Арапуçĕнче чечексем те хитререх, сывлăшĕ те сиплĕрех

17 Ноя, 2016

Автансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла авăтаççĕ. Вăхăтран-вăхăта йытă вĕрнĕ сасăсем те хăлхана кĕреççĕ. Хапхасем те чĕриклетсе уçăлаççĕ. Ял куç умĕнчех тутлă ыйхăран вăранать... Пĕлĕтсем авă армак-чармак каркаланнă. Тем тĕрлĕ сăн пур унта. Çын кĕлетки те, вылякан ача ушкăнĕ те...

Çак сăнсем Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕн тăваттăмĕш класĕнчи ачасене уйрăмах савăнтараççĕ. Ара, вĕсем тăван тăрăха питĕ юратаççĕ-çке. «Çулла хĕвел-патша патне туртăнса чĕркуççи çÿллĕш чечек-курăклă уй тăрăх утса катана класпа çитетпĕр. Тĕрлĕ вăйă вылятпăр, çырла пухатпăр, чи кăмăла çĕклекенни — уçланкăра техĕмлĕ апат пĕçерни. Уйра хуранта янтăланă яшка-шарккуран тутли тата мĕн пур-ши? Çитес вăхăтра йĕлтĕр сырса юратнă вырăна васкăпăр. Кăвайт чĕртсе ăшăнăпăр», — теççĕ вĕсем хавхаланса.

— Тăван тавралăх — чи çывăххи. Çулталăкăн кашни вăхăчĕ килĕшет мана. Сăмахран, çулла хĕрÿ вăхăт. Вăрман çырла-кăмпапа, мăйăрпа пуян. Ăна хатĕрлеме ан ÿркен çеç. Хирте уçă, хĕвел шевли, çил вăйă вылять. Тăрисем чарăнмасăр тăрлатаççĕ, кураксем те çунаттисене хыçалалла меллĕ вырнаçстарса çынсем евĕр мăнаçлăн уткаласа çÿреççĕ. Е тата хĕллехи куна епле кĕтмĕн? Ирхи çанталăк уйрăмах хăй патне кăчăк туртать. Тÿпе утмăлтурат чечекĕ пек сенкер. Тухăç енчен пĕртен-пĕр çăлтăр çути курăнать. Шурăмпуç çăлтăрĕ вăл. Çутăлса килнĕ чухне те курăнаканскер. Тепĕр чухне алла ун енне тăсса ăна тÿперен татса пÿрте чупса кĕрес килет. Килтисене тĕлĕнтерес ĕмĕтпе ĕнтĕ, — çирĕплетет тем те пĕлме ăнтăлакан Артем Петров.

— Туслăх хуçаланать пирĕн тăрăхра. Пĕр-пĕрне пулăшас тетпĕр яланах. Эпĕ хама çут çанталăк тусĕ тесе шухăшлатăп. Урамра çÿресси, класпа кайăксем валли сырăш ăсталасси, çырма-çатрана йывăç лартасси — хăйне евĕр киленĕç. Кăчкă шăршиллĕ сывлăш варкăшать çуркунне. Çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Тумла янăраса ÿкет çĕре. Туратсем çинчен хуралнă юр ластăрр! йăтăнса анать. Кăмăлĕсем тулнăн, тураттине каллех силлесе илеççĕ те, тÿрленсе, пуçĕсене çĕклесе йĕри-тавра мăнаçлăн пăхса, çăмăллăн сывласа янă пек туйăнаççĕ йывăçсем. Таçта çитсен те, темле тăрăх тыткăнласан та тăван ялăмаллах туртăнăп. Арапуçĕнче çаран чечекĕсем те хитререх, пĕлĕтсем те çăмăллăнрах шуса иртеççĕ, сывлăш та сиплĕрех, çумăр та ăшăрах. Шыв сирпĕтсе, кулса-çиçсе, васкаса çăвăнать çĕр. Иртерех вăранса, хăвăртрах çăвăнса ĕçе тытăнам, ĕçĕм пит нумай тет ахăрт- нех çĕр-аннемĕр çав вăхăтра. Çапла, тăван тăрăхран хакли урăх нимĕн те çук, — мăнаçланать Владимир Мальков.

Пĕве пĕвелерĕм тесе çăлкуç çулне ан хупла

Тăваттăмĕш класра 19 ача пĕлÿ илет. Кашни хăйне евĕр пултаруллă. Ÿкерекенсем те, алă ĕçĕпе кăсăкланакансем те, сочинени çырма юратакансем те, спорт-сменсем те, çут çанталăк тусĕсем те пур кунта. Тата савăнмалли: чăн чăвашла калаçаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, тăван чĕлхене чун-чĕререн хисеплеççĕ.

— Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе,

Эс чи пахи, эс — чун уççи.

Тăван чĕлхе — ĕмĕрлĕхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи, — янăраттарчĕ Катя Николаева илемлĕ сассипе.

Вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыракан, ÿссен тухтăр е вĕрентекен пулма ĕмĕтленекен Маша Петровăра та тĕрлĕ енлĕ пултарулăх тапса тăрать. Ытти ача пекех чăвашла сăвă-калав вулама кăмăллать. Юлташĕсене те çавнашкал кĕнекесем алла тытма сĕнет. Акă вăл хăйĕн пысăк та çутă ĕмĕтне самантрах сăвă урлă кăтартса пачĕ.

— Эп — чăваш ачи, саватăп

Ĕмĕрхи Шупашкара.

Халь вăл çÿллĕ те, паха та,

Тек лармасть лупашкара.

Шупашкар вăл — манăн шанчăк,

Çутă ĕмĕт, аслă шкул.

Вĕренсе тухсан аванччĕ,

Аслă пулĕччĕ ман çул.

Çак сăвăпа пĕрле хавассăн çĕкленсе, ăмăрткайăк евĕр вĕçсе хĕвел патнех çитетĕп. Ăна ярса илсе çути-шевлине Атăл çине тăкатăп. Унтан çÿлтен-çÿлтен тăри пек персе анса, чечексемпе çулçăсем çинчи сывлăм шăрçисене пуçтарма пикенетĕп. Чăваш сăвви çÿлелле ывăтать мана, савăнтарать, ăшăтать. Чăваш сăвви... Унта тăп-тăрă сенкер тÿпен чăнкăртатăвĕ те, Арапуç улăхĕнчи пин-пин чечекĕн капăрлăхĕ те, çаранра тутлă апат пĕçерме тивертнĕ кăвайтăн хĕлхемĕ те пур. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Кирилл пиччерен тĕслĕх илетĕп мĕн пĕчĕкрен. Вăл та «5» паллăпа кăна вĕренет. Тухтăр пулма ĕмĕтленет вăл та. Мĕнех, çемьере пĕр пек профессиллĕ икĕ çын пулни пушшех те аван-çке! Манăн вара вĕренме аякка каяс килмест, Шупашкара чун туртать. Тăван тăрăха килсе çÿреме те çывăхрах çитменнине, — тет мал ĕмĕтлĕ Маша.

— Атте-аннен чĕлхине манма юраманнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та кашни кун чăвашла калаçатпăр, вулатпăр, изложени-сочинени çыратпăр. Çакă пире ăс-тăна çивĕчлетме, тарăннăн шухăшлама, аслисене хисеплеме вĕрентет, — палăртрĕ хăй шухăшне Владимир Мальков та.

— Пĕлетĕн-и, Володя, пирĕн тăрăхри пĕвесенчи пулăсем те чăвашла калаçаççĕ, чăвашла ишеççĕ. Эпир те çав пĕве хĕррине витре йăтса, чăвашла калаçса пулă тытма ăмăртмалла васкатпăр, — йăл кулса сăмах çăмхине сÿтрĕ Настя Руссанова.

Тăваттăмĕш классен ертÿçи — Людмила Геннадьевна Тимофеева ку шкулта 26 çул ĕçлет. Ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшаканскер чăвашлăхшăн хыпса çунать.

— Чылай ялта ачасем «вырăсланни» чуна пăшăрхантарать. Пирĕн шкулта апла мар. Атте-анне чĕлхине упратпăр эпир, ахах пĕрчи евĕр. Вырăсла пĕлетĕп тесе чăваш чĕлхине манмалла-им? Сăмахран, типчĕр-ха çырмасем — вĕçсĕр-хĕрсĕр сарăлса выртас çук аслă тинĕс. Ан пулччăр сукмаксем — пулас çук аслă çул. Пĕве пĕвелерĕм тесе çăлкуç çулне ан питĕр. Аслă çул хыврăм тесе пĕчĕк çула ан картла. Юнашар вăрман ешерет тесе уй варринчи йывăç саншăн ытлашши ан пултăр... Апла пулсан чăваш чĕлхине пурин те хисеп-лемелле, юратмалла, — тет Людмила Геннадьевна.

Туслă тăваттăмĕш класс тĕрлĕ кружокра та пултарулăхне туптать. Кăмăлтан çÿреççĕ унта вĕсем.

Çитес çул вара хăйсен пысăк ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ĕмĕтленеççĕ Арапуç хастарĕсем. Велосипедпа юнашар ялсене çитсе курас тĕллевлĕ. Асăнмалăх сăн ÿкересси, çут çанталăкра тĕрлĕ вăйă вылясси, пулă тытса шÿрпе пĕçересси — вĕсене тыткăнламаллипех тыткăнлать.

 

Урокри пуканесем «калаçаççĕ», «йăл кулаççĕ»

Пĕрремĕшĕнче тăхăр ача. Класс ертÿçи — Маргарита Валерьевна Крылова. Шкулта вăтăр пĕр çул ĕçлекенскер уроксене хăйне евĕр ирттерет.

— Пуканесемпе усă куратпăр. Вĕсем пирĕн «калаçаççĕ», «кулаççĕ», «ташлаççĕ», «алă çупаççĕ». Тата та кăмăлли — ачасене «ыйту» хыççăн «ыйту» параççĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем çакăншăн питĕ хĕпĕртеççĕ, вĕренес туртăмĕ тата вăйланать. Кашни ытларикун, пиллĕкмĕш урокра ятарлă кружок иртет. Тĕпренчĕкĕсен пултарулăхĕпе паллашма ашшĕ-амăшĕ те килет. Çакнашкал уроксем йĕркелени пĕр-пĕринпе хутшăнма, чĕлхене аталантарма пулăшать, — çирĕплетет мал ĕмĕтлĕ педагог.

Çĕнĕ Мăнтăрта пурăнакан Маргарита Валерьяновна мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхине юратнă. Хаçат-журнал вуланă, пĕчĕк калав-сăвă, заметкăсем шăрçаланă. «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçатпа туслă пулнă. Хăйĕн ĕçĕсем хаçат страницисенче кун çути курсан чунтанах хĕпĕртенĕ. Юратнă кăларăмĕн кашни номерне типтерлĕн пухса пынă хастарскер.

Çĕнĕ Мăнтăр шкулĕнче ĕçленĕ чухне те кашни ачана хаçат-журналпа туслаштарнă. Сăвă-калав çырма ăнтăлаканскерсемпе уйрăмшаррăн ĕçлеме те вăхăт тупнă.

— Ара, хам та çырма юрататăп та вĕренекенсен кăмăлне епле хуçмалла? Пултарулăхĕсене кура вĕсене сĕнÿ-канаш пама, çырас ăсталăха аталантарас тесе тăрăшрăм. Вĕренекенсен ĕçĕсем час-час «Тантăшра» кун çути куратчĕç. Ачасем хĕпĕртетчĕç. Пĕррехинче «Тантăш» уявне Шупашкара кайрăмăр. Хаçат çырăннисен хушшинче лотерея выляттарчĕç. «Велосипед хуçи — Маргарита Валерьяновна Крылова!» — тенине илтсен, малтанах ĕненмерĕм. Унтан сцена еннелле савăнăçлăн утăмларăм... Çук, «Тантăш» парнине киле илсе каймарăм ун чухне, шкулта хăвартăм. Эх, ачасем мĕн тери хăпартланса черетпе ярăнатчĕç унпа! Шел, пĕлÿ çурчĕ хупăнчĕ. Ĕнтĕ велосипед та килте. «Пионер сассипе» «Тантăш» хаçатсем те маччара типтерлĕн упранаççĕ. Вĕсен кашни номерĕ маншăн паха. Иртни аса килсен унта улăхатăп та юратнă кăларăмсемпе çĕнĕрен паллашатăп. Страницисене уçкаланă май, хам та сисместĕп, куç умне ачалăх шуса тухать... — терĕ Маргарита Валерьяновна тарăн шухăша путса.

Паян вара хастар педагог кашни кун Арапуç шкулне васкать. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшать. Вĕсемшĕн тăрăшнăранах Шупашкара кайсан урокра усă курмалли пуканесем, маскăсем, тĕрлĕ картинка туянать. Ара, учителĕн тĕп тĕллевĕ ачана лайăх пĕлÿ панисĕр пуçне унăн чĕрине илем кÿресси, ырă кăмăл парнелесси-çке. Черчен чунлă ачасем валли çĕнĕлĕх шухăшласа кăларса урока яланах хаваслă та усăллă ирттерме тăрăшать вăл. Ывăнса çитсен вĕренекенсен тимлĕх сĕвĕрĕлнине аван пĕлет вăл. Ăна сирме майне самантрах тупать.

— Ÿкерчĕксем тăвăпăр, альбомсене кăларăр, — яланхиллех ăшшăн калаçрĕ вĕренекенĕсемпе педагог паян та.

Вĕренекенсем альбомĕсене парта çине уçса хуричченех шарламасăр тăхтаса тăчĕ хăй. Вара тÿрĕ лармалли çинчен асăрхаттарчĕ.

— Мĕнле ÿкерчĕксем тумалла-ши? — кăсăкланчĕç малтанах пĕчĕкскерсем.

— Тен, хĕллене сăнлар! — терĕ ушкăнран пĕри сасартăк.

— Сăртран çунапа ярăнннине те ÿкерме пулать, — терĕ тепри парта хушшинчен ялтах сиксе тăрса.

— Юрĕ, юрĕ. Кашниех хăй мĕн кăмăллать, çавна ÿкертĕр, — йăл кулчĕ педагог çавăнтах.

Пыл хурчĕ пек шавлакан класс сасартăк шăпланчĕ. Пурте тăрăшса ĕçе пикенчĕç...

 

Тăххăрмĕшсем

Тăххăрмĕш классем çеç шухăшлă. Ара, вĕсен умра хĕрÿ тапхăр-çке. Экзаменсем тытмалла, хыççăн урăх шкула пĕлÿ илме каймалла пулĕ. Хăшĕ-пĕри вара хулари училищĕсемпе колледжсене, техникумсене çул тытĕ.

— Тăхăр çул хушшинче пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнтăмăр, ĕнтĕ çулсем уйрăлаççĕ. Шел, пирĕн шкул тăхăр класлă çеç. Тепĕр икĕ çул ним шухăшсăр пурăннă пулăттăмăр та çав, — теççĕ хĕрсемпе каччăсем.

...Арапуç шкулĕнче ăшăлăх тапса тăрать. Кунта пурте чăвашла калаçаççĕ, вулаççĕ, шухăшлаççĕ, сывлăх сунаççĕ. Стенасем çинчи чылай плакат та чăвашла. Малашне те «Тантăш» хаçатпа, «Тетте» журналпа тата та тачă çыхăну тытса ĕçлессе пĕлтерчĕç педагогсемпе вĕренекенсем.

Элиза ВАЛАНС.

Вăрмар районĕ,

Арапуç шкулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.