Таса та илемлĕ пурăнасчĕ

22 Ноя, 2016

Командировкăран Шупашкара таврăнаттăм. Çĕрпÿ хули çывăхĕнче автобуса сылтăм аллине мăйĕнчен çакса янă, карçинкка йăтнă çамрăках мар хĕрарăм кĕчĕ, пушă вырăн пуррине курса ман çума ларчĕ. Калаçма ухатаскер: «Кăмпана кайнă чухне çырмари ăпăр-тапăр çине кĕрсе кайса ÿкрĕм, алла хуçрăм. Часах çĕрулми кăлармалла. Темле ĕçлекелĕп ĕнтĕ. Старик пульницара выртать. Ачасем аякра. Кÿршĕсене шанмалли кăна юлать», — терĕ пăшăрханса.

«Ăптăр-каптăра пуçтармаççĕ-им?» — тесе ыйтсан: «Пĕр хушă пуçтарчĕç. Урама контейнерсем те лартнăччĕ. Ятарлă машина хĕлле эрнере пĕрре, çулла иккĕ килсе каятчĕ. Кайран тем пулчĕ халăха: малтан пĕри, кайран тепри каяш турттарнăшăн тÿлеме пăрахрĕ. Укçи нумай мар: çулталăка 300 тенкĕ ытларах кăна памаллаччĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ темле ÿкĕтлесен те тÿлеме килĕшмерĕç. Юлашкинчен контейнерсене тиесе кайрĕç. Халĕ çÿп-çапа кам ăçта пĕлет — çавăнта пăрахать. Чавса пытаракан та, анкартинче çунтаракан та пур», — терĕ.

Хĕрарăм сăмахĕсем шухăша ячĕç. Чăнах та, юлашки вăхăтра çул хĕррине, сухаламан, акман çĕре сап-сарă хăлха çакки курăкĕ ярса илчĕ, çÿп-çап сахал мар йăваланса выртать. Кăмăла хуçакан ÿкерчĕк.

Ăпăр-тапăртан хăтăлас, тасалас ыйту этемлĕх пулса кайнăранпах çивĕч тăрать. Вăл Христос тĕнне те кĕрсе юлнă. Калăпăр, Иерусалим çывăхĕнчи çÿп-çап тăкмалли, çунтармалли çĕре Библире Çулăмлă Геенна тенĕ. Тĕне ĕненекенсемшĕн Геенна — тамăка пĕлтерекен вырăн. Грексен мифĕнчи Геракл тунă 12 паттăр ĕçрен пĕри — Авгий патшан лаша витине тислĕкрен тасатни.

Хытă каяша уйăрса чи малтан тĕрлĕ продукци туса кăларма 200 çул каялла Англире пуçланă. Ăна çунтаракан пĕрремĕш завода та унтах лартнă. Паян унпа пĕлсе усă курассипе Европăра Швеци /каяшăн 52% тĕрлĕ япала тума яраççĕ/ малта, ун хыççăн Австри — /49,7%/, Германи — /48%/.

Каяшпа мĕнле усă курмаллине тĕпчекен наука та пур — гарбологи.

Пухаканнине вырнаçтармалли чи пысăк полигон Америкăра. Лаптăкĕ — 1200 гектар е 1700 футбол лаптăкĕпе танлашать. Раççейре унашкалли çук. 2015 çулта Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче уçнă полигон 38 гектар йышăнать, çулталăкра 150 пин тонна каяш йышăнма пултарать. Вăл сахалтан та 60 çул ĕçлĕ. Хăшпĕр районпа хулара каяш пухас ыйту çав-çавах çивĕч.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра йăлари хытă каяш пуçтарас ыйтăва /çав шутра автоçул хĕрринчине/ пĕрре мар хускатрĕ. Нумаях пулмасть Канаш хули каяш айне пулнă текен сас-хура тухрĕ. Ăна эрни-эрнипе тиесе каймаççĕ иккен. Халăх «чан çапать». Муниципалитет органĕнчи яваплă çынсем унăн сассине илтсе çывăх вăхăтрах мерăсем йышăнасса шанас килет.

Республикăра каяш вырнаçтармалли обĕектсен патшалăх реестрĕ пур. Унта Тăвай, Патăрьел, Муркаш, Вăрмар, Вăрнар, Красноармейски, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсенне, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенне кĕртнĕ. Ытти районта полигон çук. Вĕсем юнашар районсене турттараççĕ.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — çывăх вăхăтра Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр районĕсенче вăхăтлăх вырнаç­тармалли станцисем тума палăртнă. Хальлĕхе ĕçе пуçăнма укçа-тенкĕ уйăрманни чăрмантарать-мĕн. Вăл хăçан тупăнассине никам та татса калаймарĕ. Станцисенче тĕрлĕ тăрăхран килекен каяша уйăрса пĕр пайне Çĕнĕ Шупашкарти полигона ăсатĕç.

Пытармалли çук: хăшĕ-пĕри çут çанталăка сиен кÿнине пĕле тăркачах штраф парасран та хăрамасăр каяша урама, çырма-çатрана кăларса пăрахма хăнăхнă. Çунтаракан та нумай. Çунтарма, чăнах та, юрать, анчах та кунта саккунпа çирĕплетнĕ йĕрке пур. Шăрăх е çиллĕ çанталăкра вут чĕртме юрамасть. Чĕртсен те çурт-йĕртен 50 метртан çывăхра мар. Тата ал айĕнче пушар сÿнтеркĕçĕ, шыв пулмалла. Кĕлне тăпрапа хуплама манмалла мар. Пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне кăвайт чĕртнĕшĕн е пушар кăларнăшăн ахаль çынна 2 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ, юридици сăпатне 400-500 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.

Пушар кăларсан, ăна пула çынсем сусăрлансан, çурт-йĕр сиенленсен е çунса кайсан штраф виçи тата та пысăкрах. Уголовлă ĕç пуçарма та пултараççĕ.

Çынсен культура шайне ÿстерес тĕллевпе нумай çĕрте «Ял тăрăхĕнчи чи хитре урам» конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ. Яла тирпей-илем кĕртме укçа-тенкĕрен ытларах çынсем хăйсем тасарах, лайăхрах пурăнас тесе тăрăшни кирлĕ.

Ача-пăчапа вĕсен ашшĕ-амăшне экологи пĕлĕвĕ парас, тăван тавралăха упрама вĕрентес тесе Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви нумай ĕç тăвать. Унăн специалисчĕсем тавралăха сыхлас ыйтăва халăхпа ирттерекен тĕлпулусенче хускатаççĕ, экологи тĕлĕшĕпе йышăннă саккунсемпе, унта кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштараççĕ. Вĕсем çинчен министерство сайтĕнче те тупса вулама пулать.

Халăхăн экологи культурине ÿстерес тĕлĕшпе ЧР Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, архитектура тата строительство министерстви те сахал мар вăй хурать.

«Сăмахран, хамăр пурăнакан тăрăха хитререх, тасарах тăвас тĕллевпе çулсерен республикăра пилĕк номинаципе конкурс ирттеретпĕр, — каласа парать пай пуçлăхĕ Наталья Васильева. — Çак енсемпе: социаллă сферăри учрежденисене тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси, кану кĕтесĕсемпе чечеклĕхсем тăвасси, нумай хутлă пурăнмалли çурт-йĕр таврашне, уйрăм çурт-йĕр таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсене, ял урамĕсене тирпейлесси. Кăçалхи конкурса пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма 407,8 пин тенкĕ укçа уйăрнă».

Тавралăха таса тытас ĕçре Вĕрен­тÿпе çамрăксен политикин министерстви Чăвашпотребсоюзпа пĕрле шкул ачисен хушшинче хурт-хăмăр пуçтарас енĕпе ирттерекен конкурсăн тÿпи те пур. Ача-пăча пулăшнипе районсенчи потребительсен пĕрлешĕвĕсем кăçалхи вунă уйăхра кăна 912 тонна кивĕ хут пуçтарнă. Анчах çулсерен тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсем — пĕрисемех. Апла пулсан унта республикăри пур шкул та хутшăнмасть. Конкурса шкулсене, вĕренекенсене ытларах явăçтарсан кăтарту лайăхрах пулĕччĕ.

Тавралăха тирпей-илем кĕртесси пĕр çын тумалли ĕç мар. Çут çанталăка упрассишĕн эпир пурте яваплă. Çакна яланах асра тытасчĕ, таса та илемлĕ пурăнасчĕ.

Василий СОРОКИН.

 

Кира НАЗАРОВА, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин йĕркелÿпе информации пайĕн консультанчĕ:

— Тавралăха çÿп-çапран тасатас тĕллевпе пĕтĕм çĕршывĕпех ирттерекен «Симĕс Раççей» экологи субботникне, «Пурăн, вăрман!» акцие республикăра пурăнакансем кăçал уйрăмах хастар хутшăнчĕç, çĕршер йывăç-тĕм лартса хăварчĕç, вуншар тонна каяш пуçтарса полигона ăсатрĕç. Министерство регионсен хушшинчи «ЭКА» обществăн экологи пĕрлешĕвĕпе пĕрле «ВторБум» проекта пурнăçа кĕртет. Тĕллевĕ — юрăхсăр пластика, кĕленче савăт-сапана, кивĕ хута пуçтарса, суйласа-уйăрса каяшран тĕрлĕ продукци хатĕрлекен предприятисене ăсатасси. Пурнăçланă ĕçе раштав уйăхĕнче, «Симĕс Чăваш Ен» IV экологи форумĕнче пĕтĕмлететпĕр.

Валерий КУПТАШКИН, Шупашкарти «РЭУ» ООО управляющи компани директорĕ:

— Пирĕн организаци нумай хутлă çуртсене юсаса, пăхса тăрас ĕçе 2004 çулта пикеннĕ. Хамăр тивĕçе пĕлсе, кирлĕ пек тума вĕренсе çитрĕмĕр. Эпир тĕп хуламăрти тĕрлĕ районта вырнаçнă 14 çурта пăхса тăратпăр. Каяша çирĕплетнĕ вăхăтра пухса ăсататпăр. Пире те, эпир пăхса тăракан çуртсенче пурăнакансене те, тарифсем ÿссе пыни кăна пăшăрхантарать. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнчипе танлаштарсан вĕсем 2,5 хут хăпарчĕç. Паян полигон пĕр кубла метр çÿп-çап, каяш йышăннăшăн — 250 тенкĕ, пысăк ăпăр-тапăршăн 600 тенкĕ илет.

Людмила ЮРКИНА, Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Ял тăрăхĕнче пĕр пине яхăн çын пурăнать. Çак кунсенче эпир савăнтаракан хыпар илтĕмĕр: халăх пурăнакан вырăнсене пуринчен те лайăхрах ешĕллентерес, хăтлас тĕллевпе кăçал ирттернĕ конкурсра Ишлĕри Шкул урамĕ «Республикăри чи тирпейлĕ урам» ята тивĕçнĕ. Иртнĕ çул эпир республикăри «Чи илемлĕ ял тăрăхĕ» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Çитес 2017 çул Раççейре — Экологи çулталăкĕ. Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене пухса çут çанталăка, Пăла шывне упрас, таса тытас темăпа республика шайĕнчи канашлу ирттерме палăртнă. Эпир те унта хутшăнма хатĕрленетпĕр.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.