Депутат кунĕсем иртеççĕ

11 Ноя, 2016

Шупашкар хула пуçлăхĕн — Шу­­пашкар хула депутачĕсен пухăвĕн председателĕн тивĕçĕсене пур­нăçлакан Ирина Клементьева 10-мĕш округри суй­лав­çă­семпе тĕл пулчĕ.

Ирина Всеволодовна пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи тăхăр уйăхра округăн общество йышăну пÿлĕмĕсенче граждансен 600 ытла ыйтăвне йышăннă, çак шутран 305-шĕ тĕлĕшпе патшалăх влаç, надзор, вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн органĕсене запрос янă, ыттисене сăмахпа каласа уçăмлатнă.

Суйлавçăсен наказĕсем депутатшăн ĕç программи пулса тă­раççĕ. Çавна май вăл çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлет. Управляющи компанисемпе хваттерсен хуçисен хушшинче ырă çыхăну йĕркелесси те, капиталлă юсав ыйтăвĕсем те, картишсене электричество çутипе тивĕçтересси те, ватă йывăçсене касса тирпейлесси те депутат тивĕçĕсен шутне кĕрет.

Тĕлпулура çавăн пекех çуртсен хушшинчи çулсене юсассине, автомашинăсем лартма вырăн тăвассине, картишсене хăтлăлатассине, çÿп-çапа пухса ăсатассине анлă сÿтсе яврĕç. Çынсене картишсенче спорт, вăйă лапамĕсем хута ярассипе, пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, халăха социаллă пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусем те кăсăклантарчĕç.

***

Виктор Горбунов депутат 4-мĕш округри суйлавçăсемпе 41-мĕш шкулта тĕл пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех Калинин район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Афанасьев, полицин 3-мĕш уйрăмĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Александр Чебоксаров, «Рассвет» тата «Алста» управляющи компанисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Виктор Горбунов суйлавçăсене тăхăр уйăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Депутат микрорайона тир­пей-илем кĕртесси, хула çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Тĕлпулура çавăн пекех юлашки вăхăтра çивĕч пулса тăнă ыйтăва — банк карттисем çинчен укçа вăрланине — сÿтсе яврĕç. А.Чебоксаров полици подполковникĕ çынсене укçа-тенкĕпе асăрхануллă пулмалли, банкоматсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕ.

Тĕлпулу депутатшăн та, суй­лав­çăсемшĕн те усăллă иртрĕ. Çынсем чуна пăшăрхантарни çинчен калаçнисĕр пуçне влаç представителĕсене ыйтусем пама, çийĕнчех тивĕçлĕ хурав илме пултарчĕç.

***

Владимир Кузин депутат 8-мĕш округри суйлавçăсене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллаштарчĕ.

Çав кун депутатăн йышăну пÿ­лĕм­не халăх йышлă пухăнчĕ. Çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн çивĕч ыйтăвĕсем /нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, тротуарсене йĕркене кĕртесси, ачасем валли вăйă лапамĕсем тăвасси, каçхи вăхăтра урамсемпе картишсене çутатасси/, çуртсен стенисемпе балконĕсене юсамалли муниципалитет программине хутшăнасси ытларах пăшăрхантараççĕ. Çавăн пекех суйлавçăсем депутата Наци библиотеки умĕнчи парка хăтлăх кĕртме сĕнÿсем пачĕç.

Ленин проспектĕнчи 11, 11а, 13-мĕш, Энгельс урамĕнчи 4, 6-мĕш çуртсенче пурăнакансене вара çывăхри вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем тăхтав вăхăтĕнче вĕсен картишĕсенче пухăнса пирус туртни канăçсăрлантарать. Ку ыйтăва Ленин районĕн асăрхавсăр ачасен тата çул çитменнисем тăвакан преступленисен профилактика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухма йышăнчĕç.

В.Кузин суйлавçăсен ытти ыйтăвне те тулли хурав пачĕ, сĕнÿ-канашне малашнехи ĕçре шута илесси çинчен пĕлтерчĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.