Архива вăхăтлăха килтĕм те - яланлăхах юлтăм
Унăн ĕçĕ чылайăшĕннинчен кăсăклăрах тата яваплăрах, вăл — аваллăх управçи. Сăмахăм Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Галина Ертмакова çинчен. Галина Васильевна ертсе пыракан учреждени нумаях пулмасть хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тунине шута илсе, архив кун-çулĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем пирки чарăнса тăма кăмăл пур.
— Калаçăва архив çине куçариччен унăн ертÿçипе тĕплĕнрех паллашар-ха.
— Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнчи Кузнецовсен тăхăр ачаллă çемйинчи иккĕмĕш пепки пулнă эпĕ. Аслă ачасен вара йăмăкĕсемпе шăллĕсемшĕн яваплă пулнине яланах туйса тăрать. Томскри коммуналлă строительство техникумне пĕтерсе направленипе Новосибирскри 5-мĕш çурт-йĕр управленийĕнче ĕçлесе хваттерлĕ те пулнăччĕ ĕнтĕ. Отпуска яла таврăнсан Çĕпĕре таврăнас шухăш сирĕлчĕ. Анне йывăр чирлесе выртнă, кил-çурт кивелнĕ, манран кĕçĕннисем те шкул пĕтерсе малалла вĕренесшĕн. Камăн пулăшмалла? Тĕплĕн шухăшланă хыççăн тăван ене таврăнтăм.
— Ĕçе ăçта вырнаçрăр?
— Республикăн Министрсен Канашĕн Ĕç ресурсĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăракан управленин Елчĕк районĕнчи уполномоченнăйне. Унта тăхăр çул ĕçленĕ хыççăн райĕçтăвкомăн архив заведующине лартрĕç. Тĕрĕссипе, унта вăхăтлăха çеç — архивра йĕрке тăвиччен кăна — ĕçлĕп тенĕччĕ, анчах пуласлăха пĕтĕмпех унпа çыхăнтармалла пулса тухрĕ.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сире шăпа Шупашкара илсе çитернĕ. Архив фондне йĕркелекен республика службин ертÿçинче ĕçленĕ, унтан, 2001-2004 çулсенче, — ЧР патшалăх тĕп архивĕн, 2004 çултанпа — ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ. Çапах хăвăрăн тĕллевĕре пурнăçа кĕртме — чи çывăх тăванăрсене çĕнĕ çурт лартса пама — май килчĕ-и?
— Строитель специальноçне алла илни пур çĕрте те ку енĕпе çыхăннă çитменлĕхсене пĕтерсе пыма пулăшрĕ. Новосибирскран таврăнсанах тăван кил-çурта çĕнетрĕмĕр. 1977 çулхи кĕркунне Аслă Шăхале, паралельлĕ класра вĕреннĕ ачана Виталий Ертмакова, качча тухрăм. Вĕсен те çемйи пысăк — 10 ача. Унта та лупасĕсене çĕнĕрен тума тиврĕ. Хамăрăн ăçта пурăнмалла? Елчĕкре кивĕ çурт туянтăмăр та тепĕр икĕ çултан çĕнĕ пÿрте пурăнма кĕтĕмĕр. Шупашкарта та хамăрăн çуртпа пурăнатпăр. Архива килсе кĕрсен те тÿрех кăлтăксем — çурт тăрринчен шыв анни, пăрăхсем кивĕ пулни тата ытти те — куçа тăрăнчĕç.
— Мĕнрен пуçларăр юсава?
— Путвалтан. Пĕчĕк-пĕчĕк юсавсем ирттерсе архивăн тĕп çуртне тĕпренех çĕнетме пултартăмăр.
— Унсăр пуçне архивăн тата тепĕр çурт — Уруков урамĕнче те — пур. Унта та юсав ĕçĕсем пынине пĕлетпĕр. Вĕçлемен-и?
— 2003 çулта пачĕç ăна — строительство вĕçленмен çурта. Унти пĕтĕмĕшле лаптăк — 2636,5 тăваткал метр, кунта 750 пин управ единици вырнаçтарма, унсăр пуçне электрон вулав залĕ, лабораторисем, курав залĕ тата ытти те пулĕ. Реконструкци тăватпăр, анчах укçа çитсе пыманнипе ĕç вăраха тăсăлчĕ. Виççĕмĕш хутне хăпартрăмăр. Пĕрремĕш хутри пилĕк управ лаптăкĕпе усă курма пуçланă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра унта 350 пин управ единици шанчăклă кĕтес тупнă. Шел те, организацисенче архивпа çыхăннă тата 28 пин единица документ упранать-ха.
Кăçал архив 75 çул тултарнă май патшалăх пысăк парне турĕ: республика бюджетĕнчен 37 миллион тенкĕ уйăрса пачĕ. Ĕç малалла пырать.
— Галина Васильевна, çак ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен архив документсене тата миçе çул пĕр чăрмавсăр йышăнма пултарĕ?
— 15-20 çул. Эпир çакăнпа лăпланса ларма пултараймастпăр. Çĕнĕ çуртри лаптăкпа перекетлĕ усă курма тăрăшатпăр. Санкт-Петербургри Раççей тĕп истори архивĕнче пултăм, унти ĕç опычĕпе паллашрăм. Вĕсем усă куракан оборудовани лаптăка 40 процент перекетлеме пулăшать. Эпир те проекта çĕнетрĕмĕр, Питĕрти пек хатĕрсем вырнаçтартăмăр.
— Архив тулашĕнчен унăн «чĕрине» таврăнар, ун пĕлтерĕшĕ çинчен калаçар-ха.
— Чăваш АССР патшалăх тĕп архивĕ 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче, ЧАССР НКВД Архив пайĕн — Истори, Октябрь революцийĕн архивĕсен тата Вăрттăнлăхпа çыхăннă архив — никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Ун чухнехи архивистсем пĕтĕм совет халăхĕ пекех «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!» чĕнÿпе ĕçленĕ. Сотрудниксен пĕр пайĕ Атăл леш енче вăрман каснă, теприсем госпитальти салтаксем валли парнесем хатĕрленĕ. Çапах тĕп ĕçĕ çинчен манман: документсене упраса хăварас тĕлĕшпе ĕçленĕ. 1943 çулта архивистсен вăйĕпе документсен пуххи — «Восстание чувашского крестьянина в 1842 году» — кун çути курнă, тепĕр çулталăкран — «Чувашский народ в помощь фронту» кĕнеке. Унта кĕнĕ документсем воспитани, патриотизм енĕпе çав вăхăтшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă.
1956 çулта тĕп архив валли Ленин проспектĕнче ятарлă çурт тума йышăннă, вăл тепĕр çичĕ çултан ĕçлеме пуçланă. Унта 1,2 миллион ĕç вырнаçмалăх лаптăк пулнă.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 3170 архив фончĕ упранать, хут никĕсĕ çинчи документсем — 1639 çултан тытăнса 2013 çулчченхи тапхăрти 1201388 управ единици, çавăн пекех фотодокумент — 36008 управ единици, 43528 экземпляр кĕнеке, журнал, пичетĕн ытти продукцийĕ.
Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе архивăн инфратытăмне çирĕплетессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама май килчĕ.
— Архив аваллăх управçи пулнă май унта аслă ăрури çынсем кăна ĕçленĕн туйăнать...
— Архив аваллăх управçи кăна мар, вăл чăн-чăн чĕрĕ организм, чун пекех. Паян кунта 42 çын вăй хурать. Вĕсенчен çурри — çамрăксем, ятарлă аслă пĕлÿ илнисем. Шупашкартах архивистсене хатĕрлени кадр ыйтăвне татса пама питĕ лайăх пулăшрĕ.
Архив тытăмне ертсе пыма пуçласанах ку енĕпе пĕлĕве анлăлатмаллине шута илтĕм, патшалăх службин академийĕн Атăл-Вятка филиалне пĕтертĕм, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспирантуринче вĕрентĕм, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăтăм. Çамрăксене хам хыççăн туртрăм, тата виçĕ сотрудник аспирантура пĕтерчĕ, диссертаци хÿтĕлерĕ. Халĕ тепĕр ĕçтеш вĕренет, вăл ятарлă темăпа ĕçлет — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Чăваш Ене эвакуаципе килнисен докуменчĕсене тĕпчет. Сотрудниксене аталанма условисем туса парассине хамăн тивĕçĕм тесе шухăшлатăп.
— Сирĕн ĕçченсем Раççей шайĕнче те палăрма пуçларĕç.
— Юлашки пилĕк çулта Раççей архив тытăмĕнче 1-2-мĕш вырăнсем йышăнса пытăмăр. Кăçал та дипломантсем пулчĕç. Федор Козлов «Раççейĕн чи лайăх архивисчĕ» ята тивĕçрĕ.
— Паллах, сумлă çак ята тивĕçме тата ытти енĕпе Раççейре чи лайăххи пулма çăмăл мар. Вĕсем чыс-хисепе мĕнле ĕçпе тивĕçеççĕ?
— Архив докуменчĕсене упрасси — пĕрре, хамăр аталанса пыни — тата лайăхрах пулăм. Тĕпчев ĕçĕсем ирттеретпĕр, ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнатпăр, пичетленетпĕр. Сăмахран, 2012 çултанпа ăслăлăх-документ журналĕ — «Исторический вестник» кăларса тăратпăр. Унашкал кăларăм çĕршыври ытти архивăн çук-ха.
75 çулта архив 40 ытла справочник, документсен пуххи, буклет, вун-вун электрон кăларăм пичетленĕ. Юлашки çулсенче «Чăваш хутлăхĕпе чăваш халăхĕн историйĕн документлă палăкĕсем» ярăмпа çак кĕнекесене кун çути кăтартнă: «Киево-Николаевский Новодевичий монастырь в г.Алатырь /сборник документов 17-начала 18 веков/, «Землевладение и хозяйство Чебоксарского Троицкого монастыря во второй половине 16-17 вв. /исследование и материалы/, «Документы о феодальном земледелии и хозяйстве Среднего Поволжья в 17-начале 18 вв.», «Отечественная война 1812 года. Документы и материалы из фондов Государственного исторического архива Чувашской Республики», «Первая мировая война: австро-венгерские и германские военнопленные в Чувашии», «Обновленчество в Чувашии: история церковного раскола по документам Государственного исторического архива Чувашской Республики». Архив ĕçченĕ Федор Козлов иртнĕ çул «Отделение Церкви от государства и школы от Церкви /по материалам Марийского края, Мордовии и Чувашии/» монографи тĕпчевĕ пичетлесе кăларчĕ.
— Архив ĕçченĕсен тĕп вырăнĕ управсенче пулмалла пек, анчах эсир хăвăрăн сотрудниксемпе районсене тухса çÿретĕр, унти музейсемпе, паллă вырăнсемпе паллашатăр, халăхпа тĕл пулатăр... Мĕн хистет çапла тума?
— Архивистсене çут çанталăк çапла пултарнă: вĕсен нумай пĕлмелле, пурнăçпа тан пымалла... Районĕсене тухса çÿресси йăлана тахçанах кĕнĕ ĕнтĕ. Çапла туса Чăваш Енĕн кашни хутлăхĕпе, унăн культурипе, йăли-йĕркипе, мухтавлă çыннисемпе, вĕсен кун-çулĕпе çывăхрах паллашатпăр. Чылай чухне архива пуянлатмалли документсемпе таврăнатпăр. Юлашки вăхăтра Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсене çитсе килнĕччĕ, планра — Йĕпреç тăрăхĕ.
Спортпа та питĕ туслă эпир, ăмăртусене хам та хутшăнатăп. Патшалăх архивĕсен, культурăпа искусство учрежденийĕсен ĕçченĕсен хушшинче ирттерекен мероприятисенче çĕнтернĕ те.
— Галина Васильевна, архивăн сумлă юбилейĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Çапла тума архив вăйĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри «Архивсем тата ăслăлăх: истори аспекчĕ тата хальхи вăхăт» ăслăлăх-практика конференцийĕ те пулăшрĕ. Унта чикĕ леш енчи ăсчахсем хутшăннине шута илсен, вăл тĕнче шайĕнче иртнĕ тесен те тĕрĕс.
— Чăнах та, конференцие, вăл юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртрĕ, ют çĕршывсен — Казахстан, Германи, Китай — архивисчĕсем те хутшăнчĕç, Раççейрен вара — 20 ытла регионтан килсе çитрĕç. Тепĕр кунхине архивра «çавра сĕтел» йĕркелерĕмĕр. Ĕçтешсемшĕн тĕлĕнмелли кунта та сахал мар пулчĕ. Сăмахран, эпир документсене ведомствăсемпе организацисенчен кăна мар, уйрăм çынсенчен те илетпĕр, çемье фончĕсем те уçса пыратпăр. Республикăри паллă журналист Петр Сидоров хăйĕн çывăх тăванĕсен — ашшĕн, шăллĕн — Василий Эктел çыравçăн — докуменчĕсене пачĕ. Çавăн пекех Петр Пупин скульптор та çемье фондне уçрĕ. Вăл 11 ачаллă çемьере ÿснĕ. Пупинсен ытти ачи те пултаруллă. Сăмахран, Георгий Степанович — художник, Федор Степанович — çар çынни. Çакăн пек документсем пирĕн архива пуянлатаççĕ.
Конференци хыççăн Чулхулари тĕп архивăн директорĕнчен çыру илтĕм. Вĕсене эпир издательство енĕпе тунă çитĕнÿсем кăсăклантараççĕ иккен, пирĕн пата вĕренме килесшĕн. Ыйтăва сÿтсе яврăмăр, кÿршĕсене çитес çул йышăнма тĕв турăмăр.
Надежда СМИРНОВА.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать