Вĕсене Раççее хÿтĕлеме шаннă!

22 Ноя, 2016

Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Канаш хулинчи сбор пунктĕнче савăнăçлă лару-тăрура çамрăксене Раççей çарне ăсатрĕç. Вунă чăваш каччи Раççей Федерацийĕн хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкне çар тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайрĕ. 2006 çултанпа Чăваш Енри 145 çамрăк ку полкра службăра тăнă.

Инçе çула тухма хатĕрленнĕ каччăсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă сунчĕ. «Чыс, шанчăклăх, çĕршыв умĕнче тупа туни яланах Тăван çĕршыва юратма хистетĕр. Патриотсем пулăр! Тăван халăхăн, çĕршывăн ырă йăли-йĕркине хаклăр, упрăр, ăруран ăрăва куçарса пырăр!» — терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех Чăваш Ен çыннисем чăваш каччисем элита шутланакан çарсен ретне тăма пултарнипе мăнаçланнине палăртрĕ: «Эсир пирĕн çĕршыва, Раççейĕн Аслă главнокомандующине хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекенсем пулатăр», — терĕ Михаил Васильевич.

Уява çавăн пекех кăçал Президент полкĕнчен çар тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă каччăсем те килнĕ. Вĕсене Михаил Игнатьев служба вăхăтне тивĕçлĕ ирттернĕшĕн тав турĕ, сехет парнелерĕ. Вунă каччăран пĕри вара, Евгений Матвеев, контракт йĕркипе унтах юлнă. Çавна май унăн сехетне республика Пуçлăхĕ ашшĕне пачĕ.

Михаил Игнатьев ветерансене çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, ашшĕ-амăшне çĕршыва юрăхлă ывăлсем ÿстернĕшĕн тав турĕ. «Республика Правительстви çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине пысăка хурать. Регионта нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе те нумай ĕç тăваççĕ. Кунсăр пуçне çартан таврăннă каччăсен пурнăçне лайăхлатасси, вĕренме, ĕçлеме услови туса парасси те пирĕн тĕп тивĕç пулса тăрать», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Унтан Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Кадетсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешсен ячĕпе чечек кăшăлĕ хучĕç.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленекенсене çавăн пекех федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Вячеслав Калинкин саламларĕç, республика тата çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама сунчĕç. Канаш хулинчи Патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕнче вĕренекен кадетсем аслă юлташĕсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Сбор пунктĕнчи уяв хыççăн Михаил Игнатьев Раççей çарĕнчен служба тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă каччăсемпе тата кадетсемпе тĕл пулчĕ. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев тата çамрăксен хушшинче уçă калаçу йĕркеленчĕ.

Юрий Исаев министр Чăваш Енре çамрăк ăрăва аталанма, пултарулăхне туптама, вĕренме, ĕçе вырнаçма тивĕçлĕ услови туса пани çинчен каласа кăтартрĕ. Михаил Игнатьев Пуçлăх республикăри оборона промышленноçĕн комплексĕн саккасĕсене пурнăçлакан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вĕсем тĕнчери пысăк компанисемпе конкуренцие кĕме пултарнине палăртрĕ. Сăмахран, Шупашкарти электроаппарат завочĕн продукцийĕпе карапсем тунă çĕрте анлă усă кураççĕ.

Михаил Васильевич нумаях пулмасть «Кузнецов адмирал» крейсер делегацийĕпе тĕл пулнине аса илчĕ. Раççей флочĕн чи пысăк карапĕ çинче 100 яхăн чăваш каччи /çурринчен ытла йыш — контрактпа/ службăра тăрать. Вĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ. «Чăваш каччисене ырлани — Чăваш Еншĕн пысăк чыс», — терĕ вăл.

Тĕлпулăва килнĕ çамрăксене тĕрлĕ ыйту кăсăклантарчĕ. Вĕсем Канашри çулсене хăçан юсаса пĕтерессине, хулана хăçан хăтлăх кĕртессине пĕлесшĕн пулчĕç. Инвалидсем валли хулара ĕç вырăнĕсем тăвасси çинчен те сăмах хускатрĕç. Юрий Григорьев кадет вара республика ертÿçине патриотизм воспитанийĕн ĕç-хĕлне пысăк тÿпе хывакан педагогсене хавхалантармашкăн ятарлă преми туса хума сĕнчĕ. Канаш хулинчи Патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕнче вĕренекенсем патшалăх службинче вăй хуракансен ĕçĕпе кăсăкланни, муниципалитет органĕсенчи ĕç-хĕле хăйсен куçĕпе курас килни çинчен пĕлтерчĕç. Çавна май Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов 11-мĕш класс ачисене практикăна чĕнчĕ. Михаил Игнатьев вара кадетсене Правительство çуртне пырса курма йыхравларĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.