Павлинсем

18 Ноя, 2016

Çирĕм çул каяллах пулса ирт­нĕччĕ ку истори. Кÿршĕсем патне Мари Эле паха опытпа паллашма кайнăччĕ. Нумай предприятире пулса куртăмăр. Çăкăр заводне те çитрĕмĕр. Директорĕ хăй ĕçне тĕплĕ пĕлекен, чунран парăннă вашават та кăмăллă çын пулчĕ. Ячĕ-шывĕ çеç кулăшларах: Павлин Павлинович.

«Страус Страусович темелле пулнă пĕрех хуть», — шăппăн кулкаласа илчĕ пирĕн пĕр ĕçтеш. Каçхине тăватă çынран тăракан делегацие Йошкар—Олари хăна çуртне ăсатма пынă Павлин Павлинович сасартăк: «Эй, çак шăрăхра мĕн тăватă стена хушшинче чÿречерен кичеммĕн пăхса лармалли пур. Атьăр ман пата хăнана. Çурт пысăк, çĕр каçмалăх вырăнне тупăпăр. Выçса та вилмĕпĕр: ĕнер арăмăн çуралнă кунĕ пулчĕ. Пире валли тутли-йÿççи кăшт та пулин юлнă пуль-ха. Пырса курăр çармăссем мĕнле пурăннине», — терĕ.

«Ун пек аванах мар-ха», — текеленине пăхмасăр вăйпах хăнана илсе кайрĕ. Тĕп хуларан тухни çур сехет иртрĕ-и, çук-и — вăрман варринчи пысăках мар яла çитсе кĕтĕмĕр, часах икĕ хутлă кермен пек çурт умне çитсе чарăнтăмăр. Улпут пекех пурăнать иккен пирĕн юлташ. Сад пахчинче мĕн тĕрлĕ чечек ÿсмест-ши! Улмуççи, груша, слива çимĕçĕсене аран-аран йăтса лараççĕ. Тĕрлĕ пахчаçимĕç акса-лартса тултарнă йăрансем те çип çапнă пек тÿрĕ, таса та çап-çутă. Пĕр çумкурăк курăнмасть. Тирпейлĕ хуçа алли пур çĕрте те сисĕнет. Пахча вĕçĕнчи пĕчĕк кÿлĕре хур-кăвакал шампăлтатать.

Пÿрте кĕриччен вĕтĕ-вĕтĕ эрешсемпе илемлетнĕ чÿрече хашакĕсене ытараймасăр чылайччен сăнарăмăр. «Кун пек ăста маçтăра ăçтан тупрăр? Тĕлĕнмелле хитре-çке», — мухтамасăр чăтаймарăмăр эпир. Кил хуçи хуравласа ĕлкĕреймерĕ, ун вырăнне таçтан сиксе тухнă шĕвĕркке хыттăн каларĕ хучĕ: «Маçтăр ма-ар, атте хăй тунă вĕсене-е!»

«Вăт, шăпăрлан, йăлт сутать», — кăмăллăн кулса ячĕ ашшĕ. Пахча тăрăх чупса кайнă ывăлне: «Павлин, кĕтÿ анать ав. Сурăхсене хирĕç кай!» — тесе кăшкăрчĕ.

«Юрать, атте!» — хăй ĕçĕпе таçта васкакан хура çÿçлĕ ача вăрт çеç каялла çаврăнчĕ те эрешлĕ хапхана яри уçса урама тухса çухалчĕ.

«Павлин-ха ку пирĕн. Аслă ывăла аслашшĕ ятне парасси йăлана кĕнĕ йăхра. Ăть, килте халь икĕ Павлин Павлинович эпир, — ăнлантарать ашшĕ. — Тепĕр чухне «Павлуша» тесе чĕнкелеме хăтланатăп та тÿрех пÿлсе хурать: «Эп пĕчĕк ача мар Павлуша теме. Асатте Павлин пулнă, эп те Павлин, эс те Павлин».

Калаçкаласа, шÿтлекелесе пÿр­те кĕтĕмĕр. Кунта та пахчари пекех тирпей-илем хуçаланать. Кашни япала — хăйĕн вырăнĕнче. Ниçта пĕр пĕрчĕ тусан тупаймăн. Пире курса кĕтесре çĕвĕ машини умĕнче ларакан илемлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хăрарăм çăмăллăн çĕкленчĕ те хирĕç утрĕ. Сывлăх сунчĕ те: «Павлина», — терĕ. Кĕпе аркинчен тытса тăракан кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ тăваттă-пилĕк çулсенчи хĕрача чĕркуççине кăшт авса илчĕ те: «Эпĕ пĕчĕк Павлина», — терĕ йăл кулса. Пит çăмартисем хăйĕн пăт! путса илчĕç. Чăтаймасăр пурте кулса ятăмăр. Хĕр пĕрчи вăтанчĕ пулмалла: вăшт! çеç кĕрсе тарчĕ юнашарти пÿлĕме.

«Ял-йыш та шÿтлекелесе илет­чĕ малтан, халь хăнăхрĕ пулас, — каласа парать Павлин. — Шухăшласа кăларас тесен те шухăшласа кăлараймăн кун пеккине. Пулас арăм çăкăр заводне ĕçе кĕме пынă. Кондитерсем çитместчĕç те пĕр вăхăт — хаçата пĕлтерÿ панăччĕ. «Павлин Павлинович, — кулкаласа пырса кĕчĕ пĕррехинче кабинета кадрсен пайĕн пуçлăхĕ. — Кунта темле Павлина ĕçе вырнаçасшăн. Калаçса пăхатăр-и?» — тет. «Чĕнĕр ара», — тетĕп. Ăть, çапла паллашрăм пулас мăшăрăмпа. Хĕрĕм çуралсан мĕнле ят парас тесе пуç ватса ларатпăр хайхи. Мана килĕшекен ят арăма килĕшмест, ăна килĕшекенни ман кăмăла кайсах пĕтмест. Мăшăрăм йăл кулса ячĕ те сасартăк: «Килте икĕ Павлин пулсан, мĕншĕн икĕ Павлина пулма пултараймасть? — терĕ хучĕ. — Мана та атте-анне кукамай ятне панă вĕт».

«Ăть, çакнашкал япала. Йĕри-тавра Павлинсем халь пирĕн. Вара çемье канашĕнче шухăшларăмăр та кайăкне те туянас терĕмĕр. Ыран-тепĕр кун Мускава каятăп», — тесе пĕтĕмлетрĕ кил хуçи.

Тепĕр уйăх-уйăх çурăран пĕлтĕмĕр: чăнласах туяннă иккен. Вăт çапларах пурăнаççĕ Павлинсем.

Василий СОРОКИН

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.