Ярăнас килсен...

12 Ноя, 2016

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче "Раççей православи чиркĕвĕн пуçлăхĕ Кирилл патриарх хĕрарăмсене хырăм пăрахма саккун шайĕнче чарас тĕллевлĕ общество проекчĕпе килĕшсе ун айне алă пуснă" текен хыпар халăхра çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлса шав çĕклерĕ. Ку шухăша Чечня лидерĕ Рамзан Кадыров тата Раççейри мăсăльмансен муфтийĕ Талгат Таджуддин та ырланă. Нумаях пулмасть ача прависен уполномоченнăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлма пуçланă Анна Кузнецова та аборта туллин хирĕçлекенсен йышне кĕнĕ. Анна Юрьевна ку ыйтăва тĕрлĕ енлĕн хакламаллине те каланă-ха. Вăл çемье йăли-йĕркине тĕп вырăна хумаллине, амăшĕпе ачасене хавхалантармаллине, çамрăк мăшăрсене пулăшмаллине, ÿсекен ăрăва воспитани памалли майсене çĕнетсе лайăхлатсах тăмаллине палăртнă.

Ача-пăча прависене хÿтĕлекенскер Раççейре профилактика ĕçне ахаль те аван йĕркеленине палăртнă. Ăна ĕненес тĕк, çĕршывăмăрта пĕлтĕр кăна тухтăрсем хырăм пăрахма пынă 67 пин хĕрарăм шухăшне улăштарма пултарнă. Психолог профессине алла илнĕскер абортсене хирĕç малтан та пĕрре мар тухса калаçнă. Анна Юрьевна ертсе пыракан "Покров" фончĕн ку тĕлĕшпе ятарлă программа та пур.

Проекта Елена Мизулина сенатор та ырланă. Çакна каласа хăварни те вырăнлă-тăр: нумаях пулмасть правительствăра общество тепĕр проектне сÿтсе явнă. Ун чухне Елена Мизулина "бэби-бокссене" хирĕç тăнă. Патшалăхăн амăшĕсем пепкине пăрахнине ырлама юраманнине, ятарлă ещĕке хурса хăварнăран ачашăн чăн ашшĕ-амăшĕн ячĕ яланлăхах паллă мар юлнине каланă.

Аборт ыйтăвĕ, паллах, çивĕчрех. Паян хĕрарăм çуралман ачинчен хăй ирĕкĕпе тÿлевсĕрех хăтăлаять. Аборт тума ирĕк паракан саккуна Ленин 1920 çултах алă пуснă. Вунпилĕк çултан Сталин ку ĕçе чарнă-ха, анчах вăл вилсен хĕрарăмсем больницăна каллех уççăнах çÿреме тытăннă. Шурă халатлисем çулталăкра миллион-миллионĕпе операци тунă.

СССР сапалансан контрацепци тĕрлĕ мелĕпе усă курнăран хырăм пăрахакансен йышĕ чакнă-ха, анчах паян та çак ыйтăва пин-пин хĕрарăм гинеколог пÿлĕмĕнче татать.

Аборта хирĕç тăракансен шухăшĕпе килĕшменнисем хăш-пĕр категорири çынсемшĕн хырăм пăрахни пĕртен-пĕр тĕрĕс утăм пулса юлнине те палăртаççĕ. Çакна статистика та çирĕплетет-мĕн. Çуралман пепкине вĕлерекенсем ытлара çамрăк хĕрсем мар, качча кайнă çулланнă хĕрарăмсем. Операци сĕтелĕ çине выртакансен вăтам ÿсĕмĕ — 29 çул.

Çĕнĕ саккун йышăнмаллине çирĕплетекен пуçаруçăсен шухăшне хальлĕхе Раççей сывлăх министрĕ Вероника Скворцова сивленĕ. Вăл хырăм пăрахассине медицина страхованийĕн тытăмĕнчен кăларни хĕрарăм сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратасса каланă. "Абортсем вăрттăнлăха куçсан çакă чи малтанах сахал тупăшлисемшĕн, ку лару-тăрăва ăнсăртран çакланнă çул çитмен çамрăк хĕршĕн усал енлĕн çаврăнса тухма пултарать. Çавăнпах пирĕн хĕрарăмсемпе ачасем вилнĕ тĕслĕхсем ÿсесрен сыхланмалла", — тенĕ министр.

"Çÿлтисем" ку тĕлĕшпе хальлĕхе нимĕн те шарламаççĕ-ха. Общество ку хыпара мĕнле йышăнасса айккинчен сăнама шантарнă. Абортсене саккун шайĕнче чарма ыйтакан проект айне миллион çын алă пуссан ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне çитерĕç. Хальлĕхе вара халăх ку хыпара туллин те тĕрлĕ енлĕн, хĕрÿллĕн сÿтсе явать. Интернетри сайт-форумра та.

"Эпĕ хырăм пăрахнине ырламастăп-ха. Ку, паллах, çын вĕлерниех. Анчах вунпиллĕкри хĕрача ăнсăртран хĕрĕх чĕрнеленнĕ тĕк? Пĕтĕм пурнăçĕ пĕтнĕ темелле. Ни вĕренме, ни ĕçлеме... Пĕр ачапа лармалла. Çирĕпленмен психика нумай чăтайĕ-и?"

"Пирĕн çĕршыв ун чухлĕ тăлăха ÿстерме хатĕр марах. Аборт тума чарсан ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем нумайланаççех. Е çуратас килмен ачине хĕрсем ăшăлăхпа çепĕçлĕх парнелемесĕрех çитĕнтерĕç".

"Медицина кăтартăвĕсене пула аборт тумаллине ăнланатăп-ха. Кунта урăххи пирки калаçу пырать вĕт. Ахаль çеç, ача çуратас килменрен, хырăм пăрахакансене чармалла вара. Тен ун чухне хĕрарăмсем арçын çумне выртиччен лайăхрах шухăшлама вĕренĕç. Ярăнма юратсассăн çунашка та туртмалла тенешкел — сĕтĕрччĕрех".

Халăхăн пĕтĕмĕшле шухăшне шута илсе тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасса шанас килет...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.