«Кĕнеке ытамĕнче 45 çул пулнипе мăнаçланатăп»
Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки нумай çул ĕнтĕ пархатарлă ĕç тăвать. Паян унăн директорĕпе Тамара ГРИГОРЬЕВĂПА тĕл пултăмăр.
— Тамара Романовна, кăçал эсир библиотека директорĕн должноçне йышăннăранпа 20 çул çитет, библиотека сферинче вара эсир — 45 çул ытла. Паян «библиотекарь профессийĕ — манăн шăпа» теме пултаратăр-и, урăх çул суйласа илме пултарнипе çыхăннă иккĕленÿ çук-и?
— Чăннипех — пурнăçри ĕç тата шăпа. Ача чухнех библиотекарь пулма ĕмĕтленнĕ, пушă пĕтĕм вăхăта хамăрăн Йĕпреç районĕнчи Буинск поселокĕн библиотекинче ирттернĕ. Унта яланах халăх йышлăччĕ — аслисем те, ачасем те. Библиотека заведующийĕ Клавдия Григорьевна пире, библиотека хастарĕсене, тепĕр чухне ватăсене килне кĕнекесем леçме яратчĕ. Вулакансем патне интереслĕ кĕнекесем леçсе параттăмăр та — маншăн çакă питĕ интереслĕччĕ, ватăсем пире чĕререн тав тăватчĕç. Лайăх вĕреннĕ пулин те шкул пĕтерсен Çĕрпÿри культура училищин библиотека уйрăмне вĕренме кайрăм /ун чухне библиотека уйрăмĕнче конкурс пысăкчĕ — пĕр вырăна 6 çын/, унтан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Хусанти культура институтне, библиотека факультетне, пĕтертĕм. Çапла вара 45 çул республикăн библиотека отраслĕнче тăрăшатăп, çакăнпа мăнаçланатăп.
— Эсир — Шупашкарта тата республикăра паллă, хисеплĕ çын. Хăвăр вара кама чăнласах вĕрентекен теме пултаратăр, тен, халĕ те камран та пулин тĕслĕх илетĕр?
— Пурнăçăмра лайăх та ăслă вĕрентекенсем нумай пулнă. Библиотека ĕçĕн чăн «корифейĕсене» Гертруда Михайловна Черновăна, Любовь Ивановна Гущенковăна, Раиса Никифоровна Глуховăна яланах тав туса тата ăшшăн аса илетĕп. Паян вара библиотека ĕçĕнчи лайăх тĕслĕх — Светлана Михайловна Старикова. Куç курманнисен ятарлă библиотекин директорне Лилия Николаевна Васильевăна чĕререн хисеплетĕп — вăл куç курман инвалидсемпе чунне парса ĕçлет.
— Мĕнле шутлатăр, библиотекăра ĕçлемешкĕн кĕнекене юратни кăна çителĕклĕ-и? Çак професси валли çыннăн мĕнле пахалăхĕсем кирлĕ?
— Ман шутпа, библиотекăра, пĕрремĕшĕнчен, библиотека ĕçĕн специалисчĕ ĕçлемелле, мĕншĕн тесен хăйнеевĕрлĕх, библиотекăн хăйĕн требованийĕсем пур. Библиотекарĕн креативлă çын пулмалла — хăйнеевĕрлĕ шухăшлав, çак профессие парăнни кирлĕ. Кĕнекене юратмалла, литературăна пĕлмелле, тата, чи кирли, библиотекăна килекен вулакансене юратмалла. Хама илес тĕк — коллективпа мухтанатăп, эпир вăхăтпа тан утатпăр, пурнăçри улшăнусене хăвăрт шута илетпĕр. Пирĕн коллектив яланах шыравра: ĕçĕн çĕнĕ çул-йĕрĕсене, çĕнĕ пулăшу ĕçĕсемпе проектсене тупма тăрăшатпăр.
— Сирĕн пурнăçра чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ, хăвăрăн пурнăçа улăштарнă е тĕнчекурăма витĕм кÿнĕ кĕнеке пулнă-и?
— «Кĕнеке питĕ нумай, вăхăт вара питĕ сахал» — ман пирки каланăнах. Эпĕ нумай кĕнеке вуланă, халь те нумай вулатăп. Лайăх кĕнекесем шухăшлама хистеççĕ, тĕнче çине урăх куçпа пăхма, пурнăç тĕллевĕсене урăхла хаклама пулăшаççĕ. А.П.Чехова çĕнĕрен вулама кăмăллатăп, В.Шукшинăн хĕлхем тапса тăракан хайлавĕсене килĕштеретĕп, ют çĕршыв авторĕсенчен Ремарка, Ф.Сагана юрататăп, çĕнĕ авторсене те — Б.Акунина, М.Трауба — пĕлетĕп. Эпĕ хĕрарăм вĕт — паянхи «хĕрарăмсен романĕсене» те вулатăп.
— Библиотекăра ĕçленĕ çулсенчи чи çутă асаилÿ...
— Ансат мар 90-мĕш çулсенче республикăн икĕ библиотекине — ачасен Н.Крупская ячĕллĕ тата çамрăксен библиотекисене — пĕрлештерчĕç. Пире уйрăм çурт пачĕç — ача сачĕ пулнă юхăннă çурта. Ăна реконструкциленĕ хыççăн Çĕнĕ 1999 çул умĕн унта куçрăмăр. Мĕн пысăкăш библиотека фончĕ — 300 пин единицăна яхăн, оборудовани, çынсем... Çакна манаймăн. Хамăр вăйпа, хĕрарăмсен коллективĕпе мĕн чухлĕ ĕçленĕ — библиотека çĕнĕ, вулакансемшĕн хăтлă пултăр тенĕ! Паян пирĕн библиотекăна çулталăкра 180 пин вулакан килет, кунта 14,5 пин ача, çамрăк, ашшĕ-амăшĕ çырăннă. Вĕсем пирĕн пата çÿреме кăмăллани пирки иккĕленместĕп.
— Ирĕксĕрлесе юраттараймăн теççĕ. Ачасене кĕнекене, вулама юраттармашкăн май çук. Паянхи техника çĕнĕлĕхĕсен саманинче çамрăк вулакана мĕнле илĕртетĕр?
— Пирĕн библиотека паян библиотекăсен чи лайăх йăли-йĕркин новаторĕ кăна мар, республикăри халăх çÿрекен, пушă вăхăта ирттерме усă куракан культура учрежденийĕ те. Эпир — регионсен шайĕнчи, республикăри тĕрлĕ акци, конкурс, фестиваль, семинар, наука-практика конференцийĕн пуçаруçисем, йĕркелÿçисем. Нумаях пулмасть кăна Раççейри çамрăк вулакансемпе библиотекарьсен слетне ăнăçлă ирттертĕмĕр. Пирĕн пата Мускаври ача-пăча писателĕсем, çĕршывăн 16 регионĕнчи вулакансемпе ĕçтешсем килчĕç. Интереслĕ мастер-классем, пултарулăх мастерскойĕсем, хăйнеевĕрлĕ КВН, ытти мероприяти йĕркелерĕмĕр. Пирĕн коллектив питĕ туслă — чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ, вĕсем кашни вулакана хисеплеççĕ. Çавăнпах ачасем, ашшĕ-амăшĕ библиотекăна хаваспах çÿреççĕ.
— Паян кĕнеке издательствисем йышлă — ят-сум çĕнсе илнисем те, тин çуралнисем те. Ачасем валли çĕнĕ нумай кĕнеке тухать. Ачасемпе çамрăксем валли кăларакан паха илемлĕ литература дефицитне туятăр-и? Туятăр тăк — паха литература дефицичĕн ыйтăвне мĕнле татса памалла?
— Эсир мĕнле — калаймастăп, эпĕ вара чылай çул хамăр çĕршывра кăларакан ача-пăча литературин пĕр енлĕхĕшĕн пăшăрханаттăм. Тĕлĕнеттĕм: мĕншĕн авторсем ачасене чи малтанах култарасшăн, килентересшĕн кăна? Пурте калаçса татăлнă тейĕн! Çийĕнчен — питĕ ансат мелпе, анекдот е хăрушă истори каласа парса. Вулаканпа паянхи пурнăç çинчен уççăн та тÿрĕ кăмăлпа калаçма ăнтăлакан кĕнекесем çукпа пĕрехчĕ. Çыннăн çивĕч ыйтăвĕсемпе савăнăçĕ, тĕрĕслĕхпе ултав, юратупа сутăнчăклăх — çак темăсенчен пăрăнатчĕç. Ачасем валли кăткăс темăпа тÿрĕ кăмăллă кĕнеке çырасси — гражданла паттăрлăх. Кунта ăс-хакăл та, паттăрлăхпа тÿсĕмлĕх те кирлĕ.
Çав вăхăтра «суя» кĕнекесем нумайланса кайрĕç — шухăшласа кăларнă пурнăçпа пурăнакан шухăшласа кăларнă ачасем çинчен. Вĕсем пирĕнтен, çитĕннисенчен, уйрăм пурнăçпа пурăнаççĕ — нимĕншĕн те пăшăрханмасăр, ним пирки те шухăшламасăр. Çапла вара «ача-пăча литератури» ăнлав та хавшарĕ. Çапах литература та истори пекех — пушăлăха тÿсме пултараймасть. Çамрăксен, хальлĕхе никамах та пĕлмен авторсен калавĕсем, повеçĕсем тухма тытăнчĕç. Пĕр 2011 çултан пуçласа-тăр — ачасен литературине çĕнĕ хăват килсе кĕчĕ. Питĕ лайăх нумай кĕнеке тухрĕ — вĕсене пурте тÿрех асăрхарĕç. Ача-пăча литературинчи çĕнĕ хум тейĕттĕм. Çĕнĕ авторсен профессионализмне палăртас килет, вĕсем пиçсе çитни куçкĕрет. Нумайăшĕ лайăх вырăс чĕлхипе çырать — паян кунашкалли сайра. Вĕсемшĕн хăйнеевĕрлĕ уйрăм стиль кăтартуллă.
Юлашки вăхăтра литература нумай пичетленет, анчах нумай хайлав, çав шутра ачасем валли кăларнисем кăмăл-сипетпе илемлĕх енĕпе питĕ тĕрлĕ, хирĕçÿллĕ. Çавăнпа та библиотекарьсемшĕн, педагогсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн ăнăçлă кĕнеке суйласа илесси пĕртте çăмăл мар. Тепĕр чух ачан психика сывлăхĕшĕн тÿрремĕнех сиенлĕ кĕнекесем те тухаççĕ. Акă мĕншĕн вăл е ку кĕнекене ачана сĕниччен ăна хăвăн вуламалла.
— Кашни çын шăпине кĕнекере çырса кăтартма пулать теççĕ. Сирĕн пурнăçпа паллаштаракан кĕнекене мĕнле жанра кĕртме пулать-ши?
— Вăл — телейлĕ хĕрарăм çинчен каласа паракан пысăк мар повеç. Çав хĕрарăмăн пурнăçĕнче пĕтĕмпех лайăх, унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланнă. Чи пысăк телей вара — эсĕ парăннă, пурнăçлакан ĕç.
— Çак интервьюра эсир ача-пăча литературин авторĕсене, вулакансене чĕнсе калама пултаратăр. Вĕсене мĕн каланă е суннă пулăттăр?
— Писательсене çакна каланă пулăттăм: енчен те сирĕн кĕнекене вуланă хыççăн тепĕр уйăхран аса илеççĕ тĕк — вăл япăх мар, çулталăкран — лайăх, вунă çултан вара — чаплă. Ача кĕнеки — уйрăм «жанр», пысăк тĕнче. Вулакансене вара хут çине пичетленĕ лайăх, ăслă тата ырă кĕнекесем вулама сунатăп.
— Сирĕн лайăх кăмăл-туйăм, чунри килĕшÿ, ăнăçу вăрттăнлăхĕ пур-и?
— Çак вăрттăнлăх — анлă пĕлтерĕшлĕ юратура.
Елена СВЕТЛАЯ калаçнă
Комментировать