Наци кинематографине аталантарасшăн

21 Ноя, 2016

«Хыпар» Издательство çуртĕнче ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков пулчĕ. Олег Михайлович кăмăллă сăлтавпа килнĕ: «Хыпар» хаçата тата уйрăм журналистсене /Надежда Смирновăпа Валентина Багадеровăна/ Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш «Асам» кинофестивалĕн мероприятийĕсене çÿллĕ шайра çутатса пынăшăн ЧР Кинематографистсен союзĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

«Хыпар» хаçат Чăвашкино ĕçĕ-хĕлне куçран вĕçертмест. Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский йĕркелесе янă тапхăртан пуçласа паянхи кунччен ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсене хамăрăн хаçатра тĕплĕн каласа пама тăрăшатпăр. Сăмахран, нумаях пулмасть чăвашсен пĕрремĕш киноактрисин Тани Юнăн асаилĕвĕ кун çути курчĕ.

Чăваш киноне аталантарас тĕлĕшпе патшалăх та тĕллевлĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпех аван çирĕплетме пулать: ЧР Министрсен Кабинечĕн чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнчен «ЧР Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документацисен архивĕ» туса хунă. Çĕнĕ учреждени наци кинематографине, проката, фильмсем кăтартассине аталантарас тата ытти енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă унта.