Çылăхсăр хĕр шырани
Кирек мĕнле общежитире те — пĕчченнисен-и е çемьеллисен-и — вахтер пур. Кам патне те пулин кĕрес тесен паспорт е урăх документ хăвармалла. Каç еннелле пырсан миçе сехетчен ларма юрани пирки те асăрхаттараççĕ.
Шупашкарти пĕр пысăк общежитие халăхра «хĕрсен мăнастирĕ» тетчĕç ĕлĕкрех. Ваçук Снегирев шофер кун пирки пĕррехинче вахтертан çапла ыйтрĕ:
— Сирĕн мăнастире пачăшкăсене ним чăрмавсăр кĕртеççĕ пуль?..
— Пачăшкă — Турă чури, ăна чармастпăр, — хуравларĕ утмăл урлă каçнă вахтер, Пăлаки аппа.
— Ĕнер пакунлисене ма кĕртрĕн тата? Саккун чури тесе-и? — хăпмарĕ Ваçук. — Эпĕ шофер кăна. Ахаль те кунĕпе руль çавăрса алă-ура ывăнать тата пулас арăм патне килсен те сан умра тăпăртатса тăмалла-и? Чĕнместпĕр ак сана хамăрăн туя...
— Качча тухакан кашни хĕр телейĕшĕн черкке тытсан эпĕ тахçанах алкаша тухмалла. Ут каялла, — сăмса айĕпе кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ вахтер.
Ваçук килни çинчен кайран вăл леш куç хывнă хĕре — Анфисăна – кала-кала пачĕ. «Ан кĕрт! Тăтăр урамра. Тен, ытларах юратма пуçлĕ, — юри Пăлаки аппа майлă пулчĕ Анфиса. — Çитменнине тата вăл мана экзамена хатĕрленме чăрмантарать. Тепĕр уйăхран манăн диплом хÿтĕлемелле.
— Тĕрĕс тăватăн. Диплом пулсан каччă татах тупăнать. Вăхăтра вĕренсе юлмалла. Кĕнеке алла тытма ÿркеннине пулах ĕнтĕ... сисмесĕрех ват хĕр пулса юлтăм хам та.
Çак калаçу хыççăн Анфисăпа Ваçук темиçе хутчен те тĕл пулчĕç. Вĕсен шухăш-ĕмĕчĕ пирки, паллах, никам та пĕлмест. Çуркуннехи пĕр хĕвеллĕ кун Анфиса пурăнакан общежитин пĕр чÿречи тĕлне «ЗИЛ» автомашина пырса чарăнчĕ. Водитель кантра тăрăх виççĕмĕш хута хăпарчĕ, уçă чÿречерен шалалла сикрĕ.
Çур сехетрен пĕрне-пĕри хулĕсенчен çавăтнă Ваçукпа Анфиса тухрĕç те вахтăра ларакан Пăлаки аппа умĕнче вăхăтлăха чарăнса тăчĕç.
— Ну, Пелагея Афанасьевна, эпир пĕрлешнĕ ятпа сире, — терĕ те Ваçук вахтер умне шампань эрех лартрĕ. — Тавтапуç сире эпĕ юратакан хĕре тĕрĕс-тĕкел упраса усранăшăн. Мăнастирти хĕрсем çылăхсăр.
Александр УНГИН
Комментировать