ИММУНИТЕТА ÇИРĔПЛЕТЕТ

16 Ноя, 2016

Шурă купăста — пахчари чи усăллă çимĕç. Витаминсен тулли пуххипе пуян пулнă май вăл иммунитета çирĕплетет. Ăна подагрăпа, ват çулĕсен чул чирĕпе, вăрах холециститпа, сахăр диабечĕпе, анемипе, бронх астмипе аптракансен диета апатланăвне кĕртеççĕ.

Купăстара тартрон йÿçекĕ те пур. Унăн çыхăнăвĕсем углевода çăва куçма чăрмантараççĕ, ытлашши çăва вăл уйрăмах нумай пухăнакан вырăнсенчен — пĕçĕрен, хырăм тĕлĕнчен — кăларма пулăшаççĕ. Çавăнпа купăста начарланас текенсемшĕн питĕ кирлĕ çимĕç пулса тăрать.

Хырăмлăх язви

Купăста пуçне вĕтетсе нимĕрлемелле, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15-20 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле.

Курс — икĕ эрнерен пуçласа пĕр уйăх таран.

Экзема

Купăста çулçине кăштах лÿчĕркемелле, чирлĕ ÿт çине хурса бинтпа çирĕплетмелле. Икĕ-виçĕ кун тытмалла. Унтан çыхха илмелле, ÿте çумалла, çĕнĕ çулçă хумалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Ÿслĕк

Тин юхтарнă купăстапа кишĕр сĕткенĕсене çуршар стакан илсе хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ сахăр хушмалла. Кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Ангина

Купăстан 4-5 çулçине шывра çемçеличчен пĕçермелле. Çулçисене кăларса илмелле. 1 стакан шĕвеке 3 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне 4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — пыр ыратни иртиччен.

Шута илме: чĕрĕ купăста /сĕткенĕ мар/ хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк, панкреатит чухне, вар-хырăм чирĕсем вĕрĕлнĕ тапхăрта юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.