Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!

17 Ноя, 2016

Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Канаш хулинчи сбор пунктĕнче чаплă лару-тăрура çамрăксене Раççей çарне ăсатрĕç. Вунă чăваш каччи Раççей Федерацийĕн хурал службин Мускав Кремелĕн Комендатурин Президент полкне çар тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайрĕ. 2006 çултанпа Чăваш Енри 145 çамрăк ку полкра службăра тăнă.

Инçе çула тухма хатĕрленнĕ каччăсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă сунчĕ. «Чыс, шанчăклăх, çĕршыв умĕнче тупа туни яланах Тăван çĕршыва юратма хистетĕр. Патриотсем пулăр! Тăван халăхăн, çĕршывăн ырă йăли-йĕркине хаклăр, упрăр, ăруран ăрăва куçарса пырăр!» — терĕ Михаил Игнатьев.

Уява çавăн пекех кăçал Президент полкĕнчен çар тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă каччăсем те килнĕ. Вĕсене Михаил Игнатьев служба вăхăтне тивĕçлĕ ирттернĕшĕн тав турĕ, сехет парнелерĕ. Вунă каччăран пĕри, Евгений Матвеев, вара контракт йĕркипе унтах юлнă. Çавна май унăн сехетне республика Пуçлăхĕ ашшĕне пачĕ.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне тăма хатĕрленекенсене çавăн пекех федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем саламларĕç. Канаш хулинчи Патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕнче вĕренекен кадетсем аслă юлташĕсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

В.БАГАДЕРОВА.

Рубрика: 
Теги: