă.

— Хăвăрăн культурăпа мухтанатăр-и? Тепĕр 50-100 çултан мĕнлерех пулĕ вăл?

— Мĕн чухлĕ халăх пĕчĕкрех – мăнаçлăхĕ те çавăн чухлĕ пысăкрах. Чăвашсем — 2 миллион кăна. 900 пинĕшĕ Чăваш Енре пурăнать, Тутарстанра — 116 пине яхăн. Вырăсланса пыни пире пĕтерет. Вырăс чĕлхи иккĕмĕш тăван чĕлхе пулса тăчĕ. Хăшĕ-пĕри хăйне вырăс тесе çыртарать. Çапах нумай вĕреннĕ, ют чĕлхесем пĕлекен çынсем хăйсен тăван чĕлхине ытларах юратаççĕ. Вĕсем хăйсен халăхĕпе мăнаçланаççĕ. Анне чĕлхине манма юрамасть. Пĕр сăмахпа — халăхăн ăнланулăхĕ ÿсет, чăваш культури пуянланать. Эпĕ чăваш халăхĕ вăйланасса шанатăп. Эпир тепĕр 50-100 çултан та пулăпăр!

Андрей МИХАЙЛОВ

хатĕрленĕ