Патшалăх пулăшăвĕн мелĕсем малашне те сыхланса юлĕç

22 Ноя, 2016

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ виççĕмĕш сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче 20 ыйту пăхса тухрĕç, çапах чи калаçтараканни Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи тапхăрĕн бюджечĕн проекчĕ пулчĕ.

 Тĕп доклада ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина турĕ. Вăл республика бюджечĕн çĕнĕ проектне федераци шайĕнчи пекех каллех 3 çуллăха хатĕрленине пĕлтерчĕ: «Çакă экономика майĕпен çирĕпленсе пынине кăтартать, çавна май çĕршыв тата регионсен аталанăвĕн вăтам вăхăтлăх прогнозне тума май килет». Кăçал экономика тепĕр хут вăй илме пуçлани тата бюджет çирĕплĕхне ÿстермелле пулни 2017-2019 çулсем валли профицитлă бюджет йĕркелеме хистенĕ. Светлана Александровна каланă тăрăх — шăпах профицитлăх тĕп уйрăмлăх пулса тăрать. Ку проекта йăлана кĕнĕ пекех «программа» формачĕпе — Чăваш Республикин 16 патшалăх программин никĕсĕ çинче — хатĕрленĕ, вăл пĕтĕм сферăна пырса тивет.

Республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2017 çулта 35,1 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку — кăçалхи шайăн 85,7%. Докладçă çитес çулхи тупăш пайĕ кăçалхинчен пĕчĕкреххи федераци уйăракан укçана хальлĕхе йăлтах шута илменнипе çыхăннине пĕлтерчĕ. Бюджетăн расхут пайĕн виçи — 35,06 миллиард тенкĕ. «Патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕм направленийĕ сыхланса юлĕ», — терĕ министр. Акă вĕренÿ тытăмĕ валли 2017 çулта 10295,3 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку — расхут пайĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 29,3%. Çак нухратпа çитес çул республикăри кадетсен тата Шупашкарти «Волжский 3» микрорайонти шкулсен строительствине малалла тăсма, Сĕнтĕрвăрри хулинчи 1-мĕш гимназие юсаса çĕнетессине вĕçлеме йышăннă. Çитес çулах «Сад» микрорайонта шкулчченхи вĕренÿ учрежденине хута яма планланă, бюджетра çак тĕллевпе 140 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Сывлăх сыхлавĕ валли 1677,7 миллион тенкĕ уйăрĕç: 2017 çулта ялсенче çĕнĕ ФАПсем хăпартĕç, çавăн пекех Тĕп хула больницин çурчĕн строительстви те малалла пырĕ. Физкультурăпа спорт, культура енĕпе те тăкаксем пĕчĕк пулмĕç.

Хальхи вăхăтра импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас ĕç вăй илсе пырать, çавна май ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те самаях пысăк пулăшу илĕç. 2017 çулта АПК аталанăвĕ валли 2410 миллион тенкĕ планланă, çав шутрах — хуçалăхăн пĕчĕк формисен, ÿсентăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен, çавăн пекех ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ валли те. Çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле тăкакĕсем тепĕр çул 3141,5 миллион тенкĕпе танлашĕç. Автомобиль çулĕсене пăхса тăма тата юсама кĕмĕл çителĕклех пулĕ. Халăха социаллă тĕрлĕ тÿлевпе тивĕçтермешкĕн 5856,1 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Светлана Енилина бюджет проектĕнче экономикăн чăн секторне аталантарма 5707 миллион тенкĕ пăхса хăварнине, Раççейĕн чылай регионĕпе танлаштарсан Чă-ваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кÿрессин пĕтĕм мелĕ сыхланса юлнине каларĕ.

ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Швардаков республика бюджечĕ юлашки 5 çулта социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртрĕ. Палата проект пирки тунă пĕтĕмлетÿпе паллаштарчĕ.

Финанс докуменчĕн проекчĕ пирки тухса калаçакан нумай пулчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Светлана Енилина докладçăн шухăшĕпе килĕшнине пĕлтерчĕ: бюджета çитес çул та, кăçалхи пекех, улшăнусем кĕртсех пырĕç, çавна май вăл татах та пысăкланĕ. Эппин, федераци пулăшăвне тивĕçес тесен бюджета вăхăтра йышăнмалла. Думăна Чăваш Енрен суйланнă Валентин Шурчанов тата Олег Николаев депутатсем те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Сессире сăмах каланă парламентарисенчен ытларахăшĕ бюджет проектне ырларĕç, ыттисене те уншăн сасăлама сĕнчĕç.

Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи тапхăрĕн бюджечĕн проектне пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç. Сессире çавăн пекех республикăн кăçалхи бюджетне кĕртме сĕнекен улшăнусене ырларĕç. Депутатсем Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн 2016 çулхи бюджечĕ, ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ кÿрессин хушма мерисем, налуксене йĕркелесе пырассин ыйтăвĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессишĕн те сасăларĕç.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА