Тав сăмахĕ — чи пысăк хаклав

16 Ноя, 2016

Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Çулталăкри чи лайăх врач» вунулттăмĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисене кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Красногорск районĕнчи «Архангельское» усадьбăра чысланă самант уншăн нихăçан та манăçмĕ. Çак конкурса РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2000 çултанпа йĕркелет. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ медицина организацийĕнче иртет, çĕнтерÿçĕне коллективăн пĕрлехи пухăвĕнче палăртаççĕ, иккĕмĕшĕнче конкурсçăсене федерацин тата РФ субъекчĕсен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ĕç тăвакан органĕсен комиссийĕсем суйласа илеççĕ, виççĕмĕшĕнче вара кăтартусене тĕп комисси пĕтĕмлетет.

Раççейре палăрнă

Чăваш Енрен конкурса иккĕн хутшăннă: Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн врачĕ Маргарита Давыдова тата онкологи клиникин диспансерĕн патологоанатомĕ Евгений Москвичев. Палăртма кăмăллă: «Васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕ» номинацире Маргарита Николаевна – иккĕмĕш, «Чи лайăх эксперт» номинацире Евгений Васильевич виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарнă, Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова аллинчен наградăсем илнĕ.

Ĕçтешĕсене çĕнтерÿпе ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова саламланă май вĕсем хальхи саманан чăн-чăн паттăрĕсем пулнине, сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансемшĕн, уйрăмах çамрăк специалистсемшĕн ырă тĕслĕх шутланнине палăртнă.

Çĕршыв шайĕнче тупăшма ентешсене çăмăл пулман: 36 номинацире вăй виçмешкĕн Раççейĕн 66 субъектĕнчи 658 врач кĕрешĕве тухнă. Хăйсен ĕç-хĕлĕ çинчен туллин çырса кăтартма, фильм ÿкерме, фоторепортаж хатĕрлеме, пациентсемпе ĕçтешĕсем вĕсен тăрăшулăхне мĕнле хакланине палăртма тивнĕ.

«Тĕрĕссипе, конкурсра мала тухма пултарасса кĕтмен те. Тăрăшсан, ăнтăлсан тĕллевсене çĕнсе илме май пуррине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Пире кура çакнашкал мероприятисене ĕçтешсем те хутшăнас тĕллевлĕ. Паллах, кăмăл пуррисене тупăшăва тĕплĕн хатĕрленмешкĕн пулăшма яланах хатĕр, ку енĕпе опыт пур ĕнтĕ», — тет Маргарита Николаевна.

Сăмах май, Чăваш Ен врачĕсем Раççей шайĕнчи конкурсра иккĕмĕш çул мала тухнă /пĕлтĕр «Чи лайăх онколог» номинацире Сергей Агафонкин пĕрремĕш вырăн йышăннă/.

Маргарита Давыдова шухăшĕпе — асăннă наградăна çĕнсе илмешкĕн хăй кăна мар, ĕçтешĕсем те сумлă тÿпе хывнă. Тĕрĕсрех каласан, çакă — Чăваш Республикин çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хаклани те: пирĕн хутлăхри сывлăх сыхлавĕн хастарĕсем ытти регионти ĕçтешĕсенчен юлмаççĕ. Тен, ирттереççĕ те? Ахальтен-и Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви икĕ параметра — терапи участокĕнче вилекенсен шутне тата васкавлă пулăшăва чĕнсе илнин кăтартăвĕсене — тĕпе хурса хатĕрленĕ тата пичетлесе кăларнă «Раççейĕн чи лайăх 500 врачĕ» рейтингра республикăри тăхăр врач ТОР-500 йышне кĕнĕ.

Вĕсем — икĕ турта хушшинче

Маргарита Николаевна Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Хулари 24-мĕш шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче пĕлÿ илнĕ, 1989 çулта васкавлă медицина пулăшăвĕн тытăмĕнче тăрăшма тытăннă. Сиплев ĕçне студент çулĕсенчех кÿлĕннĕ: В.И.Чапаев ячĕллĕ медсанчаçĕн терапи уйрăмĕнче тата Республикăри 1-мĕш клиника больницин торакаль /хирурги/ уйрăмĕнче медсестрара тăрăшнă, аслă юлташĕсен опытне ăса хывнă.

Сăмах май, асăннă службăн автопаркĕ çулленех тĕрекленсе пырать, 2017 çулта ăна тĕпренех çĕнетсе çитерме палăртнă. Çакă вара республикăра пурăнакансене тивĕçтерекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме май парать. «03» службăна хальхи вăхăтра уйăракан автомобильсем — хăтлă, вĕсене вибрацирен, шăв-шавран шанчăклă хÿтĕленĕ, салонра çутă та ирĕклĕ. Вĕсем патшалăх стандарчĕсене туллин тивĕçтереççĕ тата пурне те хамăр çĕршывра туса кăларнă техникăпа, медицинăн хальхи йышши кăткăс оборудованийĕпе — кардиографсемпе, дефибрилиаторсемпе, глюкометрсемпе, небулайзерсемпе — пуянлатнă. Васкавлă пулăшу тытăмĕнче 30 çула яхăн тăрăшакан Маргарита Давыдова çĕнĕлĕхсене пысăка хурса хаклать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе сĕннĕ «Ĕç çыннин çулталăкне» халалласа кăçал Республикăри клиника больницин картишĕнче «Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн ылтăн фончĕ» Хисеп хăми уçăлнă. Унта пултаруллă та пуçаруллă, халăх ячĕ-сумне çĕнсе илнĕ 140 сиплевçĕ сăнне вырнаçтарнă. Вĕсен йышĕнче Маргарита Давыдова та пур. Маттур хĕрарăм чыслава пархатарлă ĕçĕшĕн, чирлĕ çыннăн пурнăçне çăлассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр кĕрешнĕшĕн /васкавлă медпулăшу хастарĕсем сывлăх хуралĕнче талăкĕпех тăнине асра тытар/ тивĕçнĕ.

Васкавлă пулăшу кĕтекен вара сахал мар, уйрăмах каçхи-çĕрлехи сехетсенче: пĕри çул-йĕр аварине лекнĕ, тепри хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнипе çÿлтен персе аннă, виççĕмĕшне инсульт е инфаркт çапса хуçнă. Кун пек чухне кашни самант хаклине тĕпе хурса бригада членĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама пикенеççĕ. Сăмах май, водительсене те малтанхи пулăшăвăн тата реабилитацин мелĕсене ятарлă курсра хăнăхтарнă. Пĕрлехи вăйпа çын пурнăçне çăлса хăварассишĕн кĕрешеççĕ. Васкавлă пулăшу тытăмĕ сиплевĕн ытти учрежденийĕнчен пĕчĕк ушкăнăн шăнăрĕ-пĕрлĕхĕ çирĕппипе уйрăлса тăрать те ĕнтĕ: тухтăр-и эсĕ, фельдшер-и е водитель-и — субординаци палăрăмĕ çук, пурте — икĕ турта хушшинче.

Ку çеç-и? Васкавлă пулăшу врачĕсем çире пур хĕрарăма çул çинче ача çураттарнă тĕслĕх те сахал мар. Маргарита Николаевна хăех чĕнсе илнĕ хваттерте е машина салонĕнче тăхăр пепкене кун çути парнелеме хутшăннă. Малтанхи пулăшăва вăхăтра тивĕçнипе вилĕме çĕнтерме пултарнă çынсенчен: «Тавах, тухтăрăм, сана», — тенине вăл пĕрре кăна мар илтнĕ. Чĕререн тухакан çакăн йышши ырă сăмахсем — чи хаклă парне, вĕсем кăмăла çĕклеççĕ, вăй-хал парса тăраççĕ тата тимлĕрех пулмашкăн хистеççĕ.

Тухтăр палăртнă тăрăх — васкавлă пулăшăва пур-çукшăнах чăрмантаракан та сахал мар. Ăна кĕтекенсен хушшинче СПИДпа е С гепатитпа, ерекен ытти амакпа нушаланакан та тĕл пулать. Çавна май тухтăрсен хăйсен те асăрхануллă пулма тивет.

Професси кăна мар, пурнăç тĕллевĕ те

Васкавлă медицина пулăшăвĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем — медицинăна чунпа-юнпа парăннă çынсем, врач тени вĕсемшĕн професси кăна мар, пурнăç йĕрки те, çын пурнăçне çăлса хăвармашкăн яланах хатĕр пулни те. Кун пек чухне çывăх тăванĕсем ăнланма пĕлни, хавхалантарса тăни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Маргарита Николаевна ку енĕпе хăйне ăннă тесе шухăшлать. Çемьери тăнăçлăх, килĕшÿлĕхпе çураçулăх, мăшăрĕ ăна çур сăмахранах ăнланни, ачисем çитĕнĕвĕсемпе савăнтарни хăват хушать. Аслă хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран химфармацевта вĕренсе тухнă, халĕ хими кафедринче ĕçлет, студентсене вĕрентет, кĕçĕнни хулари 4-мĕш лицейре вĕренет, амăшĕ пекех тухтăр пулас тĕллевлĕ.

Маргарита Николаевна вара унăн ÿсĕмĕнче çакнашкал ĕмĕтпе çунатланман. Вăл саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕн пурнăçĕ татăлнă. Ашшĕ ун чухне: «Хĕрĕм, эсĕ тухтăр пулнă тăк аннÿне çăлса хăвараттăнччĕ», — тени чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Хăйĕнчен пĕр çул кĕçĕнрех шăллĕпе иккĕшне ашшĕ пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ авă пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнăскере хĕрĕн çемйи хÿтте илнĕ. Кунта вăл хăйне хăтлă туять, кирлĕ самантра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен тухтăр та юнашарах.

«Эпĕ чăннипех телейлĕ: мăшăрпа килĕштерсе пурăнатпăр, хĕрĕмсем хисеплеççĕ, юратнă ĕçĕм пур, савăнăçа пĕрле пайлама, йывăрлăхра пулăшма хатĕр юлташ йышлă, — тет Маргарита Давыдова. — Ĕçрен пушă вăхăта дачăра ирттеретпĕр. Улми-çырли, пахчаçимĕçĕ — пĕтĕмпех хамăр çитĕнтерни. Çуллахи-кĕрхи вăхăтра кăмпана çÿреме кăмăллатпăр».

Ашшĕ-амăшĕн тăван тăрăхне те манмаççĕ вĕсем — Етĕрне тăрăхĕнчи Тептĕри, Вăрмар хутлăхĕнчи Кĕлкешри тăванĕсем патне çитсе килмешкĕн ерçÿллĕ самант тупаççех.

Валентина СМИРНОВА.

Шупашкар хули

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.