Пыл туса илесси отрасль шайне хăпартăр
Хăшпĕр тавара пысăк пĕлтерĕшне тата хаклине кура ылтăнпах танлаштаратпăр. “Хури”, “симĕсси” мĕне пĕлтернине пĕлетпĕр. Пыла та ылтăнпа танлаштарас килет. Ĕçчен хуртсемсĕр ăна никам та хатĕрлеме пултараймасть. “Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт” тени ăнсăртран мар. Анчах пĕчĕк туссем юлашки çулсенче пысăк йывăрлăх тÿсеççĕ.
Вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем хăйсен пăшăрханăвне пĕр-пĕринчен пытармаççĕ. Кăçал нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕсем ĕçлĕ тĕлпулăва пухăнчĕç. ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков /Патăрьел районĕ, Турхан/ республикăри паллă ăстасене пыл туса илес ĕçе йышлăрах хутшăнтарас, ытти регионти хурт-хăмăрçа та явăçтарса вĕсен опытне чăваш хутлăхĕнче сарас тĕллевпе тунă пуçарăвĕ регионсен хушшинчи конференцие çитиех çĕкленчĕ. Мари, Тутар республикисенчен килнĕ ăсчахсен сăмахĕ тарăн шухăша ячĕ. Пыл тата пылак ытти çимĕç парнелекен хуртсемпе туслă çынсем — вăрăм ĕмĕрлĕ. Вĕсен çумне чир-чĕр çулăхмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ Валерий Дзюбенко ăста /Мари Эл/ студентсене: “Ĕмĕр çамрăк пулас килсен утар тытăр, хуртсенчен ан ютшăнăр”, — терĕ.
Дамир Исхаков врач-апитерапевт /Тутарстан/ утарçă çу каçипе нумай чиртен сипленнине пĕлтерчĕ. Вĕллесенчен сарăлакан ырă шăршăллă пылак сывлăш ÿпке, чĕре, ытти орган ĕçне лайăхлатать, сывлавăш çулне тасатать. Кăмăл çĕкленет, ывăнни иртет. Элĕк районĕнчи Якунекасси ялĕнчи Иван Григорьев та çирĕплетет çакна. 44 çул хурт-хăмăр ĕрчетет вăл, 80 ытла вĕлле тытать. Ăна пула мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсем те вĕлле хурчĕсемпе туслă.
Шел те, пылпа пылак ытти çимĕçе туса илесси çак ĕçе чунтан парăннă çынсем çинче тытăнса тăрать. Çав вăхăтрах отрасль шайне хăпараймасть. Хурт йышĕ, продукци илесси республикăпа Раççейре çеç мар, тĕнчере те çуллен чакать. Тĕрлĕ чир сарăлни, вĕсемпе кĕрешмелли препаратсен витĕмĕ вăйсăрри, апат чакни, утарçăсен пĕлĕвĕ тивĕçтерменни, ытти самаях ура хурать. Хуçалăхсем çеçкене ларакан культура сахал акаççĕ. Хуртсене вар-хырăма лайăх ĕçлеттерме нектар кирлĕ. Вăл çук чухне хатĕр пыла тапăнаççĕ. Ама хуракан çăмартана та тиркемеççĕ. Акă мĕншĕн йыш хушăнмасть. Сивĕ хĕле çухатусăр каçмалăх вăй пухма çурла-авăн уйăхĕсенче нектар апачĕ кирлех. Çавăнпа та уй-хирте е улăх-çаранра кашни уйăхрах çеçке çуракан культура пулмалла.
Тепĕр хăрушлăх та пур. Тавралăх чечекрен чухăнран тĕкĕлтура, сăрă хурт, сăпса ямăт апатшăн вĕллене тапăнаççĕ. Хуртсене йăлтах тĕплеççĕ. Лешсем маларах сиссе ĕлкĕрсен тарса пытанаççĕ-ха, анчах пылакпа хăналаннă сăтăрçăсем хыççăн каялла таврăнсан та “тăшман” шăрши вăйлă çапнăран вĕллене тек кĕмеççĕ, ăçталла та пулин вĕçсе кайса куçран çухалаççĕ. Çавăнпа кĕр енне питĕ сыхланмалла. Ют хуртсем çывхарнине асăрхасанах хăваламалла, вĕлле шăтăкне хупламалла. Каçхине — пушшех те.
Хуртсем сивве тÿсĕмлĕ. Çителĕклĕ апатлансан чиперех хĕл каçаççĕ. Анчах йĕпе-сапа, витĕр çил вĕрни вĕсемшĕн вилĕмпе танах.
Республикăра хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре капланнă ыйтусене кашни ăстан уйрăммăн мар, пĕр йыша пĕрлешсе татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ. Николай Пирожковсем пек хастарсене пула кăнтăрти районсенче вĕлле тытакансем вăхăтран-вăхăт пуçтарăнса канашлаççĕ-ха, анчах республика шайĕпе — сайра-хутра. Аграри специалисчĕсене сĕт, аш-какай, çăмарта туса илни кăсăклантарать. Пылпа унăн продукчĕсем пирки калаçнине вара илтмен. Чăвашстат “Хыпара” ярса паракан материалсенче те çакăн çинчен асăннине асăрхаман. Пылак çимĕç уссине пĕлмен çын çуках-тăр. Сахăрпа /”шурă вилĕмпе”/ виçерен иртсе усă курсан вăл чăнласах чире ярать, çынна урасăр тăвать, юлашкинчен вĕлерет. Çав вăхăтрах организм пылаксăр пурăнаймасть. Сахăра пыл улăштарать. Вăл йăлтах ирĕлет — организм хăвăрт йышăнать. Çавăнпа пур ÿсĕмри çыншăн та усăллă. Специалистсем ача садне, шкула çÿрекенсене, çĕршыва хÿтĕлекенсене пыл чейĕ ĕçтерме сĕнеççĕ. Çакă Японире практикăна кĕнĕ.
Хурт-хăмăр ĕрчетни пылак çимĕçсем туса илнинчен ытла ял хуçалăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Культурăсене, уйрăмах пахчаçимĕçе, лайăх шăркалантармасăр пысăк тухăç илеймĕн. Ăсчахсем: “Çунатлă хуртсем пулмасан тĕнче пĕтет”, — тесе тĕрĕс каланă. Апат-çимĕç саппасне хывмасан этемлĕх выçăпа касăхĕ. Данире, сăмахран, вĕлле хурчĕсем улмуççие, черешньăна, клевера шăркалантарса фермерсене 108,8-181,1 млн долларлăх усă кÿреççĕ. Анчах вĕсем вируса, бактерие, кăмпана, сăвăса тата пестицида пула пысăк инкек тÿсеççĕ — чылай чухне ушкăнпах пĕтеççĕ.
Хурт çемйисене ĕрчетес тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах пуррине упрамалла, ăратне çĕнетмелле. Вĕсене хăй еккипе мар, тĕллевлĕн хунаттармалла. Вăл ял хуçалăхĕн пĕр отраслĕ пултăр. “Пыл сахал мар вĕт, пуррине вырнаçтараймастпăр”, — текенсем те тупăнкалаççĕ. Пурришĕн пăшăрханар мар. Пылак çимĕç панулми, хăяр е помидор пек пăсăлмасть, нумай вăхăт упранать. Питех ытлашши пулсан экспорт рынокне тухмалла. Район центрĕсенче хатĕрлев кантурĕсем уçмалла! Республикăра çителĕклĕ туса илейĕпĕр-ши? Тÿрех калатăп — çук. Интернета ĕненес тĕк, çуллен вăтамран — 600-700 тоннăна яхăн /чи нумаййи — 2013 çулта: 920 тонна/. 650 тоннăпа шутласан кашни çын пуçне çулталăкĕпе те — çур килограмм çеç! Нумай-и çакă?
30-35 çул каялла пыла, тĕпрен илсен, çăкаран илнĕ. Республикăри 510,7 пин гектар вăрмантан çăкалăх 48 пин гектар /9,4%/ çеç юлнă. Илепер, фацели, хуратул лаптăкĕсем те пĕчĕкленеççĕ. Çуркуннепе кĕркунне шыв-шур тăпрана юхтарасран кĕрешмелли уйăхлăхсенче нектар нумай паракан йывăçсем лартмалла, улăх-çарана, утă хатĕрлемелли лаптăксене пыл ытларах пухма пулăшакан чечек-курăкпа çĕнетмелле.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментировать