Чăрмавлă, анчах тупăшлă

17 Ноя, 2016

Кĕрхи кун кĕске. Кăнтăр вăхăчĕ иртрĕ кăна – тавралăх тĕттĕмленме тытăнчĕ. Уй-хире юр йăлтах хуплайман-ха. Шурă кĕрĕк çинчи саплăк пек унта-кунта хура çĕр курăнать.

Хĕл çывхарнине, каçхи сĕмлĕхе пăхмасăр çул хĕрринчи лаптăкра культура выракан комбайн пире те кăсăклантарчĕ. Машинăна чарсах вĕсем патне васкарăмăр. Йывăçсен хÿттинче Сергей Соколов, Леонид Соколов механизаторсем тĕлкĕшсе çунакан кăвайт умĕнче ăшăнаççĕ, комбайн бункерĕ туласса кĕтеççĕ. Тракторсен прицепĕсене шăналăк сарнă - вăрлăх юхса тухасран. Комбайн фарисемпе çутатса типсе тĕксĕмленнĕ ÿсентăрана малалла вырать. Вĕсем ĕçленине сăнанă хушăра çăмăл машина та çитсе чарăнчĕ. Вăрмар районĕнчи Чулкаçри Сергей Павлов фермер иккен.

- Каçа хирĕç комбайна уй-хире кăларма мĕн хистерĕ? - ыйтатăп унран.

- Люцерна вăрри çапса илесшĕн. Çанталăк шăнтни шăпах лайăх, унсăрăн комбайн лаптăка кĕреймест, путать. Юр вара пире чăрмантармасть, - ăнлантарчĕ вăл. - Халĕ люцерна вăрри пулса çитнĕ. Маларах çапса илме çумăр чăрмантарчĕ. Паян ирех вырма тухнă. Çĕрĕпех ĕçлесен пĕтерĕпĕр-и, тен? Çумăр кăна ан çутăрччĕ.

Хуçалăхра ку культура - 120 гектар. Вăррине çапса илме 25 гектар хăварнă. Вырмана кая юлса тухнипе тухăç палăрмаллах чакнă. Çапах уйра выртса юлни мар-çке.

- Эпир ăна тасатса типĕтетпĕр. Кайран сутатпăр, люцерна вăрлăхне туянакансем пур. Тырăпа танлаштарсан вăл самай хаклăрах. Килограмне 100 тенкĕпе сутсан та хăй хакне кăларма, тупăш илме çитет. Хальлĕхе ăçта вырнаçтарасси пирки шухăшламан-ха. Ăна юпа уйăхĕнчех вырса илнĕ пулсан лайăхрахчĕ паллах. Тĕрĕссипе, Тутарстанра куккуруса, хĕвел çаврăнăшне, люцернăна çанталăк шăнтсан пуçтараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çак вăхăт тĕлне пулса çитеççĕ.

Фермер хуçалăхĕн комбайн çукран ăна Энĕшпуçĕнчи ĕçтешĕ Ольга Иванова хăватлă техникине парса пулăшнă.

Пысăк мар хуçалăхăн усă куракан çĕр – 160 гектар ытла. Уй-хирте тырă, люцерна, выльăх апачĕ туса илеççĕ. Пĕчĕк йышпах çĕр ĕçне пурнăçлаççĕ, вăкăрсем, лашасем усраççĕ. «Ĕне тытмастăп, ăна сума çынсем кирлĕ, - терĕ вăл. - Кун пек хамăр йышпах ĕлкĕрсе пыма пулать, техника та çителĕклĕ».

- Ют çĕршывран апат-çимĕç турттарма пăрахни хуçалăхра сисĕнет-и? Сирĕн продукци мĕнле сутăнать?

- Ăна вырнаçтарма çăмăлланчĕ темелле. Анчах юлашки вăхăтра çынсен укçа çитсе пыманни сисĕнет. Унччен халăх саппаслăх та илсе хуратчĕ, хак пирки турткалашса тăман. Пирĕн продукцие кăна мар, лавккари апат-çимĕçе те питех туянмаççĕ, укçа перекетлеççĕ. Килти хуçалăхра туса илнипех майлаштарма тăрăшаççĕ.

Лариса Арсентьева.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.