55 çул каялла…

17 Ноя, 2016

1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче чун-чĕрере нихăçан тÿрленейми тарăн суран хăварнă хăрушă пулăм тавралăха кисретнĕ. Çак кун Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнчи пушарта 106 ача, 4 вĕрентекен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Чылай çемьене нимĕнпе виçейми хурлăх илсе килнĕ вăл.

Инкек пулнăранпа 55 çул çитрĕ. Çак куна асăнса Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп тытăмĕн ĕçченĕсем пушарпа ĕçлевлĕх ăмăртăвĕсем ирттерчĕç. Çамрăк пушарнăйсен 33 ушкăнĕ Шупашкарти «Промтрактор-Промлит» заводăн спорт манежĕнче пухăнчĕ.

Спорт мероприятине Станислав Антонов генерал-майор уçрĕ.

— Эпир сирĕнпе çулсеренех çак манежра тĕл пулатпăр. Паянхи ăмăртăва Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи пушарта ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнисене асăнса ирттеретпĕр.

Çакна та палăртас килет: иртнĕ турнирта 19 дружина хутшăннă пулсан кăçал 33 ушкăн вăй виçĕ. Пурне те ăнăçлă ăмăрту сунатăп, — терĕ вăл.

Раççей гимнĕ янăранă вăхăтра пĕлтĕрхи турнир чемпионĕсем — Шупашкарти 24-мĕш шкул вĕренекенĕсем — çĕршыв ялавне хăпартрĕç.

Çамрăк спортсменсем виçĕ ушкăна пайланчĕç: кĕçĕннисем — 12-13, вăтаммисем — 14-15, аслисем 16-17 çултисем.

Арçын ачасемпе хĕрачасем пушарпа ĕçлевлĕх ăмăртăвĕн йĕркипе килĕшÿллĕн иртекен тĕрлĕ дисцип-линăра тупăшрĕç. Пĕрремĕш тапхăрта чăрмавсене парăнтарса, çав вăхăтрах пушар сÿнтермелли шланга кирлĕ пек вырнаçтарса 100 метрлă дистанцие чупса тухрĕç. Çавăн пекех ятарлă пусмапа иккĕмĕш хутри штурм башни çине хăпарчĕç тата ытти енĕпе вăй виçрĕç. Пур дисциплинăна та хăвăрт тата тĕрĕс пурнăçламаллаччĕ.

Кашни ушкăн аван хатĕрленни тÿрех палăрчĕ. Тÿресем чи вăйлисене, хастаррисене, çаврă-нăçуллисене пысăк балсемпе савăнтарчĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе килĕ-шÿллĕн ушкăнсен хушшинче Шупашкарти 24-мĕш шкул тата Муркаш районĕнчи «Çамрăк техник станцийĕ» мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем тата Комсомольскинчи 1-мĕш шкул ушкăнĕ йышăнчĕç. Шупашкарти 41-мĕш шкул тата Канаш районĕнчи Уçырма командисем виççĕмĕш тухрĕç. Тÿресем ăмăртăва хутшăннă чи çамрăк спортсмена — тĕп хулари 37-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Московкина та — парнепе хавхалантарчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене республикăри ВДПО ĕçченĕ Роза Масленникова тата Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп тытăмĕн начальникĕн заместителĕ Николай Петров кубоксемпе, парнесемпе чысларĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

СăнŸкерчĕксенче: ăмăрту саманчĕсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.