Çĕмĕрлесен çăхавĕ, никам пĕлмен завод...
Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн ертÿçисене, депутачĕсене тав тунинчен пуçларĕ. Сăлтавĕ - виçĕм кун вĕçленнĕ сессире парламентарисем республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджетне йышăнни. «2014 çула финанс докуменчĕпе кĕретпĕр, - кăмăллăн палăртрĕ Михаил Васильевич. - Халĕ Правительствăн тивĕçлĕ йышăнусем хатĕрлемелле. Бюджетра пăхса хăварнă укçапа туллин тата вăхăтра усă курассине тивĕçтермелле. Строительствăпа çыхăннă ĕçсем тăсăлса ан кайччăр - 1-мĕш кварталтах ĕçе тытăнмалла пултăр. Вăхăтра пурнăçланине хам тĕрĕслесе тăрăп».
Ларăвăн кун йĕркипе çыхăнман тепĕр тема та пулчĕ. М.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - Çĕмĕрлесем, çĕр çын ытла, алă пусса РФ Президенчĕ патне çыру янă. Вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри çивĕч лару-тăрупа сăлтавланнă. Михаил Васильевич асăннă хулари ĕç-пуçа пĕрре кăна мар тĕрĕслени пирки аса илтерчĕ. Анчах лару-тăру лайăх еннелле улшăнни палăрмасть. «Усă курнă ресурссемпе пулăшу ĕçĕсем - 17 млн тенкĕлĕх. Тÿлевĕ вара 10% кăна килнĕ, - пăшăрханăвне пытармарĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Юлашки виçĕ çул хушшинче бюджет кредичĕпе пĕрле шутласан эпир Çĕмĕрлене 180 млн тенкĕ ытла панă. Анчах укçана айккине кăлараççĕ, айăплисем явап тытмаççĕ. Пирĕн каллех укçа уйăрмалла-и? Капла вĕçĕмсĕр пулма пултараймасть!»
Çак ĕç-пуçа ЧР Пуçлăхĕ çурт-йĕр тума пая кĕрсе улталаннă çынсен лару-тăрăвĕпе танлаштарчĕ: «Хăшĕсем миллиард-миллиард тенкĕ илсе кайнă, пирĕн çав çухатăва бюджетран саплаштарма тиврĕ...» Михаил Васильевич çынсен асăннă çырăвĕнчи йĕркесене те илсе кăтартрĕ: «Хулара тÿрĕ кăмăллă пĕр управляющи компани те çук... Пĕр УК ертÿçи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă май килти арест мелĕпе усă курнă, çав вăхăтрах вăл тепĕр ООО ертÿçи пулса тăрать...» Акă мĕншĕн ЧР Пуçлăхĕ унашкаллисем тĕлĕшпе прокуратурăна, ШĔМе çирĕпрех пулма сĕнчĕ: «Влаç пуррине кăтартмалла. Вĕсем право хуралĕн органĕсенчи çынсен пулăшăвĕпе те усă кураççĕ - унсăр мар. Ыттисен шучĕпе услам тума тăрăшаççĕ...»
Кун йĕркинчи ыйтусене тишкересси вара республикăн 2014-2020 çулсем валли хатĕрленĕ «Чăваш Ен информаци обществи» патшалăх программинчен пуçланчĕ. Унпа паллаштарма информполитика министрĕ Валентина Андреева сăмах илчĕ. Программăна пурнăçланă май Чăваш Ен информаци технологийĕсен аталанăвĕ енĕпе лидер шутланакан субъектсен теçеткинче упранса юлма тивĕç. Интернетпа усă курасси 100 кил хуçалăхĕ пуçне хулара - 90-а, ялта 60-а çитмелле. Халĕ Чăваш Енри хуласенче Интернетпа усă куракансен йышĕ 65,4% танлашать, ялсенче - 44%. Ку кăтартусемпе эпир Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăнта - Удмурти хыççăн.
Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче республикăра пурăнакансен 3% регистрациленнĕ. Çак йыш пĕчĕккĕн ÿссех пырать. Министр информаци анлăшĕнче пичет кăларăмĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине те палăртрĕ. Паян Чăваш Енре 174 массăллă информаци хатĕрне регистрациленĕ. Шел те, пичет кăларăмĕсен тиражĕ чакас туртăм палăрать. Чăн та, ку район хаçачĕсене пырса тивмест-мĕн.
М.Игнатьевăн программа тĕлĕшпе асăрхаттару пулчĕ. Кашни мероприятишĕн тĕрлĕ министерствăран яваплă должноçри çынсене палăртнă - хушаматсене çырсах. «Хăшĕсем ĕçрен кайĕç те - вĕсен вырăнне килекенсем яваплисен ретĕнче ман хушамат çук теме пăхĕç. Ун чух мĕн тăвăпăр?» - ыйтрĕ вăл. Çавăнпа должноçсене палăртса хăварниех çителĕкли пирки асăрхаттарчĕ. Иван Моторин премьер, унăн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков программăна пурнăçламалли укçан 90% /миллиард-миллиард тенкĕ/ республика бюджетĕнчен уйăрма пăхнипе кăмăлсăрланчĕç: сотовăй операторсен инвестици программисем те анлă - вĕсен укçине те явăçтарма тăрăшмалла.
2012 çулшăн ял-хула тăрăхĕсен экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене укçан хавхалантарма йышăнчĕç. Инфратытăма аталантарма Патăрьелсем, Елчĕксем тата Муркаш районĕнчи Москакассисем укçа илĕç. Чăн та, кунта та калаçмалли тупăнчĕ. М.Ноздрякова хавхалантару укçин виçи иккĕлентерчĕ - 666 пин те 666 тенкĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин кунашкал «интереслĕ» хисеп ăçтан тупăннине ăнлантарчĕ-ха: «2 млн тенке виççе пайланă та...» Çапах «тĕп финансист» асăрхаттарăвне шута илсе хайхи цифрăна «çавракалатма» йышăнчĕç.
Ăшă энергийĕн тарифĕсене çĕнĕрен пăхса тухнă хыççăн вĕсене чакарнине кура ăшăпа тивĕçтерекен организацисен çухатăвĕсене республика бюджетĕнчен саплаштарас ыйту тавлашусăр пулмарĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов пĕлтернĕ тăрăх - тарифсене Мускав палăртнă виçерен ытларах ан ÿсчĕр тесе чакарма тивнĕ. Çавна май кăçал ăшăпа тивĕçтерекен организацисем 1,77 млн тенкĕ çухату тÿснĕ. Ăна саплаштарма ыйтнисем - республикăри 12 организаци. Анчах кăткăслăхсăр мар иккен. И.Моторин премьер хăйне «Коммуналлă технологисем» ОООран çыру килни пирки пĕлтерчĕ. Унăн ертÿçисем те компани çухатăвĕсене саплаштарма ыйтаççĕ - 8 млн тенкĕ!
ЧР Пуçлăхне ку цифра тĕлĕнтерчĕ пулас, çавăнпа Тариф службин ертÿçинчен Альбина Егоровăран ăнлантарса пама ыйтрĕ. Служба ыйтăва тишкернĕ иккен: «Коммуналлă технологисен» тухса ÿкекен тупăшсем пулма пултараймаççĕ...» Çавна май Михаил Васильевич ĕç-пуçа комментарисĕр хăварма пултараймарĕ: «Интересантсем хăйсен спектаклĕсене кăтартма пуçлаççĕ! Вĕсен бюджетран 8 млн тенкĕ туртса кăларас кăмăлне ăнланмалла-ха ĕнтĕ - лайăх кăмăл...» Çавăнпа пĕрлех вăл тарифсен ÿсĕмĕ 6% ытла пулмалла марри пирки тепĕр хут асăрхаттарса хăварчĕ.
Ял хуçалăх çĕрĕсене урăх тĕллевсем валли куçарас ыйту ытларах чухне хăвăрт татăлаканччĕ, анчах хальхинче вăл та «такăнчĕ». Тĕллевне улăштаракан лаптăк чылай. Пурлăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Иванова кашни лаптăк мĕн тума кирли пирки пайăррăн каларĕ: Вăрнар районĕнче 2 гектар водопровод валли кирлĕ, Канаш тата Красноармейски районĕсенче - автоçулсене тытса тăма... Муркаш районĕнче кирпĕч заводне карьер валли 9 гектар çĕр памалла. Халĕ тăм илекен лаптăк пĕчĕк, пысăклатсан завод кирпĕч кăларассине те ÿстерĕ.
Шупашкар районĕнче вара пылчăкран хÿтĕлекен виткĕчсен завочĕ 6 гектар ытла ыйтать. М.Игнатьевăн шăпах ун пирки ыйту çуралчĕ: мĕнле завод? Ыйтăва «тĕп экономист» В.Аврелькин та хуравлаймарĕ: «Проект пирки татса калаймастăп». Ларура ПК вице-спикерĕ Анатолий Князев та пулчĕ, вăл шăпах Шупашкар районĕнчен - Михаил Васильевич унран та ыйтрĕ. Анчах Анатолий Пантелеймонович та уçăмлăх кÿреймерĕ: «Алюминипе çыхăннă производствăччĕ пулас», - терĕ çеç. Çавăнпа М.Игнатьев ыйтăва тĕплĕ тишкерме хушрĕ: «6,5 гектара яхăн çĕр пирки сăмах пырать. Хăй вăхăтĕнче авă Тутаркассинче аккумуляторсемпе çыхăннă производство пуçарнăччĕ... Çапла пулса ан тухтăр».
Лару Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать